Производство ÿсĕмĕ, ППЭ тата «пуçтах ывăл» çинчен

31 Çу, 2016

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче республикăра промышленноç производствин индексĕ 114% танлашнă. «Ку — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем йĕркеллĕ ĕçлейменнине пăхмасăр. Пурпĕр промышленноç ĕçĕ ÿсĕмлĕ», — кăмăллăн палăртрĕ ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва уçнă май.

Икĕ утăм малалла, пĕрре — каялла

«Трактористсен» ĕç-хĕлĕ вара чăннипех çăмăл мар. 9,5 пин çын ĕçлеймест. Чăн та, концерн ертÿçисем каланă тăрăх — йышăн 35-40% пурпĕр куллен ĕçе тухать-мĕн. Ял хуçалăх производстви те ÿсĕмлĕ — 111%. Патшалăх отрасле аталантарма пысăк укçа хывать, аграрисен продукцийĕ аван сутăнать, çакă вара апат-çимĕç рынокĕнчи хаксем тăруках ÿссе каясран сыхланма пулăшать. Строительство отраслĕ вара, шел те, уксахлать-ха. Михаил Игнатьев çынсем хваттер туянасси тепĕр хут вăй илме тытăннине палăртрĕ, апла пулин те пĕрремĕш кварталта çурт-йĕр строительстви иртнĕ çулхи çак тапхăртин 87,6% кăна танлашнă. Чăннипех — пĕр утăм каялла... Хваттер черетĕнчи йыш та çав-çавах пысăк — 71 пин çын.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи тăватă уйăхри кăтартăвĕсемпе уйрăм министрсем пайăррăн паллаштарчĕç. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин производствăна тăруках ÿстернĕ чылай промышленноç предприятине асăнчĕ. «Акконд», «Етĕрнесĕт», Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ, КАФ, Чăвашхлебопродукт тата ыттисем. «ЭКРА» тата ШЗСА ÿсĕмĕ — 2,5 хут! Кусем ĕçе çапла ăнтарса яни чи малтанах оборона саккасĕсемпе çыхăннă. «ЭКРА» кĕçех çĕнĕ завод хута ярать. Производство лаптăкĕ 15 пин тăваткал метрпа танлашать, инвестици калăпăшĕ — 400 млн тенкĕ. Çĕнĕ 300 ĕç вырăнĕ пулĕ. Вăрнар химикĕсем те лайăх ĕçлеççĕ. «Август» та çĕнĕ химзавод уçасшăн иккен. Чăн та, Чăваш Енре мар, Китайра. Унта çĕнĕ производство уçассипе çыхăннă тăкак тĕнчипе те чи пĕчĕкки — çавăнпа çав çĕршыва суйласа илнĕ.

Çак условисенче республикăра суту-илÿ çаврăнăшĕ чакни тĕлĕнмеллерех те илтĕнчĕ. Суту-илĕвĕн çĕнĕ 119 обĕекчĕ уçăлнă — пурпĕр тавар сахалрах сутăннă. Министр Чăваш Енре асăннă тапхăрта ĕç укçи 4,2% пысăкланни пирки пĕлтернине те журналистсем пăшăлтаткаласа-иккĕленсе йышăннăн туйăнчĕ. Апла-и, капла-и — республикăра вăтам ĕç укçи 20,8 пин тенке çитнĕ-мĕн. Шалупа çыхăннă парăмсем — 15,6 млн тенкĕ. Çак виçен тĕп пайĕ — конкурс производствинчи Шупашкарти 1-мĕш типографин. Ку темăна аталантарнă май Михаил Игнатьев Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновск облаçĕнче шалу парăмĕсем пирĕннинчен чылай пĕчĕкреххине палăртрĕ, ыйтăва куçран вĕçертме юраманни пирки асăрхаттарчĕ. Çирĕп ыйтма хушрĕ: «Парăмлă предприятисен пуçлăхĕсем чаплă машинăсемпе çÿреççĕ. Тутăхма пуçланă «Жигулипе» çÿренине курман. Машинисене сутчăр, парăмсене татчăр!» Тепĕр тесен, Михаил Васильевич çапла хальччен те пĕрре кăна мар каланă. Шел те, пĕр пуçлăх та хаклă иномаркăран çирĕп ВАЗ çине куçса ларнине курман-ха.

Çĕрулми хисепĕ чакать

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çуракине пĕтĕмлетрĕ. Çурхи культурăсене пĕтĕмпе 350 пин гектар акнă — палăртнин 97,9% чухлĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт пысăкрах. Улатăр, Вăрнар, Куславкка районĕсенче ĕçсем тăсăларах кайнă. Елчĕк тата Патăрьел районĕсенче ака лаптăкĕсем пĕлтĕрхинчен 15% хушăннă. Çĕрулми вара хисепрен тухать пулас. Министр пытармарĕ: «Чылайăшĕ иккĕмĕш çăкăр лаптăкĕсене ÿстересшĕн мар». Ку енĕпе Патăрьелсем кăна ырă сăмаха тивĕç. Вĕсем лартса хăварнă çĕрулми лаптăкĕсем республикăра çак культура йышăнакан пĕтĕм лаптăкăн пиллĕкмĕш пайĕпе тан.

Çамрăксемшĕн паян хĕрÿ тапхăр — Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытаççĕ. Ĕçе мĕнле йĕркеленипе вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова паллаштарчĕ. Экзаменсем çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчех пуçланнă. Тĕрĕслев çирĕп. Малтанхи экзамена кĕсье телефонĕсем илсе кĕнĕшĕн 9-мĕш класс пĕтерекен 7 ачана кăларса яма тивнĕ иккен. «Малтанах вĕсем пирĕн сыхлăха тĕрĕслес терĕç пуль... — палăртрĕ Светлана Владимировна. — Ун хыççăн çавнашкал тĕслĕхсем пулман». Чăн та, «çÿле» ĕнерхи вырăс чĕлхин экзаменĕ умĕн хăшĕсем тĕрĕслевре пулăшма тивĕç хатĕрсене ППЭ пунктне пĕр кун маларах кĕртсе хуни пирки пĕлтернисем пулнă-мĕн. Паллах, кунашкал чеелĕх те тÿрре тухайман.

Телефонпа тытнă çамрăксен экзамена çĕнĕрен тытмалли право пулмасть — çитес çулччен кĕтме тивĕ. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев та пусăм тусах палăртрĕ: «Çапла хăтланса ачасем хăйсене сиен кÿреççĕ». Светлана Петрова та çаплах шутлать: «Ку — экзамен кăна, уншăнах çапла иккĕленÿллĕ çул çине тăма кирлĕ мар. Ача вĕренÿре йĕркеллĕ ĕлкĕрсе пынă-тăк — экзамена та тытатех». Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн те хăйсен тĕпренчĕкĕсене кун пирки асăрхаттармалла.

Шупашкарта çак кунсенче иртнĕ кинофестивале культура министрĕн ти­вĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пĕтĕмлетрĕ. «Хыпар» фестивале анлăн çутатнине кура тĕплĕн калани кирлех мар-тăр, çакна çеç калам: фестиваль вăхăтĕнче Чăваш Енре ÿкернĕ сакăр кинофильма кăтартни — чăннипех ăнăçу. Михаил Игнатьев Чăваш Енре тепĕр фильм ÿкерессине те çирĕплетрĕ. «Нарспи» — ăна экранизацилемелле. Правительство пуçлăхне укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене шута илме сĕнчĕ. Фестиваль пирки калас-тăк — хăнасем тĕлĕннĕ-мĕн: кинозалсем кăнтăр кунĕнче те тулли пулнă — Чăваш Енре халăх кинона çÿрет. Ытти чылай регионта апла мар-мĕн. Хăшĕсем, чăн та, кун пирки йĕкĕлтешме те пултарĕç: ĕçсĕр çыннăн кинона çÿремелли çеç юлать...

Ашшĕ ывăлĕшĕн яваплă

Канашлу вырсарникун Шупашкарта пулнă пăтăрмаха сÿтсе явнипе вĕçленчĕ. Михаил Игнатьев тĕп хула ертÿçисенчен пĕрин ывăлĕ авари туни пирки сăмах пуçарчĕ. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕлтернĕ тăрăх — инкек çурçĕр хыççăн 20 минутра залив таврашĕнче пулнă. 17 çулти çамрăк «Фольксваген Поло» автомобильпе умри машинăран иртме тăнă май çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă та — ВАЗ автомобильпе çапăннă. Водительсем иккĕшĕ те суранланнă. «Поло» рулĕ умĕнчи çамрăк урă е ÿсĕр пулнине çирĕплетмешкĕн медицина тĕрĕслевне кайма килĕшмен. Тепĕр водителĕ, 26 çултискер, ÿсĕр пулман.

— Аслисен хăйсен ачисемпе ĕçлемелле. Хамăртан пуçламалла — хамăрăн ачасемшĕн тĕслĕх пулмалла. Унсăрăн вĕсем ашшĕ-амăшĕн ятне яраççĕ. Ку тĕслĕхре 17 çулти çамрăкăн водитель прави пулман. Ăна машина панă çын, транспорт хатĕрĕн хуçи, тĕлĕшпе те çирĕп яваплăх пулĕ, — терĕ министр.

Çав ача — Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн Алексей Ладыковăн ывăлĕ. Акă мĕншĕн пăтăрмахлă ĕç-пуç пирки федераци телеканалĕсенче те пĕлтерчĕç. Кун пирки каланă май Михаил Игнатьев хайхи телеканалсем «Шупашкар шарламасть» тенине те асăнчĕ: «Эпир пытарман, ПАИ сайтĕнче те тивĕçлĕ хыпар çийĕнчех пулнă». Ладыков кунашкаллине «яланах йышăнни» пирки каланă май администраци пуçлăхне сĕнÿ те пачĕ: «Кун пек чухне çийĕнчех йышăнмалла е хирĕçлемелле». А.Ладыков вара çапла тунă та — маларахах МИХсен представителĕсене тивĕçлĕ комментари панă. Ĕнерхи канашлура та турткалашмарĕ: «Хамăн ывăл хăтланăвĕ социаллă хăрушлăх кÿнине йышăнатăп. Çавна май хам та тивĕçлипе явап тытма хатĕр...»

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.