Самана таппи

15 Нарăс, 2019

Тăван тăрăхран хакли çук

Канаш районĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакан Григорьевсен çемйинче ĕçе пĕр-пĕрин хушшинче пайласси çук. «Эпĕ хресчен-фермер хуçалăхне хама шанса йĕркеленĕ, — терĕ Алексей Юрьевич. — Çавăнпа фермăри пĕр ĕçе те тиркеместĕп.

14 Раштав, 2018

Нимĕçле лайăх пĕлни ĕçре пулăшать

Вырăсла пулсан татахчĕ-ха, тĕлĕнмĕттĕм, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнакан Евгений Матвеев Германири тусĕпе Вайзенборн Карлхайнцпа çур сехете яхăн нимĕçле шакăртаттарса çăмăллăн калаçрĕ. Фермерсене ял хуçалăхне аталантарас ыйту канăç памасть.

7 Раштав, 2018

Владимир МУРАЙКИН: Ятарласа тытăнсан ĕç ăнать

«Хăй вăхăтĕнче физкультура учительне вĕренменшĕн, ял хуçалăхне суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп эпĕ. Çак тытăмра ĕçлеме килĕшет мана. Уя тухатăп та — акнă калчасем лайăх шăтнине курсан чун савăнать. Пахалăхлă тырă пухса кĕртсен те кăмăл тулать.

8 Çĕртме, 2018

Трактор рулĕ умне те хăех ларать

«Эпĕ çынсем «ĕç йывăр» тенине ăнланмастăп: 40 килограмлă михĕ йывăр пулать, 50 килограмли тата йывăртарах. Пирĕншĕн «каялла» текен сăмах пачах пулмалла мар, 180 градус çаврăнмалла та каллех малалла каймалла. Эпĕ ĕçе савăнса килетĕп, мĕн палăртни пурнăçлансан тата тăрăшарах ĕçлес килет», — тет Канаш районĕнчи «Сормовский» хуçалăх ертÿçи Владислав Степанов.

Pages