Ырă улшăнусен çулĕпе

23 Пуш, 2018

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев — ЧР Патшалăх Канашне, Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕсенче халăх сывлăхне сыхлас тема тĕп вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен пурнăçран хакли çук. Канаш районĕн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницинче вăй хуракансем программăллă документсемпе тĕплĕн паллашнă, ырă улшăнусен çулĕпе аталанма тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă. Тĕп сыватмăшăн 2017 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен отчетне тимлĕ вуланă хыççăн вăл чылай енĕпе курăмлă ĕçленине асăрхарăм.

Коллектива Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче кун çути курнă, Чăваш патшалăх университетĕнче диплом илнĕ хыççăн Канашри хула больницинче травматологра, пай заведующийĕнче тăрăшнă Сергей Шерне пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен тытăнса ертсе пырать.
— Сергей Александрович, Шăхасанти тĕп больница республикăра çеç мар, çĕршывра та яллă тăрăхсенчи чи пысăккисенчен пĕри. Кунта иртнĕ ĕмĕр вĕçнеллех стационарти вырăнсен шучĕ 520 çитнĕ. СССР халăх врачĕ Фирс Григорьев 40 çула яхăн тĕп тухтăрта вăй хунă, йывăрлăхпа кĕрешме пултаракан çирĕп коллектив чăмăртанă. Çĕнĕ вырăна куçас умĕн сире пысăк яваплăх кĕтнине туйрăр-и?
— Паллах. Кунта киличченех шухăш-туйăмпа çирĕпленнĕ эпĕ. Мана пысăк хисепе, ырă ята тивĕçлĕ тухтăрсем кĕтнине лайăх ăнланнă. Коллективра вĕсем сахал мар. Çултан-çул йышлăланса пыраççĕ. Анчахрах Ирина Ефимова стоматолог-терапевт ЧР Пуçлăхĕн 2018 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 24-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Çынсем пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе ĕçлесе çитĕнÿсем тума пултарччăр тесе пĕрлехи мероприятисене хутшăнма майсем туса паратпăр. Эрнере икĕ хутчен волейболла вылятпăр, «Импульс» спорт комплексĕнче шыва кĕретпĕр. Нарăс уйăхĕнче Фирс Григорьева асăнса ишевçĕсен ăмăртăвне ирттертĕмĕр. Эпир те пĕр команда пулса хутшăнтăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.