Трактор рулĕ умне те хăех ларать

«Эпĕ çынсем «ĕç йывăр» тенине ăнланмастăп: 40 килограмлă михĕ йывăр пулать, 50 килограмли тата йывăртарах. Пирĕншĕн «каялла» текен сăмах пачах пулмалла мар, 180 градус çаврăнмалла та каллех малалла каймалла. Эпĕ ĕçе савăнса килетĕп, мĕн палăртни пурнăçлансан тата тăрăшарах ĕçлес килет», — тет Канаш районĕнчи «Сормовский» хуçалăх ертÿçи Владислав Степанов.

Пĕр шухăшлă пулнăран

Йывăрлăхсенчен хăраманран тата ĕçлеме юратнăран ĕнтĕ Владислав Вячеславовича 2004 çулта панкрута тухма патне çитнĕ хуçалăха ертсе пыма шаннă. Тахçан «Сормовский» хăмла туса илекен миллионер совхоз пулнă. Самана таппин улшăнăвĕсене вăл та чăтайман, арканма тытăннă. Канаш районĕнчи Улаксар ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Степанов малтан Шупашкарти заводра слесарьте ĕçленĕ. Пулас мăшăрĕ ăна яла таврăнма сĕннĕ те — арçын килĕшнĕ. 1990 çулта пĕрлешнĕ вĕсем. Владислав Вячеславович строительство техникумĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă, Улаксарти кирпĕч цехĕнче мастерта ĕçленĕ. Каярахпа çав цех совхоз харпăрлăхне куçнă, Степанова цех пуçлăхне çирĕплетнĕ. Шел, совхоз асăннă цеха тытса тăрайман, унăн пуçлăхне «Сормовский» ЯХПКн /вăл Шуркассинче вырнаçнă/ председателĕн строительство енĕпе ĕçлекен заместительне куçарнă.
«Хуçалăх ертÿçи çине-çинех улшăнчĕ. Юлашкинчен килни паян-ыран çураки пуçламалла чухне тухса кайрĕ. Пирĕн топливо та çук. Трактористсемпе пухăнса калаçрăмăр та — акана тухасах терĕмĕр. Юрать, пире Канаш районĕн ун чухнехи пуçлăхĕ 1 бензовоз топливо пачĕ. Кĕркунне çитсен: «Хăвах акрăн — халĕ хăвах пуçтарса кĕрт», — терĕç мана трактористсем. Çапла пурте пĕрле пĕр шухăшлă пулса вырма ирттертĕмĕр; хуçалăхăн пулнă техникăна, фермăсене, выльăхсене сутăн илтĕмĕр те «Сормовский» тулли мар яваплă общество туса хутăмăр. Коллектив пысăках мар пирĕн, 12 çын çеç, çапах эпир паянхи кун та пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса ĕçлетпĕр», — лару- тăрупа паллаштарчĕ Владислав Степанов.
Общество хальхи вăхăтра 300 гектар çĕрпе усă курать, çав шутран ытларахăшĕ — çынсенчен тара илнĕ лаптăксем. Унта 50 гектар кĕрхи /тулăпа ыраш/ тата 100 гектар çурхи /тулăпа урпа/ культурăсем, 25 гектар нумай çул ÿсекен курăк акса çитĕнтерет. Хуçалăхăн 4 трактор, унпа ĕçлемелли агрегатсене пĕчĕккĕн туянса пыраççĕ. Вырма вăхăтĕнче кирлĕ техникăна тара тытаççĕ, урăх çĕртен килнĕ ĕçченсене тÿрех тÿлеççĕ. «Кăçал хамăр патра ĕçлекен 3 хĕрарăмах ака ирттерчĕ теме пулать: вăрлăха хăйсемех им-çамларĕç, михĕсене тултарса трактор çине тиерĕç, сеялка çинче ларса çÿрерĕç. Ытти чухне ку ĕçе 7-8-ăн пурнăçланă. Акара шалу лайăх тухнăран кăçал виççĕнех ĕçлеме йышăнчĕç. Маттур çав хĕрарăмсене ятранах асăнса хăварас килет: Альбина Федорова, Людмила Захарова, Галина Васильева», — калаçăва тăсрĕ хуçалăх ертÿçи.
Вăл хăй те ĕçлеме ÿркенмест, ку енĕпе пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Сварщик, слесарь, платник ĕçĕсене хăех пурнăçлать. Кирлĕ пулсан трактор рулĕ умне те ларать. «Пирĕн пуçлăх ĕне çеç сумасть, ытти ĕçе те тума пултарать. Владислав Вячеславович питĕ лайăх ертÿçĕ», — пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ, зоотехник Надежда Андреева.

Чи пахи — коллектив лайăххи

Владислав Степанов пирĕнпе калаçнă хушăра хăйсен коллективĕ лайăххине темиçе хутчен те палăртрĕ. Пысăк пĕтĕм ĕçе хăйсен вăйĕпех тума тăрăшнине пытармарĕ. Кредит илмеççĕ вĕсем. Акă нумаях пулмасть хуçалăхри трактористсем йĕтем, утă хумалли вырăн тунă. Паллах, стройка ĕçĕсене Владислав Вячеславович хăй ертсе пынă: вăл строитель-çке. «Меллĕ самантпа усă курса хамăрăн трактористсен ят-хушаматне каласах килет: Николай Михайлов, Юрий Игнатьев, Николай Иванов, Иван Никифоров. Пурте маттур специалистсем, тăрăшса ĕçлеççĕ. «Айтăр, çавна тăватпăр, айтăр, çав ĕçе пурнăçлатпăр», — тесе çеç тăраççĕ», — савăнăçне пытармарĕ ертÿçĕ. Малалла вулас...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.