Комментари хушас

15 Нарăс, 2019

Тăван тăрăхран хакли çук

Канаш районĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакан Григорьевсен çемйинче ĕçе пĕр-пĕрин хушшинче пайласси çук. «Эпĕ хресчен-фермер хуçалăхне хама шанса йĕркеленĕ, — терĕ Алексей Юрьевич. — Çавăнпа фермăри пĕр ĕçе те тиркеместĕп. Ялта çитĕннĕрен ĕне сума та, тислĕк тасатма та пĕчĕкрен хăнăхрăм. Мăшăрăн хăйĕн ĕçĕ, Канашрах кун каçать. Пушă вăхăтра мана хаваспах пулăшать».

Алексей Григорьев çакăншăн чи малтан аслашшĕпе асламăшне Василий Григорьевичпа Галина Филипповнăна тав тăвать. Ĕмĕрне тăван хуçалăхра выльăх пăхса ирттернĕ. Мăнукĕ вĕсене пулăшма уроксем хыççăн час-часах пырса çÿренĕ. 80 çултан иртнĕскерсем халĕ те кун çутипе йăпанма майне тупаççĕ, кил- тĕрĕшре кăштăртатаççĕ.
ХФХ пуçлăхĕ тĕп килтен уйрăлса тухса хăй кил-çурт çавăрнă. Çемьере 2 ача çитĕнет, пĕчĕкскерсем садике çÿреççĕ. Кану кунĕсенче аслашшĕпе тата асламăшĕпе ачашланма юратаççĕ. Юрий Василье-вичпа Светлана Вениаминовна 5 теçетке çул урлă кăна каçнă-ха. Выльăх йышлă та, хĕлĕн кĕске кунĕсене вĕсене пăхсах ирттереççĕ. «Аттен тепĕр иленÿ пур, — пĕлтерчĕ Алексей Юрьевич. — Хурт-хăмăр пăхма юратать. Çавăнпа тăван-хурăнташ нихăçан та пылсăр пурăнмасть. Пурнăçа йÿнеçтерме ăна сутлăх та туса илет вăл». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.