Самана таппи

22 Утă, 2016

Шупашкарпа Аньхой çывăхланаççĕ

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ.

31 Çу, 2016

Производство ÿсĕмĕ, ППЭ тата «пуçтах ывăл» çинчен

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче республикăра промышленноç производствин индексĕ 114% танлашнă. «Ку — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем йĕркеллĕ ĕçлейменнине пăхмасăр. Пурпĕр промышленноç ĕçĕ ÿсĕмлĕ», — кăмăллăн палăртрĕ ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва уçнă май.

Икĕ утăм малалла, пĕрре — каялла

27 Çу, 2016

Ĕçтешлĕх çĕнĕ шая çĕкленет

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей чукун çулĕсем" АУО президенчĕпе Олег Белозеровпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Чăваш Енри предприятисем РЖД валли туса кăларакан продукци номенклатурине анлăлатассине, çавăн пекех пирĕн предприятисемпе организацисем пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан магистраль строительствин инвестици проектне хутшăнассипе çыхăннă майсене сÿтсе явнă.

17 Çу, 2016

Тĕп ыйту - ачасен çуллахи канăвĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тата хула округĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен хăшпĕр ертÿçипе ĕнер ирттернĕ канашлу çулла ачасен канăвне йĕркелемелли тата вĕсене сыватмалли кăçалхи тапхăра ача-пăчапа шкул лагерĕсенче еплерех хатĕрленнине тишкернинчен пуçланчĕ.

17 Çу, 2016

Пирĕн республика. Тĕп тема

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

«Тĕп темăна» хатĕрленĕ май ку хутĕнче чăннипех нумай ĕçлеме тиврĕ. Ака уйăхĕн варринчен тытăнса журналистсен бригади нумай хуçалăхра пулчĕ. Тавралăх куç умĕнчех улшăнса пынине, уйсем ешернине хамăр куçпа сăнарăмăр.

Pages