Архив - 18 Мая, 2016 - Хыпар
КĂМĂЛ ТĂТĂШ ЯПĂХ ЧУХНЕ
- Депресси аптратсах çитерсен 1 литр шурă эрехе 10 грамм типĕ мелисса çулçи, 1 грамм вĕтетнĕ упа кĕпçи /дягиль лекарственный/ тымарĕ, 1 лимон хуппи, 1-2 техĕмлĕх гвоздика, 1-ер чĕптĕм тÿнĕ мускат мăйăрĕпе кориандр вăрри ямалла. Лайăх пăтратмалла. 2 эрне лартмалла та хулăн пусма витĕр сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕчĕк сыпкăмсемпе чейпе пĕрле ĕçмелле.
ÇĂМАРТА ШУРРИНЧЕН — ПАХА МАÇ
- Ÿте пĕçертсе ярсан чĕрĕ çăмарта шуррине теркăланă хăмăр хуçалăх супăнĕпе çурмалла хутăштармалла, питĕ лайăх пăтратмалла. Хатĕр маçа йĕтĕн пусма татăкне сĕрмелле, ыратакан тĕле хумалла, çыхăпа çирĕплетмелле. Компреса кунне иккĕ çĕннипе улăштармалла, пĕр талăк та тытма юрать. Маçа холодильникре икĕ талăкран ытла упрамалла мар.
- Рожа аптратсан шыçнă ÿте кăпăшлантарнă çăмарта шурри сĕрмелле. Çиелтен таса пусмапа витмелле, çыхăпа çирĕплетмелле. Компреспах çывăрмалла.
ПӲРЕНЕ ТАСАТМА
Япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан пӳресенче чулсем, хăйăр, лăймака пухăнаççĕ. Çак “пылчăкран” тасалмалли меслет чылай, анчах ку ĕçе тытăниччен пӳресене ультрасасăпа тĕрĕслеттермелле, тухтăрпа канашламалла.
Пӳрере чулсем пулсан ăна тасатма юрамасть, мĕншĕн тесен тухнă чухне чул шăк çулне хупласа хума пултарать. Çавăн пекех асăннă процедурăна пиелонефрит, гломерулонефрит вĕрĕлсен, пӳре çитменлĕхĕ /острая почечная недостаточность/, гипертони, чĕрен çивĕч чирĕсем аптратсан ирттермелле мар.
ВĂРМАН ЛАНТĂШĔ СИПЛЕТ
- Лантăш настойкипе шăк-арлăх çулĕсен чирĕсем, тĕрлĕ сăлтава пула ÿт тăртанни аптратсан шăк хăвалама, хырăмлăх чирĕсенчен, пыршăлăх чикенĕнчен сипленме усă кураççĕ. 100 грамм типĕтнĕ лантăш чечекне 1 литр шурă эрехе ярса лайăх пăкăланакан кĕленчепе тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла. 1 пай настойкăна 10 пай шыва ярса ĕçмелле. Кашни çыннăн — хăйĕн виçи, çавăнпа ĕçме пуçличчен тухтăрпа канашламалла. Сиплев курсĕ — 28 кун. 7 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплеве тытăнма юрать. Сывлăх мĕнлине кура темиçе курс ирттереççĕ.
ТУРПАЛЛИ ÇИНЧЕН МĔН ПĔЛМЕЛЛЕ?
Çĕр çинче кашни çыннăнах мĕнле те пулин турпалли /родинка, родимое пятно е невус/ пур. Вĕсем тĕрлĕрен: пĕр-пĕринчен виçипе, тĕсĕпе, формипе уйрăлса тăраççĕ. Тĕпрен илсен, нимĕнпе те канăçсăрлантармаççĕ, анчах хăш чухне улшăнса сывлăха пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Çак улшăнăва вăхăтра мĕнле асăрхамалла-ха? Хÿтлĕх мелĕсем пирки тĕплĕнрех калаçăпăр.
ТЕХĔМЛĔХ ХУШСА ĔÇЕÇÇĔ
Инди медицининче ĕне сĕтне пысăка хурса хаклаççĕ, вăл этем организмне сиплĕ витĕм кÿрет тесе шухăшлаççĕ. Сывлăхшăн усăллă хăватне вăйлатма унта техĕмлĕхсем хушаççĕ. Ăна талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче — хĕвел ансан тата хĕвел тухиччен — ĕçсен кăна организм уйрăмах лайăх йышăнать иккен.
ЛĔКĔРЕН ХĂТĂЛМА ПУЛАТЬ
Пуç лĕкĕленнин сăлтавĕ чылай. Тен, уçă сывлăшра сахал пулатăр е çÿçе япăх пăхатăр, ытлашши ывăнатăр, тĕрĕс мар апатланатăр... Вăхăтра сипленме пуçласан лару-тăрăва килти мелсемпех лайăхлатма май пур.