ВĂРМАН ЛАНТĂШĔ СИПЛЕТ
18 Çу, 2016
- Лантăш настойкипе шăк-арлăх çулĕсен чирĕсем, тĕрлĕ сăлтава пула ÿт тăртанни аптратсан шăк хăвалама, хырăмлăх чирĕсенчен, пыршăлăх чикенĕнчен сипленме усă кураççĕ. 100 грамм типĕтнĕ лантăш чечекне 1 литр шурă эрехе ярса лайăх пăкăланакан кĕленчепе тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла. 1 пай настойкăна 10 пай шыва ярса ĕçмелле. Кашни çыннăн — хăйĕн виçи, çавăнпа ĕçме пуçличчен тухтăрпа канашламалла. Сиплев курсĕ — 28 кун. 7 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплеве тытăнма юрать. Сывлăх мĕнлине кура темиçе курс ирттереççĕ.
- Лантăш чечекĕн шĕвекĕпе пÿрлĕ конћюнктивит, инфекциллĕ фолликулит чухне куçа çăваççĕ. 10 грамм чĕрĕ е типĕ чечеке тин вĕренĕ 100 миллилитр шыва ямалла, 45 минутран сăрăхтармалла. Хушма çак меслетпе тухтăр çырса панă эмелсемпе сипленнĕ вăхăтра усă курмалла.
- Ăс-тăн çивĕчлĕхĕ чакма пуçланине сиссен, гипертонипе чирлесен курăксен хутăшĕ усăллă. 1-ер апат кашăкĕ лантăш чечекне, мелисса çулçине, 2-шер апат кашăкĕ хур урине /лапчатка гусиная/, рутăна çăнăх пуличчен вĕтетмелле, пĕрле лайăх хутăштармалла. Кĕленче савăта е хут хутаçа тултармалла. 1 стакан сивĕ шыва 10 грамм порошок ямалла, 3 сехет лартмалла. Унтан 3 минут вĕретмелле те сивĕнсен сăрăхтармалла. Сыпкăмсемпе кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.
- Эпилепсирен, ыйхă вĕçнинчен, щит евĕрлĕ пар чирĕнчен, истерирен, депрессирен, стенокарди приступĕнчен çак шĕвек пулăшать. 1 апат кашăкĕ хура армути /чернобыльник/ тымарне, 2 апат кашăкĕ лантăш чечекне, 2 апат кашăкĕ чĕре курăкне /пустырник/, 2 апат кашăкĕ фенхель вăррине, 3 апат кашăкĕ пĕтнĕке /мята перечная/, 3 апат кашăкĕ кушак курăкĕн /валерииана лекарственная/ тымарне çăнăх пуличчен вĕтетсе хутăштармалла. Кĕленче савăта е хут хутаçа тултармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 5 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле.
- Щит евĕрлĕ пар ытла хастар ĕçлесен /гипертиреоз/ мăй çине лантăш çулçисемпе компресс хураççĕ.
- Ура хытă тарласан пушмак ăшне лантăшăн çу уйăхĕнчи чĕрĕ çулçисене хурса çÿрени пулăшать.
Асăрханăр! Чĕрĕ е типĕ лантăшран хатĕрленĕ шĕвексем наркăмăшлă, çавăнпа виçене çирĕп пăхăнмалла, тухтăрпа канашласа ĕçмелле. Аллерги реакцийĕн малтанхи паллисене асăрхасанах сиплеве чарса лартмалла.
Комментари хушас