Авалхи рецептсем

18 Çу, 2016

ВĂРМАН ЛАНТĂШĔ СИПЛЕТ

  • Лантăш настойкипе шăк-арлăх çулĕсен чирĕсем, тĕрлĕ сăлтава пула ÿт тăртанни аптратсан шăк хăвалама, хырăмлăх чирĕсенчен, пыршăлăх чикенĕнчен сипленме усă кураççĕ. 100 грамм типĕтнĕ лантăш чечекне 1 литр шурă эрехе ярса лайăх пăкăланакан кĕленчепе тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла. 1 пай настойкăна 10 пай шыва ярса ĕçмелле. Кашни çыннăн — хăйĕн виçи, çавăнпа ĕçме пуçличчен тухтăрпа канашламалла. Сиплев курсĕ — 28 кун. 7 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплеве тытăнма юрать. Сывлăх мĕнлине кура темиçе курс ирттереççĕ.