Архив - 19 Мая, 2016 - Хыпар

19 Мая, 2016

"Хресчен сасси" 19 /2606/ №. 19.05.2016

19 Мая, 2016

Выртан чул айĕнче шыв юхмасть

- Пирĕн тăрăхри çĕрсем кая юлса типнипе ака-сухана та ыттисенчен юларах тухатпăр, - терĕ Хĕрлĕ Чутай районăн тĕп агрономĕ Владимир Храмов. - Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 76,1 процент акнă. «Нива» хуçалăх вара акса пĕтернĕ.

19 Мая, 2016

Çурт лартма, дача тума...

Раççей Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртсе республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси малалла пырать. Нумай пулмасть çивĕч ыйтупа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков ертсе пынипе «çавра сĕтел» иртнĕ. Ларăва Социаллă политика, наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, ача прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов тата ыттисем хутшăннă.

19 Мая, 2016

Мускав парни - çăмăл машина

Аслă Елчĕк ялĕнче тирпейсĕр кил-çурт кураймастăн, пĕри тепринчен илемлĕрех. Чылайăшĕнче хăтлăх хулари пекех, сивĕ, вĕри шыв кранран юхать, çăвăнмалли пÿлĕмпе туалет та çурт ăш-чиккинчех. Ватăсем те çамрăксенчен юлмаççĕ. Авă, Валентина Ивановнăпа Владимир Емельянович Мешковсем 76 çултан иртнĕ, анчах кил-çуртне çĕнетсех тăраççĕ, хуралтисем те çирĕп.

19 Мая, 2016

Тунсăха ĕçре сиретĕп

- Гаражра е уй-хирте кăна ăна тĕл пулатăр, - асăрхаттарчĕç мана Етĕрне районĕнчи «Выльский» хуçалăхра. Чăн та, техника паркĕнче иккен. Механизатор-семпе пĕрле уй-хир бригадин бригадирĕ те тăрăшать.

19 Мая, 2016

Ытлашши ĕçтермесен усăллă

Качака путеккисене тăпăрчă шывĕ ?сыр хатĕрленĕ хыççăн юлаканскерне% ĕçтерме е унпа апат пĕçерсе пама юрать-ши? Сĕте перекетлес килет.

Вера Клементьева. Элĕк районĕ.

Тăпăрчă шывĕ белокпа пуян, вăл организмшăн усăллă. Унсăр пуçне кальципе витамин та чылай. Анчах шĕвеке ытла нумай ĕçтермелле мар, унсăрăн çамрăк выльăх варвиттипе аптăрама пултарать.

19 Мая, 2016

Лавр çулçи

Вăл организмра пухăннă тăвара ирĕлтерсе кăларма пултарать.

Лавр шĕвекĕ хатĕрлеме 5-6 грамм типĕтнĕ çулçă кирлĕ. Ăна малтан тин вĕретнĕ шыва яраççĕ. Çакна термосра тусан аван, ытларах усă парĕ. 8-12 сехет тытаççĕ, ун хыççăн сăрăхтараççĕ, кунне пĕчĕк сыпкăмпа ĕçеççĕ.

Виçĕ кун сипленеççĕ. Пĕр эрне иртсен сиплев курсне тăсаççĕ. Ун хыççăн 6-8 уйăхран çĕнĕрен пуçлаççĕ. Сипленнĕ чухне çыннăн ÿсен-тăран апачĕ çине куçмалла, пирус туртма, эрех-сăра ĕçме юрамасть.

19 Мая, 2016

Çанталăк ăшăтнăран тухăç чакать

Климат улшăнни Африкăра ÿстерекен тĕп ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне самай витĕм кÿрет. Ăсчахсен юлашки тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх - çанталăк палăрмаллах ăшăтса пынăран Африка фермерĕсене витĕмлĕ пулăшу кирлĕ пулать.

Çак çĕршывсен фермерсене çĕнĕ климат условийĕсене хăнăхтармашкăн пĕр тăхтаса тăмасăр мерăсем йышăнмалла. Ял хуçалăхне вырăнти тата патшалăх органĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пуласса та асăрхаттараççĕ экспертсем. Унсăрăн халăх валли апат-çимĕç çитменни ырри патне илсе çитермĕ.

19 Мая, 2016

Йышпа пĕрле тасатсан варалама хăяймăн

"Канаш районĕнчи Кармамире пурăнакансем - тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем", - тет Юрий Афанасьевич Егоров. Хăйĕн ял халăхĕпе мухтанать вăл. Ырлама сăлтавĕ те пур. Йышпа ĕç тăвас тесен нумайăшĕ айккинче юлмасть, хаваспах хутшăнать.

19 Мая, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 19 /868/ №, 19.05.2016

Страницы