Çанталăк ăшăтнăран тухăç чакать

19 Çу, 2016

Климат улшăнни Африкăра ÿстерекен тĕп ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне самай витĕм кÿрет. Ăсчахсен юлашки тĕпчевĕ кăтартнă тăрăх - çанталăк палăрмаллах ăшăтса пынăран Африка фермерĕсене витĕмлĕ пулăшу кирлĕ пулать.

Çак çĕршывсен фермерсене çĕнĕ климат условийĕсене хăнăхтармашкăн пĕр тăхтаса тăмасăр мерăсем йышăнмалла. Ял хуçалăхне вырăнти тата патшалăх органĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пуласса та асăрхаттараççĕ экспертсем. Унсăрăн халăх валли апат-çимĕç çитменни ырри патне илсе çитермĕ.

Ыйтăва паян татса памасан çывăх вăхăтра ял хуçалăх культурисем ÿстерме ?уйрăмах Сахарăран кăнтăралла% питĕ йывăр пулĕ. 9 йышши ÿсен-тăран тĕппипех пĕтме пултарать. Ку шутра - банан, куккурус, пăрçа йышшисем тата ытти те. Вĕсем Африкăра пурăнакансемшĕн тĕп çимĕç шутланаççĕ. Экспертсем тĕпчесе палăртнă тăрăх - бананпа куккурус çитĕнтерекен регионсен пĕрре виççĕмĕш тата пăрçа йышши культура ÿстерекенсен çур пайĕ çанталăка пула тухăç илеймест.

Специалистсен шухăшĕпе XXI ĕмĕр вĕçне тăхăр тĕрлĕ культурăран виççĕшĕ хăрушлăха лекет. Ыттисем сахалрах шар кураççĕ, анчах малашне вĕсем пысăк тухăç парасса кĕтме май пулмĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.