Инь тата Ян - мăн асатте-асанне пĕлĕвĕ?

Япони халăхĕн паллă ученăйĕ, паллă сиплевçи Кацудзо Ниши палăртнă тăрăх, пирĕн Çĕр-планета тата пирĕн Тĕнче Инь — энергипе тата Ян — энергипе тачă çыхăнура. Ун шухăшĕпе, Тĕнче çав икĕ вăйлă энерги хушшинчи гармоние кура — илемлĕ шайлашулăхра, çирĕп тĕрекре. Хĕлле шартлама сивĕ питрен вĕтĕлени — Инь энерги хăвачĕ пулас /хĕлле Инь вăйлă тесе палăртать К.Ниши/. Çулла, июльте, çанталăк тĕлĕнмелле шăрăх тăни — Ян энерги хăвачĕ /çулла Ян вăйлă тесе палăртать çав ученăй/.

Çав икĕ хăват çинчен самаях пĕлни çыншăн аван иккен, мĕншĕн тесен вĕсен витĕмĕ пысăк. Вĕсем Çĕр чăмăрне, çынсене, чĕрчунсемпе йывăç-курăка хăйнеевĕр витĕм кÿрсе тăраççĕ. Ян энерги вăйлă чухне К.Ниши активлă пулма сĕнет, Инь энерги вăйлă чухне канарах, лăпкăрах пурăнма сĕнет. Ку йĕркене пĕлни сывлăхшăн усăллă /ÿсен-тăран çав йĕркене туять, пăхăнать те/, пурнăçа шайлашулăх кĕртет. Анчах юлашки вăхăтра пирĕн еннелле Интернетпа карас çыхăнăвĕн вибрацийĕсем ытлашшипех килмеççĕ-ши? Вĕсем çут çанталăкри ырă тата сиплĕ, «искусствăлла мар» энергетикăна мĕнле витĕм кÿреççĕ-ши? Темшĕн хĕллесем юлашки вăхăтра ăшăрах пек. Чирлĕ çынсем, ачасем пайтах. Сăлтавĕ мĕнре?

Инь тата Ян çинчен мăн асаттесем пĕлÿ илсе килнĕ пулас Тухăçран. Инь вăл — хĕрарăмпа çыхăннă энергетика иккен. Чăвашсем «кин» /к-инь/, «инке» /инь-ке/, «кинеми» /к-инь-еми/, теççĕ. «Янкăр уяр» /ян-кăр/ тени Ян энергетикăллă çанталăк тенине пĕлтерет пулас. «Янкăс сасă» /ян-кăс/, «сас ян-ян каять» — кусем те çав пĕлĕвех пуль.

Л.АФАНАСЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.