Пĕлме интереслĕ

19 Çу, 2016

Инь тата Ян - мăн асатте-асанне пĕлĕвĕ?

Япони халăхĕн паллă ученăйĕ, паллă сиплевçи Кацудзо Ниши палăртнă тăрăх, пирĕн Çĕр-планета тата пирĕн Тĕнче Инь — энергипе тата Ян — энергипе тачă çыхăнура. Ун шухăшĕпе, Тĕнче çав икĕ вăйлă энерги хушшинчи гармоние кура — илемлĕ шайлашулăхра, çирĕп тĕрекре. Хĕлле шартлама сивĕ питрен вĕтĕлени — Инь энерги хăвачĕ пулас /хĕлле Инь вăйлă тесе палăртать К.Ниши/. Çулла, июльте, çанталăк тĕлĕнмелле шăрăх тăни — Ян энерги хăвачĕ /çулла Ян вăйлă тесе палăртать çав ученăй/.

17 Пуш, 2016

Ăнăçлă эксперимент

Кашни çын пуçне кофе ĕçессипе Швеци тĕнчере малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Халăх ăна килĕштерме пуçлани Швеци королĕпе III Густавпа çыхăннă.

Судпа айăпласа вĕлерме йышăннă йĕкĕрешсене — пиччĕшĕпе шăллĕне — король каçарнă, анчах та вĕсен умне çакнашкал услови лартнă: пĕрин — ĕмĕр тăршшĕпех ыттисенчен ытларах чей, теприн кофе ĕçмелле пулнă. Çапла майпа хăшĕ этем сывлăхне сиенлĕ витĕм ытларах кÿнине пĕлме тăрăшнă.

10 Пуш, 2016

Уйăх витĕмĕ

«Уйăха пăхса акатăн - икĕ хут ытларах тухăç пуçтарса илетĕн», - тенĕ халăхра. Пахчаçăсем Уйăх календарьне ĕлĕкренех пăхăнма тăрăшнă. Ÿсен-тăрана Зодиак паллисем кăна мар, уйăх тăхри те витĕм кÿрет.

Çĕр çинче çимĕç паракан ÿсен-тăрана ?хăяр, помидор, кавăн, ешĕл çимĕç...% уйăх тулса пынă вăхăтра, икĕ эрнере лартмалла. Тымар çимĕç вăрлăхне - уйăх тулнă тата катăлса пынă тапхăрта.

12 Чÿк, 2015

Хура кушак кунĕ

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Италире Хура кушак кунне палăртаççĕ. Ытти çĕршывсенче те ăна палăртни пур. Çак чĕрчунсене сăлтавсăрах тĕрлĕ тĕшмĕшлĕхпе çыхăнтарса сивленине, шар кăтартнине хирĕçлесе йĕркеленĕ ăна.

Хура кушака халăхра тĕрлĕ ăрăмлăхпа çыхăнтарнă. Вăл тухатмăшсемпе асамçăсен пулăшаканĕ имĕш. Аваллăхри пĕлÿсĕрлĕх хыçра пулин те тĕшмĕшĕ халĕ те сирĕлсе пĕтмен-ха. Италире Хура кушак кунĕнче 200 ытла информаци пункчĕ халăха кушаксем çинчен тĕплĕн ăнлантарса парассипе ĕçлет. Унтах кушаксене, çав шутра хурисене те çынсем килте усрама илме пултараççĕ.

Pages