Комментари хушас

12 Чÿк, 2015

Хура кушак кунĕ

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Италире Хура кушак кунне палăртаççĕ. Ытти çĕршывсенче те ăна палăртни пур. Çак чĕрчунсене сăлтавсăрах тĕрлĕ тĕшмĕшлĕхпе çыхăнтарса сивленине, шар кăтартнине хирĕçлесе йĕркеленĕ ăна.

Хура кушака халăхра тĕрлĕ ăрăмлăхпа çыхăнтарнă. Вăл тухатмăшсемпе асамçăсен пулăшаканĕ имĕш. Аваллăхри пĕлÿсĕрлĕх хыçра пулин те тĕшмĕшĕ халĕ те сирĕлсе пĕтмен-ха. Италире Хура кушак кунĕнче 200 ытла информаци пункчĕ халăха кушаксем çинчен тĕплĕн ăнлантарса парассипе ĕçлет. Унтах кушаксене, çав шутра хурисене те çынсем килте усрама илме пултараççĕ.

ХIХ ĕмĕрти Раççейри интереслĕ пулăмпа паллаштарăпăр. Ун чухне Китайпа суту-илÿ лайăх аталаннă пулнă. Чи сарăлнă таварсен шутне кушак тирĕ кĕнĕ, хир кушакки те, килти те. Уйрăмах хура тир хаклă шутланнă. Юрать-ха кушак тирĕ часах модăран тухнă, унсăрăн хура кушак Раççейре юлман та пулĕччĕ.

Хура кушака ырăпа палăртакан çĕршывсем те пур. ХIХ ĕмĕрте Америкăра хапха умне хура кушак пырсан ăна кĕртсе апатлантарас йăла пулнă. Кушак кăмăллă пулсан - ăнăçу кĕтет. Шотландире халĕ те «хура кушак алăк умĕнче - пÿртре татулăх» текен сăмах пур. Енчен те качча каякан хĕр çывăхĕнче хура кушак сунасласан мăшăр телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулĕ. Моряксен йăлипе те карап çинчи хура кушак çул ăнăçасса пĕлтерет.

Çак чĕрчун никама та сиенлеме, усал сунма пултараймасть. Вăл ахаль кушак çеç. Пачах хирĕçле: хура тĕслĕ кушаксем лăпкăрах тата хуçисемпе кăмăллăрах. Вĕсем питĕ сисĕмлĕ, хуçин кăмăлне лайăх туяççĕ, стресран хÿтĕлеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.