Уйăх витĕмĕ

10 Пуш, 2016

«Уйăха пăхса акатăн - икĕ хут ытларах тухăç пуçтарса илетĕн», - тенĕ халăхра. Пахчаçăсем Уйăх календарьне ĕлĕкренех пăхăнма тăрăшнă. Ÿсен-тăрана Зодиак паллисем кăна мар, уйăх тăхри те витĕм кÿрет.

Çĕр çинче çимĕç паракан ÿсен-тăрана ?хăяр, помидор, кавăн, ешĕл çимĕç...% уйăх тулса пынă вăхăтра, икĕ эрнере лартмалла. Тымар çимĕç вăрлăхне - уйăх тулнă тата катăлса пынă тапхăрта.

Çĕр çинчи çимĕçлĕ ÿсен-тăрана уйăх тулнă чухне, малтанхи 10 кунра лартмалла. Çĕнĕ уйăх хыççăн тÿрех лартсан тата лайăхрах. Çакна уйăх туличчен 2-3 кун маларах тусан аван. Уйăх çак вăхăтра чĕрĕ ÿсен-тăрана, шăтма пуçланă вăрлăха кăна витĕм кÿрет. Çĕнĕ уйăхчен темиçе кун маларах лартнă вăрлăх тулса пыракан уйăхра вăй илсе çитĕнме пуçлать.

Хĕвел çаврăнăшне çĕнĕ уйăх тухнă кун лартмаççĕ, вăрлăх шăтса тухмасан та пултарать. Нумай çул ÿсекен йывăç-тĕме, калчана ?вăрлăхпа мар% тулли уйăхра кăна лартмалла. Уйăх тулнă кун çакна тумаççĕ.

Тымар çимĕç вăрлăхне катăлакан уйăхра ?тулли уйăхран 10 кун шутласа% акмалла. Чи меллĕ вăхăт - тулли уйăх хыççăнах акни. Анчах уйăх тулнă кун тата çакăн умĕн темиçе кун маларах акма сĕнмеççĕ. Енчен вăрлăх пĕр кунра шăтса тухма ĕлкĕрсен аври вăйлă, çимĕçĕ вăтам пулĕ. Тулса пыракан уйăх вăхăтĕнче аксан ÿсен-тăран авăра каять, катăлнă чухне тымар çимĕç лайăх ÿсет.

Тулакан тата катăлакан уйăх шыв вăйĕнчи паллăсене - Рак, Скорпион, Пулă - куçсан ÿсен-тăрана шăварни уйрăмах усăллă, нÿрĕк лайăх сăрхăнать. Çĕр вăйĕнчи паллăсенче - Вăкăр, Хĕр, Ту качаки - шăварни те ÿсен-тăрана пулăшать. Анчах уйăх сывлăш вăйĕн паллисене - Йĕкĕреш, Тараса, Шыв тăкан - куçсан шăварнин усси сахал.

Уйăх тулнă вăхăтра ÿсен-тăрана минерал удобренийĕпе апатлантарма сĕнеççĕ. Катăлнă чухне органикăпа усă курсан аван.

Уйăх туличчен виçĕ кун маларах тата тулнă хыççăн виçĕ кунран йăрана çумкурăкран тасатмалла, кăпкалатмалла, калчана сайралатмалла. Тулли, çĕнĕ уйăх вăхăтĕнче ÿсен-тăран уйрăмах сисĕмлĕ, хăвăрт аманать.

Тулакан уйăх вăхăтĕнче ÿсен-тăранăн çÿлти пайĕ, катăлнă чухне тымарĕ сисĕмлĕ. Çавăнпа аманасран калчана уйăх тулнă вăхăтра куçарса лартмалла. Уйăх Хĕр, Вăкăр, Ту качаки паллăсенче пулнă вăхăтра куçарсан тымар лайăх аталанĕ.

Тулакан уйăх Пулă, Ту качаки паллисенче хунавăн тымарĕ хăвăрт çирĕпленет. Йывăçа тулакан уйăх Скорпион, Пулă, Хĕр, Вăкăр, Ту качаки паллисенче чухне сыпмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.