Выртан чул айĕнче шыв юхмасть
- Пирĕн тăрăхри çĕрсем кая юлса типнипе ака-сухана та ыттисенчен юларах тухатпăр, - терĕ Хĕрлĕ Чутай районăн тĕп агрономĕ Владимир Храмов. - Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 76,1 процент акнă. «Нива» хуçалăх вара акса пĕтернĕ. «Коминтерн», «Свобода», «Победа», «Аккозинское» хуçалăхсемпе Николай Лисаев фермер аван ĕçлесе пыраççĕ.
Çĕр çинче кам ĕçлĕ?
Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкировпа тĕп агроном ир-ирех ĕç çыннисем патĕнче, Николай Лисаев фермер хуçалăхĕнче. «Çурхи культурăсене 500 гектара яхăн акрăмăр, - пĕлтерчĕ Николай Иванович. - Лаптăксем йĕперех-ха, типнĕ май куçса пыратпăр».
Районта пысăк фермер хуçалăхĕсенчен пĕри вăл. Усă куракан çĕрсем 1500 гектар. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 970 гектар йышăнаççĕ. Унччен çĕрулми те çитĕнтернĕ. «Кăçал лартмастăп, тăкаклă, хакĕ çук», - терĕ вăл.
Пĕчĕк хуçалăхăн та лавĕ йывăр-мĕн. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри систерсех тăрать.
- Малтан удобрени, ГСМ, гербицид туяннăшăн тата ыттишĕн патшалăх субсиди панă. Çулталăкра 1300 пин тенкĕ пулăшу илнĕ. Халĕ ячĕшĕн кăна тивет, - каласа парать фермер.
Ял хуçалăх продукцийĕ туса илнипе кăна аталанма йывăртарах. Пĕлтĕр тырă уй-хиртенех сутма тивнĕ - хуçалăхра ăна типĕтеймеççĕ. Нÿрĕскер йÿнĕрехпе каять. Тĕрĕссипе ăна валли оборудовани пур-ха, анчах вĕр çĕнĕскере ниепле те хута яраймаççĕ.
Кĕсье пушши ака-сухара та систернĕ. «Удобренисĕр çуракине тухрăмăр. Кайран гербицидпа пĕрле хывма пулĕ-ши?» - иккĕленет вăл.
Çапах уй-хирте ытларах çĕнĕ тракторсем ĕçлени тĕлĕнтерчĕ.
- Юрать, вĕсене маларах туянса ĕлкĕрнĕ. Тарăхса, ывăнса çитнĕ вăхăтра хуçалăха пăрахас килет. Техника пурри, çынсем ĕçлени тытса чарать. Пĕри те тепри тухса кайсан çĕр çинче кам ĕçлĕ?
Пĕчĕк хуçалăхра 12 çын вăй хурать. Ĕççире вĕсем валли Татьяна Лисаева тутлă апат пĕçерсе хатĕрлет.
- Районта йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан хуçалăхсем сахал. Юлашки вăхăтра фермерсем йышланчĕç-ха. Вĕсем вăй илсен лайăхчĕ, - терĕ ертÿçĕ.
- Эсир 3-4 çул каяллах çемье ферми тума палăртнăччĕ.
- Укçа çитменни ура хучĕ. Вăй илсе кайсан тен, туса та лартăп. Килти хуçалăхра 4 ĕнепе 6 пăру усратпăр, хальлĕхе ку çителĕклех.
Çиччĕ виç те...
Укçа çук тесе алă усса лармасть хастар çын. Йывăрлăхран тухма çул-йĕр шырать. Акă çĕрулми хранилищинчен чăх-чĕп усрамалли цех хута янă. Бройлер чĕпсене 20 кун çитĕнтернĕ, вакцина тунă хыççăн халăха сутаççĕ. Пушаннă цеха вара кăвакал чĕпписемпе тултараççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чăх-чĕп фабрики те вăл тăрăшнипе кăна тытăнса тăрать темелле. Темиçе çул каялла инвесторсем юхăннă предприятие илсе тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Газ, шыв пăрăхĕсем хунă, инкубатор, пусмалли цехсем тума пуçланă.
- Вĕсем 3 пин гектар сухаласа акса хăварчĕç. Тыррине те çапса илчĕç. Çынсене шалу вăхăтра, лайăх тÿленĕ. Анчах тем сăлтавпа кĕçех ĕç чарăнса ларчĕ. Фабрика хупăнни районшăн та пысăк инкек, - каласа парать пĕрле çула тухнă район ертÿçи Александр Башкиров. - Ун хыççăн вĕçĕм алăран алла куçать. Шел, пĕри те ăна хута ярассишĕн тăрăшни сисĕнмест. Николай Лисаев пăхса тăнипе кăна çурт-йĕр, территори арканмасть.
Николай Иванович вунă çула яхăн кунта директор ĕçне пурнăçласа пырать. Хуçасем алăри перчетке пек улшăнса тăнине пăхмасăр вăй çитнĕ таран цехсене ĕçлеттерме тăрăшать, пушă лартмасть. Халĕ 40 пин ытла чăх чĕппи усраççĕ.
Çăмартисене Чулхула тăрăхĕнчен туянса вырăнти инкубаторта пустарса кăларнă. «Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Çĕмĕрле районĕсенче пурăнакансем чăх чĕппи туянма кунта килеççĕ, - терĕ Александр Башкиров. - Фабрикăна туллин ĕçлеттерсе яма çирĕп хуçа тупăнĕ-ши хăçан та пулин?»
- Ют куçран пăхиччен мĕншĕн район ăна хăй çине илмест?
- Çĕнĕ хуçасем 5 млн тенкĕ ыйтаççĕ. Районшăн йывăр çĕклем. Туянсан та ĕçлеттерсе яраймасан укçа хывни сая кайĕ.
Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ. Пĕр енчен пуçлăха ăнланмалла. Çапах аграри районне пĕртен пĕр чăх-чĕп фабрикине упраса хăварайманни те чыс тумĕ. Ку тăрăхра пысăк фабрика-завод тек çук темелле. Ăна çĕклеме, туллин ĕçлеттерсе яма фермерăн вăй çитмĕ. Выртан чул айĕнче шыв та юхмĕ.
Лариса Никитина.
Комментари хушас