Архив - 13 Мая, 2016 - Хыпар
СУЯ БОКСЕР
Çурхи кăмăл. Весеннее настроение
«Тетте» журналăн кăçалхи 5-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
"Тетте" журналăн 4-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ
«Хыпар» 72-73 (26982-26983) №№. 13.05.2016
Бизнеспа влаç — куçа-куçăн
Кун йĕркинче каллех - пĕчĕк шалу
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларăвĕн кун йĕркинче икĕ теçетке ытла ыйту пулчĕ. Нумайăшĕ пирки ытла пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн — Правительствăн унчченхи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскерсем. Тĕп ыйтусен шутĕнче вара Информполитика министерствин пĕлтĕрхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.
Халăх итлевĕ иртрĕ
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин бюджетне 2015 çулта пурнăçланин çулталăк отчечĕ тăрăх халăх итлевĕ иртрĕ, унта депутатсемпе пĕрлех ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, право йĕркине сыхлакан тата суд, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Тĕрĕслев-шут палатин, Общество палатин членĕсем, профсоюз тата общество организацийĕсен хастарĕсем, журналистсем, студентсем хутшăнчĕç.