«Капкăн» журналăн кăçалхи 5-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
"Кăçал эпĕ ак çакăн пек çарăк çитĕнтересшĕн-ха!" ÿкерчĕк хуплашкана илем кÿрет. Иккĕмĕш страницăра - капкăнçă курни-илтнинчен.
Аçтахар Плотниковăн "Ĕне вити мыскари" фельетонĕ, "Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç" рубрикăра вырăн тупнăскер, ют пурлăха сăтăр тăвакансене аванах питлет.
"Пултаракансемпе култаракансем" рубрика хăни - журналăн хастар авторĕ В. Смелов.
"Кулăш, пулăш!", "Шăпăрлансем-шăхличсем", "Ăсти епле, ĕçĕ çапла" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.
Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.
Комментировать