Ташăра тупнă телей

Чăваш АССР, РСФСР, СССР халăх артистки, Ленин комсомолĕн преми лауреачĕ, пирĕн ентеш Надежда Павлова балерина çинчен илтмен çын республикăра çуках ĕнтĕ.

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Надя Павловăн шăпи питĕ хăйнеевĕрлĕ. Кĕске вăхăтрах теприсем вун-вун çул ăнтăлакан тĕллевсем патне çитме пултарнă. 17 çулта вăл — тĕлĕнмелле ташăçă. Ăнăçу ун енче пулни-ши ку е хăйне шеллемесĕр ĕçленин кăтартăвĕ-и? Иккĕшĕ те пулĕ тата Турă панă пултарулăха пĕлсе аталантарни. Унăн вĕрентекенĕсем çапла шухăшлаççĕ.

1972 çулхи ака уйăхĕнче Мускаври П.Чайковский ячĕллĕ концерт залĕн сцени çинче иртнĕ балет артисчĕсен Пĕтĕм Союзри конкурсĕнче 16-ри пике пĕрремĕш премие тивĕçнĕ. Тепĕр çултан балет артисчĕсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче çĕнтернĕ. Искусствăри паллă ĕçченсемшĕн çакă чăннипех тĕлĕнтермĕш шутланнă. Ентешĕмĕршĕн çул уçăлнă: вăл Пысăк театр труппин йышĕнче Америкăра гастрольте пулнă. Нью-Йорк, Вашингтон, Чикаго, Филадельфи пирĕн Надьăна алă çупнă. Хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш пысăк гастрольтен таврăнсан вăл Пермьри хореографи училищинче малалла вĕреннĕ. Алла диплом илсен Пермь оперăпа балет театрĕн труппипе Австрие, Югославие, Италие çитсе килнĕ. Ун хыççăн — Пысăк театр. Ун сцени çинче вун-вун, çĕр-çĕр балерина ĕмĕтленекен партисене ташланă: Джульетта /«Ромео и Джульетта»/, Аврора /«Спящая красавица»/, Жизель /«Жизель»/, Эола /«Икар»/, Фригия /«Спартак»/, ыттисем. Шăпах çирĕм çул тухнă вăл çак чаплă театрăн сцени çине. Балет карьерине вĕçленĕ хыççăн педагог-репетиторта ĕçленĕ, 1992-1994 çулсенче Надежда Павловăн балет театрĕн пултарулăх ертÿçи пулнă, 1995 çулта — Ренессанс-балетăн. Ăна балет артисчĕсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕсен жюри членне суйланă, хальхи вăхăтра вăл Раççей театр искусствин академийĕнче вĕрентет.

Надежда Павлова тăван республикăпа çыхăнăва татман. Ячĕ «çеçке çурса сарăлнă» вăхăтра — 1976 çулхи кăрлачра — Шупашкарта Чăваш патшалăх музыка театрĕн балет труппипе «Жизель» балетра тĕп партие ташланă. 1998 çулта Мускавра Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май ирттернĕ Чăваш культура кунĕсене хутшăнчĕ.

2001 çулта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пиллĕкмĕш хут иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн президенчĕ пулчĕ, хăй те сцена çине тухса куракана савăнтарчĕ.

Чăваш Ен мухтавĕн, унăн нихă­çан сÿнми çăлтăрĕн çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче — юбилей. Пĕтĕм чăваш халăхĕн ячĕпе ăна çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Çуралнă кĕтесĕнче ăна курма яланах хавассине пĕлтеретпĕр.

Надежда СМИРНОВА

 

Надежда СМИРНОВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.