Суйлав умĕнхи сасăлав
Кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕ РФ Патшалăх Думин тата регионсен парламенчĕсен депутачĕсене суйланакан кандидатсен сасăлавне ирттерет. Чылайăшĕ ăна кĕскен «праймериз» тесе палăртать.
Мĕн-ха вăл праймериз? Çак сăмаха Америкăри политика лексиконĕнчен илнĕ. Вăл «партин малтанхи, суйлав умĕнхи сасăлавĕ» тенине пĕлтерет. Асăннă сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суйлава хутшăнакан кандидатсене палăртаççĕ. Ку процедурăна пирĕн çĕршыври пĕр парти çеç — «Единая Россия» — ирттерет. Унăн тĕллевĕ пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин акă мĕн каланă: «Эпĕ шăпах çак система общество интересĕсемшĕн, çав шутрах çĕршывăн саккун кăларакан чи аслă органĕнче те, ĕçлес кăмăллă çынсене тупса палăртасса шанатăп».
«Парти уставĕнче çак процеса пĕр тĕллевпе — плансемпе программăсене малтанхи тапхăртах кашни территорире çынсемпе сÿтсе явас, унтан вара пулас кандидатсенчен чи лайăххисене сасăлав мелĕпе суйласа илес тесе — ирттермеллине палăртнă. Çапла майпа çынсем кандидатсемпе тата вĕсен программисемпе малтанах паллашаççĕ. Кандидатсемшĕн çакă — суйлав умĕнхи хăйнеевĕрлĕ тĕрĕслев. Малтанхи сасăлав йышлă претендентран ăсталăх шайĕ пысăккисене, вăл е ку йывăрлăха мĕнлерех татса парсан аванраххине пĕлекенсене — урăхла каласан чи лайăххисене — тупса палăртма пулăшĕ. Апла-тăк чăннипех те тивĕçлĕ çынсем çеç депутат пулайĕç. Малтанхи сасăлавра çĕнтернисен кандидатурине парти суйлава тăратĕ. Кăшт сахалрах балл пухнисем вара пирĕн кадрсен резервне пуянлатĕç; вĕсемпе, çĕнĕ идейăсемпе ăслă шухăшсем паракансемпе, эпир пĕр командăрах юласса, умри тĕллевсене пĕрле пурнăçа кĕртессе шанатпăр», — тенĕччĕ «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов малтанхи сасăлава йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене халалланă пресс-конференцисенчен пĕринче.
Малтанхи сасăлав процедури Шупашкарта пурăнакансемшĕн ют мар. Асăннă схемăпа пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн усă курнă. Ун чухне малтанхи сасăлава хулара пурăнакан 52 пин çын е суйлавçăсен 14% хутшăннă. «Кăтартусем япăх мар пулчĕç: çынсем хăйсен шухăшне палăртрĕç, партин регион уйрăмĕ хула Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕнче шăпах сасăлавçăсем суйланă кандидатсем çине пусăм турĕ», — тенĕччĕ Николай Малов пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчи суйлавра çав лидерсемех çĕнтернине палăртнă май.
Аса илтеретпĕр: кăçал пĕрлехи сасăлав кунĕ авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртĕ. РФ Патшалăх Думин суйлавĕ валли Чăваш Республикине пĕр мандатлă икĕ суйлав округĕ çине пайланă: Канаш /37-мĕш/ тата Шупашкар /38-мĕш/. Депутатсен пĕр пайне парти списокĕсем тăрăх суйлĕç. Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ малтанхи сасăлава икĕ округпа тата парти списокĕпе пĕтĕмпе 30 ытла çын хутшăнассине пĕлтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ пĕр мандатлă 22 округ тата çавăн пекех парти списокĕсем тăрăх иртĕ. Малтанхи сасăлава хутшăнас текенсен шучĕ — 172 çын. Кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре 236 суйлав участокĕ /пĕтĕмĕшле йышăн 20%/ ĕçлĕ. Малтанхи сасăлава 18 çул тултарнă тата аслăрах çынсем кайма пултараççĕ. Сасăлав участокĕ ăçта вырнаçнине парти сайтĕнче вуласа тата «Единая Россия» вырăнти уйрăмĕсен ĕçтăвкомĕсенче ыйтса пĕлме пулать.
Малтанхи сасăлава хутшăнас тесе регистрациленнĕ кандидатсем хальхи вăхăтра суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсене хăйсен планĕсемпе тата программисемпе паллаштараççĕ, çынсен ыйтăвĕсемпе йывăрлăхĕсене тишкереççĕ, агитаци материалĕсем хатĕрлеççĕ. Çапла майпа халăх чи лайăх претендентсене сăнранах пĕлме пуçлать, бюллетеньсенчи пĕр пек хушаматсене те арпаштармасть. Парти уставĕпе килĕшÿллĕн кандидатсен уçă дебатсене хутшăнмалла. Асăннă дебатсене телекуравпа, Интернетри социаллă сетьсенче трансляцилеççĕ. Çапла вара ку процедура питĕ уçă иртĕ.
Комментировать