Халăх итлевĕ иртрĕ

13 Çу, 2016

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин бюджетне 2015 çулта пурнăçланин çулталăк отчечĕ тăрăх халăх итлевĕ иртрĕ, унта депутатсемпе пĕрлех ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, право йĕркине сыхлакан тата суд, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Тĕрĕслев-шут палатин, Общество палатин членĕсем, профсоюз тата общество организацийĕсен хастарĕсем, журналистсем, студентсем хутшăнчĕç.

Мероприятие ертсе пынă Игорь Кушев, ЧР Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, республика бюджечĕн çулталăк отчетне парламентăн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнăран тата «Республика» хаçатра пичетленĕрен унпа кирек кам та паллашма пултарнине, çапах халăхран çак документпа çыхăннă пĕр сĕнÿ те килменнине пĕлтерчĕ.

Ларура отчет пирки ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ. «Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ 2015 çулта, Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕнни пекех, питĕ кăткăс макроэкономика условийĕсенче пулса пычĕ. Иртнĕ çулталăк çăмăлах пулманнине пăхмасăр чылай тĕллеве пурнăçлама май килчĕ», — терĕ министр. ЧР республика бюджечĕ 2015 çулта тупăшсем тĕлĕшĕнчен 37122,1 млн тенкĕлĕх пурнăçланнă /çулталăкри планăн 100,4%/. Ку, 2014 çулхипе танлаштарсан, 0,6% пысăкрах. Пĕлтĕр хамăрăн тупăшсен тÿпи виçĕмçулхинчен 4,2% пысăкланнă, çав шутра пысăк пайĕ — 95,4% — налуксемпе çыхăннисем. Вĕсен пĕлтерĕшлĕ пайне уйрăм çынсен тупăшĕсем тата организацисен усламĕпе вĕсен пурлăхĕ çине хуракан налуксем, акцизсем йышăнаççĕ. Республика бюджечĕн расхучĕсем 2015 çулта 40008,3 млн тенкĕпе танлашнă /çулталăкри планăн 98%/, 2014 çулхипе танлаштарсан 0,5% чакнă. С.Енилина палăртнă тăрăх — ЧР Министрсен Кабинечĕ бюджета кризиса тĕпе хурса адаптациленипе пĕрлех хамăрăн тăкаксене /республикăн адреслă инвестици программи валли/ 10% яхăнах пысăклатма пултарнă. Раççей регионĕсене пĕлтĕр парăмсем тĕлĕшпе те çăмăлах пулман, çапах Чăваш Республики патшалăх парăмĕсен ÿсĕмне чарма май тупнă.

ЧР Тĕрĕслев-шут палатин председателĕ Татьяна Минина, ЧР Патшалăх Канашĕн Эксперт канашĕн председателĕ Владимир Шуверов, комитет ертÿçи Игорь Кушев бюджетăн 2015 çулхи пурнăçланăвĕ пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Тухса калаçакансем — вĕсен йышĕнче райадминистрацисен представителĕсем те, профсоюз хастарĕпе предприниматель те, парламент депутачĕсем те пулчĕç — бюджетăн вăл е ку кăтартăвĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç, сĕнÿсем пачĕç.

Халăх итлевне хутшăнакансем ЧР Патшалăх Канашне ЧР республика бюджетне 2015 çулта пурнăçланин çулталăк отчетне çирĕплетме; ЧР Министрсен Кабинетне вара республикăн бюджет тытăмĕн шайлашулăхне тата финанс тăнăçлăхне тивĕçтерме, тупăшсене, çав шутра хамăрăннисене те, ÿстерессипе çыхăннă ĕçе малалла тăсма, укçа-тенке тăкакланин тухăçлăхне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма, патшалăх парăмне 2017-2019 çулсенче тапхăрăн-тапхăрăн чакарса пыма сĕнчĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.