Бизнеспа влаç — куçа-куçăн

Кунашкал тĕлпулу йĕркеленине астумастăп: Наци библиотекинче ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсен пĕрлĕхĕпе курнăçрĕ. Чăннипех уçă калаçу пулчĕ.

Бизнесăн çивĕч тĕп ыйтăвĕсемпе малтанах ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин паллаштарчĕ. Предпринимательлĕх аталанăвне ура хуракан тĕп чăрмавсен шутĕнче вăл банксен кредичĕсемпе усă курассипе, продукцие сутассипе, квалификациллĕ кадрсем çителĕксĕррипе, патшалăх тĕрĕслевĕн çирĕплĕхĕпе çыхăннă ыйтусене асăнчĕ. Чăрмавсем чăнласах пуррине предприятисен ертÿçисем çĕкленĕ пайăр ыйтусем те çирĕплетрĕç.

«Химпром» ПАО директорне Елена Колесниковăна, сăмахран, куçми пурлăхшăн илекен налука унăн кадастр хакне тĕпе хурса палăртма пуçлани пăшăрхантарать. Калăпăр, комбинат столовăйĕ производствăпа пачах та çыхăнман, анчах уншăн пурпĕр пысăк налук тÿлеме тивет. Михаил Игнатьев çивĕчлĕх пуррине йышăнать. Унăн шучĕпе, ку тĕслĕхре интерессен шайлашăвне тупма тăрăшмалла — «эпир ку енĕпе ĕçлеме хатĕр». Анчах Чăваш Енре кашни налук тÿлекен пуçне çулталăкра 60 пин тенкĕ налук тивет — Раççейри вăтам шайран чылай пĕчĕкрех. Налуксем енĕпе хăшĕсене çăмăллăх пани конкуренцие ура хума пултарать — çавăнпа та кунта йышăнусене асăрханса тумалла.

«Бреслер» предприяти гендиректорĕ Николай Ефимов çĕнĕ инвестици проектне пурнăçлама пысăк мар процент виçипе 120 миллион тенкĕ кредит илни пирки кăмăллăн пĕлтернĕ май производствăна анлăлатмашкăн кирлĕ çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе ыйтусем тухса тăни çинчен каларĕ. Михаил Васильевич тÿрех тĕп хула пуçлăхне Леонид Черкесова ура çине тăратрĕ те — ыйту тÿрех татăлчĕ. «Вăт, тĕлпулу усси куçкĕрет», — шÿтлерĕ республика Пуçлăхĕ.

Анчах чылай ыйту — çапла хăвăрт татса памаллискер мар. Николай Сергеев предприниматель Канашра каяшсемпе çÿп-çапа сортлакан станци тăвать. «Патшалăхран пĕр тенкĕ те ыйтмастпăр, çав вăхăтрах кăнтăр енчи районсенчи ĕçлĕ çынсем пĕтĕм каяша хамăр вăйпа тирпейлеме пултарассине çирĕплетеççĕ», — терĕ вăл каяшсене тиесе Çĕнĕ Шупашкарти полигона ăсатакан станци тумалли план вырăнлăхĕ пирки иккĕленсе. Михаил Васильевич вара хайхи сортлакан станци тĕлĕшпе иккĕленчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти полигон пĕтĕм республикăна тивĕçтерме пултарать — çулталăкра 1 миллион кубометр каяш йышăнмалăх, ăна тума 2,5 миллиард тенкĕ хывнă. Канашра предприниматель тăваканни вара çирĕп мĕнпур требование пурнăçлайĕ-и? Предприниматель кăмăлĕ çирĕппи палăрчĕ те — Михаил Игнатьев проект ăнăçлă пулсан ăна хаваспах «симĕс çутă» пама хатĕрри çинчен каларĕ.

Федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсем хĕсĕрлесе çитерни пирки те Канаш предпринимателĕ кăмăлсăрланчĕ. Юрий Афанасьев шучĕпе, çав сетьсене пула вырăнти продукцие сутакан лавккасем вăй илеймеççĕ. Канашсем хăйсем чăмăртаннă-ха, пурпĕр хăшпĕр лавккан хупăнма тивнĕ иккен. Çийĕнчен, сăмахран, «Магнит» сечĕн йывăр тиевлĕ грузовикĕсем Канашри çулсене аркатаççĕ.

Сетьсем тĕлĕшпе Михаил Игнатьевăн та кăмăлсăрлăх пур — çакна пытармарĕ: «Улăпсем» республикăри укçана ĕмсе илеççĕ. «Магнит» Чăваш Енри апат-çимĕç суту-илĕвĕн рынокĕн 25% йышăнать. Халь вĕсем пиртен те ыйтмаççĕ — районсене хăйсемех тухаççĕ, унти влаçсемпе калаçса татăлаççĕ те лавкка уçаççĕ. Пирĕн енчен витĕм кÿме те йывăр. Çапах вырăнти лавккасен сетьсемпе тупăшма вăй çитермелле. Телее, пирĕн Чăвашпотребсоюз лавккисем упранса юлнă — ялсенче конкуренцие тивĕçтереççĕ». Канаш центрĕнчи çулсене сиенлени пирки калас-тăк — Михаил Васильевич хула мэрне унта йывăр машинăсене кĕме чаракан паллăсем лартма хушрĕ. Лартнă иккен, анчах «Магнит» машинисем пурпĕр кĕреççĕ-мĕн. «Пĕр хĕрхенмесĕр штрафлăр — çĕршер пин тенкĕ тÿлеччĕр! Çав укçапа çулсене юсама усă курăр», — сĕнчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Анчах сетьсемпе тупăшмашкăн чарусемпе кăна усă курни çăлăнăç мар — çакна та йышăнмаллах. Сетьсем пурпĕр пулĕç, вĕсемпе тавар пахалăхне лайăхлатса тата ăна йÿнĕрех туса кăна ăнăçлă тупăшма пулать. Ку енĕпе вара уксахлатпăр. «Пирĕн продукци аван, анчах эпир ăна туянакана илĕртмелле чĕркесе сутма пĕлместпĕр — çак енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле», — терĕ Михаил Игнатьев.

Çĕрпÿ районĕнчи предприятисемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн председателĕн заместительне Надежда Афанасьевăна вара пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли документсем хатĕрлес тĕлĕшпе кам консультаци пани кăсăклантарать. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тулли хурав пачĕ. Çийĕнчен предпринимателе тĕп хулари бизнес-инкубаторăн тĕп пулăва чĕннĕ директорĕпе паллаштарчĕ. Лешĕ хĕрарăма хăйĕн визиткине те пачĕ те — Çĕрпÿ тăрăхĕнчи ĕçлĕ çынсемшĕн хайхи документсене хатĕрлес тĕлĕшпе йывăрлăх пулмĕ.

Чылай ыйту пулчĕ. Кашнин пирки тĕплĕн çырас-тăк — хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Хăшпĕр ыйту патне пайăррăн таврăнăпăр та-ха. Тĕлпулури калаçу тĕшшине вара Владимир Аврелькин сăмахĕсем уççăн палăртаççĕ: «Влаçпа бизнес хутшăнăвĕсем — икĕ енлĕ çул». Эппин, икĕ енĕн те яваплăха туймалла, çавăн чухне тин аталану ăнăçлă пулĕ.

Николай ДМИТРИЕВ

 

Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.