Ăруран ăрăва - Гиппократ ячĕпе тупа туса

13 Çу, 2016

Республикăра ĕç династийĕсене чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çуркуннепе Ĕç уявĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ район-хулара пурăнакан пултаруллă çемьесене, пĕр-пĕр професси тĕлĕшпе ырă йăлана ăруран ăрăва куçарса пыракансене, Тав çырăвĕ пачĕ, асăнмалăх парнепе — алла çыхмалли сехетпе — хавхалантарчĕ. Ĕç династийĕсен 12-мĕш слетне 26 династи хутшăнчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн хамăрăн вулакансене вĕсенчен пĕрисемпе — Московкинсемпе — паллаштарма тĕв турăм. Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакан тĕслĕх çемье мĕнле профессипе вăй хурать-ха? Династи миçе сыпăкран тăрать?

Çак тата ытти ыйту хуравне хăйсемпе калаçса уçăмлатăпăр.

Урăх çул пирки ĕмĕтленмен

Вăрмар районĕн тĕп больницинче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсенче аппăшĕпе йăмăкĕ ĕçлеççĕ. Ольга Валентиновна Московкина /качча кайсан та хăйĕн хушаматнех хăварнă/ — поселокри çынсене, Татьяна Валентиновна Петрова ялсенчен килнисене йышăнаççĕ. Терапевтсенчен асли асăннă больницăра ĕçлеме пуçăннăранпа — 36 çул, кĕçĕнреххи кунта унран пĕр çул каярах килсе вырнаçнă.

— Ачалăхăмăр та ку больницăпах çыхăннă та — аттепе анне çакăнта вăй хунă — ĕç вырăнĕ пуррине пĕлсен хамăр ÿснĕ тăрăха савăнсах таврăннă эпир, — интернатура хыççăн малашлăх çулне суйланă вăхăта аса илчĕ Татьяна Валентиновна.

Çураласса вĕсем Куславкка районне кĕрекен Чашлама ялĕнче çуралнă. Амăшĕ Мария Ивановна, ашшĕ Валентин Макарович тĕрлĕ ялта фельдшерта ĕçленĕ. Темиçе çултан çемье пуçлăхĕ Вăрмар район больницинче рентгенлаборантра вăй хума тытăннă. Аслă пĕлÿ çинчен ĕмĕтленнĕскер 1956 çулта Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Мария та мăшăрĕнчен юлас темест. Çамрăксем иккĕшĕ те стоматолог дипломне илнĕ. Шăп çур ĕмĕр каялла Вăрмар районĕн тĕп больницинче Московкинсем стоматологи ĕçне пуçăннă. Çавăнтанпах тăрăшаççĕ вĕсем кунта. Пĕр пÿлĕмре, пĕр профессипе, пĕр-пĕринпе канашласа...

Валентин Макарович паян чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ: хăйĕн ĕçне чунтан парăнса таврара ырă ят çĕнсе илнĕ шăл тухтăрне 17 çул каялла юлашки çула ăсатнă. Мария Ивановна ырă-сывах: сакăрвуннă урлă каçнă тыл ветеранĕ Чашлама ялĕнче пурăнать.

— Аппапа иксĕмĕр те аттепе анне пекех медицина ĕçне суйланинчен тĕлĕнме кирлĕ мар: тата мĕнле профессие çапла çывăх пĕлме пултарнă-ха эпир? Вĕсем пире хушăран ĕçе пĕрле илсе кайнă. Çавăнпах-ши тухтăр пулас ĕмĕт хамăр çуралсанах амаланнă пек туйăнать. Çынсене сыватассисĕр пуçне мĕнле профессире ĕçлеме пултарни пуçа та шăнăçмасть — урăх нимĕн те тума пĕлместĕп пуль, — хăйĕн ĕçĕнчех телей тупнине шÿт урлă систерчĕ Татьяна Валентиновна.

Юрла-юрла шăл лартнă

Московкинсен ĕç династийĕ, тĕрĕссипе, Мария Ивановнăпа Валентин Макаровичран маларахри ăрусенченех пуçланать. Макар Леонтьевичăн аслă ывăлĕ медучилищĕре вĕреннĕ. Ÿсĕмĕ çитсен йĕкĕте çара илнĕ. Вăл тăван ене таврăниччен вăрçă пуçланнă. Московкин-аслине килне таврăнма пÿрмен: çапăçу хирĕнче пуç хунă. Валентинăн аппăшĕ те медсестрара чылай çул ĕçленĕ.

— Асатте ачисене тухтăра вĕренме хăех çул кăтартнă. Медицина çынни пулман вăл, анчах эмел курăкĕсене пуçтарма çав тери юрататчĕ. Хăй тунă им-çампа ялти çынсене сиплетчĕ. Вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттерчĕ асатте — 99 çула çитрĕ. Пуçлăх пулма ан тăрăшăр тесе хытарсах калатчĕ вăл. Атте тĕп тухтăр пулма асаттен сăмахĕнчен иртес мар тесех килĕшмен пуль тетĕп — пур енĕпе те хастарскерĕн должноçне пысăклатма сĕнни пĕрре мар пулнă, — каласа кăтартрĕ çывăх çыннисем çинчен Московкинсен иккĕмĕш хĕрĕ.

Валентин Макарович хăйĕн профессийĕнче пысăк ăста пулнине паян Вăрмар тăрăхĕнчи чылай çынран илтме пулать. Унăн пациенчĕсем вăл юрла-юрла шăл лартнине, шÿтлеме юратнине, хăйĕн çавăн пек таланчĕпе сипленме пынисен шиклĕх туйăмне сирсе янине ăшшăн аса илеççĕ. Сĕрме купăс, мандолина, балалайка, тăмра — çак тата ытти кĕвĕ хатĕрне ăста калама пĕлни пултаруллă тухтăрăн чунĕ пуяннине кăтартать.

«Çанталăка» пăсмасăр

Татьяна шкул хыççăн ниçта та мар, аппăшĕ Ольга вĕренекен аслă шкулах — Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă. Патăрьел каччине Виктор Петрова пĕрремĕш курсрах асăрханă вăл. Пур çĕрте те хастар Виктор та сарă çÿçлĕ, çинçе пилĕклĕ, çепĕç саслă пикене аслăрах курссенче куç хывнă.

— Общежитире пурăнаттăмăр. Пĕррехинче Виктор мана театра йыхравлама килчĕ. Манăн ун пек вырăна тухса çÿремелли тумах çук тесе шутланăран, хитрех курăнмасран шикленсе хирĕçлерĕм. Пÿлĕме кĕтĕм те — хĕрсем мана çисе яраççĕ: «Эх, ухмах! Ара, сана эпир пукане пек капăрлатса яраттăмăр! Çи-пуç таврашне хамăр параттăмăр!» Тепĕртакран Петров татах ман пата килчĕ. Хăюлăх çитерсе: «Эпĕ килĕшетĕп театра кайма», — терĕм. Вăл вара билетсене сутса янă иккен. Унччен те пулмарĕ — çил пек тухса вĕçтерчĕ. Вăл çĕнĕрен билет тупса килнĕ çĕре хĕр тусăмсем мана чăнах та пукане пек чиперлетрĕç. Ку хутĕнче билетсенче кăтартнă вырăнсем юнашар марччĕ. Çапах спектакле кайрăмăр. Куракансене вырăнпа улшăнма ыйтса Виктор ман çумах ларчĕ, — хăйсен хушшинче хĕрпе каччă хутшăнăвĕсем еплерех пуçланнине аса илчĕ кил хуçи мăшăрĕ.

1982 çулта çамрăк тухтăрсем çемье çавăрнă. Кĕçех Петровсен йыш хушăннă — Виктор кĕтнĕ пекех ывăл çуралнă.

— Саша анне пек, хуньăм пек стоматолог пултăр тесе шухăшлаттăм: Валентин Макарович маншăн иккĕмĕш атте пекех çывăхчĕ. Вăл ĕçленĕ пÿлĕмре халĕ эпĕ ĕçлени те чыс-сум маншăн. Анчах ывăл медицинăналла туртăнмарĕ. Коопераци енĕпе аслă пĕлÿ илчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Виктор Геннадьевич. — Кам пĕлет, тен, мăнукăм Сергей династие тăсĕ? Унăн професси суйламалăх вăхăт пур-ха, 13-ре кăна хальлĕхе.

Виктор Геннадьевич вĕренсе пĕтерсе Вăрмар больницине ĕçлеме килнĕренпех анестезиолог-реаниматологра тăрăшать. 34 çул пĕр хăнăхнă, анчах йăлăхтарман сукмака такăрлатать. Çак тапхăрта сывлăхĕ хавшакланнă миçе çынна тулли пурнăçпа савăнса пурăнма май панă-ши — кунашкал статистикăна хăй те пĕлмест. Ĕçре чăннипех телей тупнине вара пытармарĕ.

— Акă тин кăна пурнăç паллисемсĕр тенĕ пек çын сан умра выртать. Операци тăватпăр, темиçе кун иртет... — вилес патне çитнĕ çын куçран пăхса сăмахлать, утакан-чупакан пулать. Çакнашкал лару-тăрăва сăнанă чухне чунра мĕнле туйăмсем хуçаланнине каласа кăтартма та пĕлмелле мар. Этем ĕçре телей тупни пурнăçра çав тери пĕлтерĕшлĕ, — чунне уçрĕ В.Петров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, çÿлерех асăннă сыватмăшăн реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Кил хуçи ĕçри телей çинчен каларĕ те — çемьери тăнăçлăхсăр пулаять-ши вăл? Çакăн хуравĕ Виктор Геннадьевичăн сăмахĕсенченех тухрĕ:

— Астумастăп, Таньăпа хăçан та пулин хирĕçсе курнă-ши эпир? Чăкăлташма сăлтавĕ пулнă-ха: эпĕ ялан спорт ăмăртăвĕсене, тренировкăсене тухса çÿренĕ /пирĕн команда Чăваш Енре гандболпа 6 хутчен çĕнтернĕччĕ/, общество ĕçĕнче тăтăшах тăрмашнă — çемьешĕн «ыр çынах» пулман. Нихăçан та мăшăрăм кăмăлсăрланса, ÿпкелешсе çемьери «çанталăка» пăсман. Ĕçĕ тата еплерех йывăр унăн, терапевтăн!

Династин — икĕ тымар

Ĕç династийĕсен слетне кайма йыхрав илсен Московкинсен тухтăр хĕрĕсем ĕçе пуçăннă: мĕнлерех-ха вĕсен медицина хутлăхĕнчи несĕл йывăçĕ? Ÿкерчĕк ансатах та мар: Татьяна тĕлĕнчи турат Викторăн йăх йывăççипе пĕрлешсе каять. Çапла, пĕр династин — икĕ тымар: Московкинсен тата Петровсен ратнисен вĕсем.

— Асатте Василий Петров Хусанти мединститутра виçĕ курс вĕреннĕ. Диплом алла илме ăна асанне чарнă — аслă пĕлÿ илнĕ упăшки хăйне пăрахса хула майрине çавăрасран хăранă имĕш. Çапла вара асатте ĕмĕрне фельдшерта ĕçлесе ирттернĕ. Шăмăршă районĕнчи Палтиелте /атте те çав ялта çуралнă/ асатте ячĕ халĕ те хисепре. Ачисене асатте хăйĕн çулĕпе утма пилленĕ: аттен аппăшĕ Ольга Васильевна та фельдшерта вăй хунă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Унăн ывăлĕ Валерий Патăрьел больницинче — гинеколог. Аттен Геннадий Васильевичăн медицинăри ĕç стажĕ пуринчен пысăкки — 46 çул. Санэпидемстанцин, райбольницăн тĕп тухтăрĕ пулма тÿр килнĕ унăн. Анне Евфалия Евграфовна стоматологра 29 çул тăрăшрĕ. Вĕсем те пирĕн пекех студент чухне паллашнă. Чăваш хутлăхне Ярославльтен килнĕ анне. Аппапа иксĕмĕр те /Мария Геннадьевна Кÿкеçри больницăра — невролог. — Авт./ çывăх çыннăмăрсене кура медицина каçалăкнех суйларăмăр, — ырă йăла йăхран йăха куçнипе Виктор Геннадьевичăн мăнаçланмалăх пур.

Улми улмуççинчен аякка ÿкменнине Московкинсен, Петровсен çемйисенче професси тĕлĕшпе те çирĕплетекенсем малашне те пулĕç-ха. 1000 çул патне кармашакан пĕрлехи ĕç стажĕ ахăртнех, тен, тата пысăкрах хисепе куçĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.