Архив - 14 Мая, 2016 - Хыпар
«Чăваш хĕрарăмĕ» 18 /940/ №. 14.05.2016
«Халăхсем туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе... çĕнтернĕ эпир» Фронтри, тылри паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕх асра.
Туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр Пирĕн пата, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Ельмел ялне, нумаях пулмасть Чăваш Ен хăнисем килсе кайрĕç.
Ăста водитель Пирĕн ялта çуралнă виçĕ çын ĕçре паттăрлăх кăтартнăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ордена тивĕçнĕ.
Якубович чăваш уй-хирĕнчен тĕлĕнет Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн халăх артистне Леонид Якубовича кĕтсе илнĕ.
Ĕçлеместĕн-и? Налук тÿле! Эпир ÿснĕ саманара кăна, пĕр 30-35 çул каялла тейĕпĕр, ниçта та вăй хуман тÿр пилĕксене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратчĕç.
«Халăхсем туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе... çĕнтернĕ эпир»
Туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр
Ăста водитель
Якубович чăваш уй-хирĕнчен тĕлĕнет
Ĕçлеместĕн-и? Налук тÿле!
Истори спираль евĕр аталанать тесе вĕрентетчĕç университетра иртекен философи лекцийĕсенче. Авалхи Греци ăсчахĕн, тĕрĕсрех, писателĕн, çар çыннин, историкĕн Ксенофонтăн каларăшне каярахпа паллă нумай философ унталла та кунталла турткаланă. Анчах та чи кирли — Ксенофонт пачах та йăнăшман. Çак кунсенче сарăлнă хыпар тепĕр хут çирĕплетрĕ кăна ăна. Ара, Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕç пирки калаçмасăр урăх мĕн пирки сăмах хускатмалла тата? Эпир ÿснĕ саманара кăна, пĕр 30-35 çул каялла тейĕпĕр, ниçта та вăй хуман тÿр пилĕксене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратчĕç.