Парăнманнисем...
1945 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕрле Маутхаузен концлагерĕнче асапланакансем пулемет сассипе вăранса кайнă. Урамра “Ура!” кăшкăрни илтĕннĕ. Иккĕленÿ çук — лагерьте чăн-чăн вăрçă пырать.
Каярахпа çакă уçăмланнă. Çирĕммĕш блокри тыткăна çакланнисем — 500 çын — пăлхав çĕкленĕ. Вĕсем чи малтанах пулеметчиксене тапăннă. Ваня Сердюк, Лисичка хушма ятпа çÿренĕскер, Маутхаузен концлагерĕнче вăрттăн ушкăн йĕркеленисен çыхăнуçи пулнăскер, пăлхав çĕкленисен хушшинче пулнă. Чĕрĕ юлнă. Чĕрĕ юлнисем вара çак концлагерьте мĕн пулса иртнине тĕнчене каласа кăтартма сăмах панă. Сердюк сăмахне тытнă.
Тăмхасăр
1944 çулхи çулла Маутхаузенра 20-мĕш блок уçăлнă. Унта малтанах 1800 çынна илсе пынă. Ку лагерьти лагерь пулнă. Ун йĕри-тавра 2,5 метр çÿллĕш хÿме тытса çавăрнă. Хÿме тăррине ток янă пралук карнă. Карта йĕри-тавра виçĕ пулемет вырнаçтарнă. Кĕçех çак вырăн çумне хурлăхлă ят çыпăçнă — “вилĕм блокĕ”. Çапла калама сăлтавĕ те пулнă. Унта тăтăшах çĕнĕрен те çĕнĕ ушкăнсене иле-иле пынă, каялла вара вилĕ ÿтсене кăна тиесе тухнă. Вĕсене тÿрех крематорие ăсатнă. 20-мĕш блокрисене апат та йĕркеллĕ çитермен — лагерьти пĕтĕмĕшле рационăн 1/4 пайне кăна панă. Кашăк та, турилкке те тивĕçмен унтисене. Ку блока нихăçан та хутса ăшăтман. Ăшăтма-и унта?! Чÿречесен кантăкĕсем те, рамисем те пулман. Выртса тăмашкăн та нимĕн те лартса паман. Урайне вара, тыткăна лекнисене çурта кĕртсе хупиччен, сивĕ шыв сапнă. Хĕлле вăл пăрлансах ларнă. Çакăн хыççăн кăна унта кĕме ирĕк панă. Çынсем шывах выртнă. Нумайăшĕ ирхине вăранайман та.
“Вилĕм баракĕнчисен” “çăмăллăх” та пулнă — вĕсене ĕçлеме хăваламан. Ун вырăнне вĕсене вĕçĕмсĕр хусканусем тума хистенĕ — блок тавра чуптарнă, шутарнă... 20-мĕш блокрисем тĕлĕшпе фашистсем эксперимент ирттернĕ — çынна çара алăпах вĕлерме вĕреннĕ. Эсэсовецсене хăйне май норма та панă — вĕсен кашни кун 10 çынран кая мар тĕп тумалла пулнă. Анчах палăртнине 2-3 хут та ирттерсе пурнăçланă. Блока уçнăранпа 3,5-4 пин /хăш-пĕр çăлкуç 6 пин таранах кăтартать/ çын пурнăçне татнă.
Кăрлач уйăхĕн вĕçнелле блокра 570 çын кăна юлнă. Кунта, 5-6 югославпа темиçе поляка шутламасан — вĕсем Варшавăри пăлхава хутшăннă — совет офицерĕсене тытса тăнă. Вĕсене вара 20-мĕш блока ытти лагерьтен куçарнă. Сăлтавĕ — лагерь администрацине уççăнах пăхăнманни, темиçе хут та тарма тăни, тыткăнрисен хушшинче большевиксен пропагандине сарни... Маутхаузенри 20-мĕш блока илсе пыракансем тыткăнра та рейхшăн хăрушлăх кăларса тăратнă. Вĕсем, çар ятарлă пĕлĕвне илнĕскерсем, ертÿçĕ пултарулăхне, шалти вăйне çухатман. Вĕсене, аманнăскерсене е тăн çухатнăскерсене тыткăна илнĕскерсене, “тĕрĕс çул” çине кăларма фашистсен нимĕнле шанăç та юлман. Унта илсе пыракансен докуменчĕсенче “К” саспалли пулнă — май пур таран хăвăртрах “расхута ямаллине” пĕлтернĕ ку. Çавăнпа 20-мĕш блокрисене тăмха лартса та аппаланман. Мĕншĕн аппаланмалла? Пурпĕрех вĕсен, 20-мĕш барака лекнисен, ĕмĕрĕ темиçе эрне кăна тăсăлать вĕт...
Пурăнас ĕмĕте кам путлантарĕ?
1945 çул çитнĕ. Кăрлач уйăхĕ. Тыткăнра пулсан та тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлсе тăнă вĕсем. Хĕрлĕ Çар Польшăпа Венгри çĕрне çитнĕ. Акăлчансемпе американсем нимĕç чикки урлă каçнă. Çакна пĕлсен тыткăнрисем тарма тĕв тунă.
...Иван Битюков лагере шăпах кăрлач уйăхĕн пуçла-мăшĕнче çитнĕ. Лагерь парикмахерĕ, тыткăнри чех, унăн çÿçне касма пикеннĕ. Çавна май çÿçе икĕ айккипе хăварса варрипе кăна хырса илнĕ — тарас-тăвас пулсан ку çын тыткăнрине пĕлтернĕ çакă. Çав вăхăтра эсэсовецсем пÿлĕмрен тухнă. Парикмахер хăвăртрах пĕшкĕннĕ те хăлхаран пăшăлтатма пуçланă: “Сана 20-мĕш блока яраççĕ. Хăвăрăннисене пĕлтер — сире çитес вăхăтрах пурне те персе пăрахма хатĕрленеççĕ. Унтисем лагерь планне ыйтнăччĕ. Ăна апат илсе пыракан савăт тĕпĕнче шырăр”.
Мордовцев капитан парикмахер каланă вырăнта виçĕ хутчен хыпашланă — нимĕн те тупайман. Тата темиçе хут чакаланнă хыççăн кăна пĕчĕкçĕ хут татки сиксе тухнă. Капитан хут чăмаккине юлташĕсене хăй ĕмĕрлĕхех куç хупиччен аран парса ĕлкĕрнĕ — тем ырă мара сиснĕ фашистсем ăна тусĕсен умĕнчех чунĕ тухичченех хĕненĕ.
Тармашкăн кăрлачăн 28-мĕ-шĕнче палăртнă. Анчах фашистăн сисĕм туйăмĕ пулнă курăнать — шăп çав кун кăнтăрла вĕсем чи çирĕп кĕлеткеллисене суйласа илсе кайнă. Илсе кайнисен хушшинче тарассине йĕркелекенсем те пулнă. Тепĕр кун çакă паллă пулнă — вĕсене пурне те крематорире чĕрĕллех çунтарнă...
Анчах та ку та çăлăнас ĕмĕте путлантарайман. Çак вăхăта куçарнă кăна — нарăс уйăхĕн 2-мĕшне.
Пулеметсем çине — чулпа
Палăртнă вăхăт çитсен “ви-лĕм баракĕнчисем” пытарса хунă вырăнсенчен хăйсен хĕç-пăшалне турта-турта кăларнă: чулсем, кăмрăк таткисем... Тăватă ушкăна пайланса тапăнма хатĕрленнĕ — виççĕшĕн пулемет вышкисене аркатмалла, тăваттăмĕшĕн тул енчен пулăшу килес-тăвасран сыхă пулмалла. Çурçĕр иртнĕ. Кĕçех аслати авăтнă пек “Ура!” янăраса кайнă. 20-мĕш блок чÿрече пулмалли вырăнтан сике-сике тухса пулеметсен енне ыткăннă. Лешсем вара çынсене çавапа çулнă пек касма пуçланă. Анчах та пулеметчиксем çине чулсем çумăр пек тăкăннă. Пĕр пулеметне шăплантарма май килсенех вышка тăррине тыткăнрисем улăхма пуçланă. Кĕçех вĕсем ытти пулеметсене пеме тытăннă. Хăма таткисем тупса электропралуксем çине хунă, çапла майпа хÿме урлă каçма пуçланă. Маутхаузенра сирена янăраса кайнă, пулеметсем шăлтăртатнă, эсэсовецсем строя пуçтарăннă — вĕсем таркăнсене хăвалама хатĕрленнĕ. 20-мĕш блока чупса çитнĕ фашистсем унта 70 çынна тупнă — юлнисен хускалма та вăйĕ пулман. Вĕсем пурте çаппа-çарамасланнă — тумтирĕсене таракан юлташĕсене панă.
Лагерь тулашĕнче
500 çынран 400-е яхăн лагерь тулашне тухма пултарнă. Совет офицерĕсем, маларах калаçса татăлнă пекех, темиçе ушкăна пайланнă — капла вĕсене тытмашкăн йывăртарах пулĕ. Чи пысăк ушкăн вăрман енне чупнă. Анчах та нимĕçсем çитсех пынă. Кунтан та пĕчĕк тепĕр ушкăн уйрăлса фашистсен енне питпе çаврăннă, хăйсен пурнăçĕнчи чи юлашки çапăçăва кĕнĕ офицерсем — тăшмана темиçе минутлăха та пулин тытса чарма, юлташĕсене тарса ÿкме пулăшмашкăн ăнтăлнă вĕсем.
Фольксштурм салтакĕсем, Гитлерюгенд членĕсем, НСДАП вырăнти ячейкинче тăракансем, нимĕнле партире те маррисем хăйсен ирĕкĕпе вăрман тăрăх выç кашкăр пек ухтарса чупнă. “Мюльфиртельте “мулкачсене” тытма сунара тухни” — çакăн пек аса илнĕ çав историе каярахпа фашист эшкерĕ... Таркăнсене тупсан вырăнтах вĕлернĕ, алă айне мĕн лекнĕ — çавăнпа: пуртăпа, сенĕкпе... Фашист патрон перекетленĕ. Вилесене вырăнти ялти шкул картишне пухса купаланă. Кĕлеткесене фашистсем шкул çурчĕн стени çине чĕрсе паллă туса шутласа пынă. Темиçе кун иртсен эсэсовецсем рапортлама хыпаланнă: “Пулчĕ. Пурне те тĕп турăмăр”. Анчах та, телее, “пулман” çав, пурне те тĕп тăвайман! Эсэсовецсем суйнă. Çапах та чĕрĕ юлакансем пулнă. Хăй вăхăтĕнче нимĕç зенит батарейине тĕп тунă ушкăнран пĕри чĕррĕн тухнă тамăкран. Ăна тата юлташне хăйĕн хуторĕнче Австри хресчен хĕрарăмĕ Лангталер 92 кун усранă. Çак амăшĕн икĕ ывăлĕ çак вăхăтра вермахт тытăмĕнче çапăçнă. Паллах, питĕ теветкеллĕ утăм пулнă ку. Мĕн шухăшпа пытарнă таркăнсене çак хĕрарăм, паллă мар, анчах та икĕ пурнăçа çăлма пултарнă вăл.
19 кĕлеткене тупайман, тытайман фашистсем. Вĕсенчен 11-ĕшĕн ячĕ-шывĕ паллă. 8-ĕшĕ чĕрĕ юлнă, Совет Союзне таврăннă. Вĕсем каласа кăтартнă тăрăх, пăлхав пуçланиччен унăн йĕркелÿçисенчен пĕри, генерал-полковник, çапла каланă: “Паян пирĕнтен нумайăшĕ вилесси паллă. Ытларах пайĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупĕ. Анчах та атьăр-ха тупа тăватпăр. Кам та пулин чĕрĕ юлатех. Тăван çĕршыва чĕррĕн çаврăнса çитекенсем çакăнта мĕн пулса иртнине тĕнчене пĕлтерччĕр — пирĕн асап çинчен, пирĕн кĕрешÿ çинчен. Кун пекки текех нихăçан та ан пултăрччĕ!” Пурте тупа тунă...
Маутхаузенри 20-мĕш блокри хăш-пĕр паттăр çинчен çакă паллă.
Николай Власов подполковник — Совет Союзĕн Геройĕ /1942 çул/, летчик. Ăна 1943 çулта персе антарса тыткăна илнĕ. Виçĕ хутчен тарма тăнă.
Виктор Украинцев лейтенант — артиллерист, бронебойщик. Юлташĕсен хушшинче идеологие тытса тăнă. Темиçе хутчен те тарма хăтланнă.
Иван Битюков капитан — штурмовик летчик. Сывлăшра çапăçăва кĕнĕ май боеприпассене йăлт персе пĕтернĕ хыççăн хăйĕн самолечĕпе тăшманăнне пырса тăрăнтарнă. Аманнăскерне тыткăна илнĕ. Тăватă хутчен тарма тăнă.
Александр Исупов подполковник — штурмовик летчик, авиадивизи командирĕ. 1944 çулта персе антарнă, аманнăскерне тыткăна илнĕ. Ăна тытса тăракан лагере пĕррехинче Власов эмиссарĕ пырса çитнĕ. Лагерьтисене пурне те унпа тĕл пулма хăваласа кăларнă. Хайхискер пирĕннисене РОА ретне кĕме хистенĕ, Германи çывăх вăхăтрах пурпĕр çĕнтерет-мĕн. Сутăнчăкăн хĕрÿллĕ сăмахĕ хыççăн трибуна çине Исупов хăпарнă. ВВС РККА кадр офицерĕ, Жуковский ячĕллĕ Сывлăш-çар академийĕнче вĕреннĕскер, кашни сăмахне татăклăн каланă. Çавна май малтанхи ораторăн кашни тезисне аргументсемпе усă курса çапа-çапа хуçнă, лару-тăру, тĕрĕссипе, пачах тепĕр май пулнине, Германи кĕçех парăнассине,—Совет Союзĕ çĕнтерессине каланă.
Ваня Сердюк, Лисичка хушма ятпа çÿренĕскер — Маутхаузен концлагерĕнче асапланакансен çыхăнуçи. Пăлхавран чĕррĕн тухнă.
/“Частный корреспондент”/.