Якубович чăваш уй-хирĕнчен тĕлĕнет

14 Çу, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăваш çĕрĕнче Раççей Геройне, авиацин генерал-лейтенантне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Николай Гаврилова тата Раççей Федерацийĕн халăх артистне Леонид Якубовича кĕтсе илнĕ. Тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă.

Вулакансене çакна аса илтеретпĕр, Михаил Игнатьев 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Леонид Якубовичпа тĕл пулсан халăх артисчĕ Чăваш Ене çуркунне ятарласа килсе уй-хир ĕçĕсемпе паллашма, Сухапуç уявне хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Çак кунсенче Якубовичăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă.

Хăнасем Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра Раççей культурăн тата ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Аркадий Айдака сума суса палăкĕ умне чечексем хунă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Аркадий Айдак хăйĕн ĕçри ырă тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва патриот пулса çитĕнме хавхалантарнине, Чăваш Ен аталанăвне вăл пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Хăнасем Аркадий Айдак пуçарăвĕпе туса лартнă ХIХ ĕмĕрти чăваш хресченĕн кил хуçалăхне сăнлакан музей экспоначĕсемпе паллашнă. Хăнасем чăваш халăх апат-çимĕçне тутанса пăхнă, ал ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн шкул ачисемпе пĕрле улмуççисем лартнă. Леонид Якубович вĕсем еплерех çитĕннине курма каярахпа Тури Ачака тепре килес кăмăл пуррине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев Тури Ачак шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсемпе калаçнă. «Тăван çĕре юратăр. Пуласлăхра пирĕн республика чечекленесси, унăн ăнăçăвĕ сирĕнтен нумай килет», — тенĕ.

ЧР Пуçлăхĕ тата хăнасем сухапуçпа çĕрулми лартма хутшăннă. Вĕсем лашана тÿрĕ уттарма, сухапуç тытма, çĕрулми лартма пултарнине кăтартнă.

«Ленинская искра» колхоз хирĕнче Михаил Игнатьевпа Леонид Якубович Сухапуç уявне пуçланă, трактор рулĕ умне ларнă. «Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене ăнăçлă ĕçлеме паян пĕтĕмпех пур. Аграрисем таса та паха продукцие яланах туянасса шанса тăма пултараççĕ. Санкци вĕсене ăнăçлăрах ĕçлеме майсем туса пачĕ. Уявсене, канмалли кунсене пăхмасăр вăй хуракан çĕр ĕçченĕсемшĕн эпĕ савăнатăп», — тенĕ Михаил Васильевич.

«Çĕр вăйне туяс тесен пурнăçра пĕрре те пулин трактор рулĕ умне лармалла. Паян нумайăшĕ çĕре мĕнле сухаламаллине пĕлмест те. Ачасене уя кăларса суха епле тунине кăтартмалла», — хăй шухăшне палăртнă Леонид Якубович.

Сухапуç уявĕ хыççăн Михаил Игнатьев тата хăнасем В.И.Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша заводне çитсе уй-хир ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Кунта вĕсене тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнакан урхамахсене кăтартнă.

Леонид Якубович Чăваш Ене кашнинчех савăнса, пĕтĕм кăмăлтан килнине палăртнă. «Эпĕ сирĕн уй-хир илемĕпе тасалăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Чăваш Енре ырă чунлă, ĕçчен, тарават халăх пурăнать», — юлашкинчен çапла каланă Леонид Якубович.

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.