«Халăхсем туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе... çĕнтернĕ эпир»
1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ кун хыççăн кун хыçа юлать. Анчах асаттесемпе кукаçисен, асаннесемпе кукамайсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Фронтри, тылри паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕх асра.
Шел, ветерансен йышĕ çулран çул чаксах пырать. Кăçалхи уявра та чылайăшне кураймарăмăр...
Чаплă та сумлă Çĕнтерÿ кунне кăçал 71-мĕш хутчен паллă турăмăр. Лăпкă та тÿлек çанталăк та халăхпа пĕрле савăнчĕ — ăшă хĕвел йăлтăр та ялтăр кулчĕ, манăçми паттăрлăха сума сăвакансен кăмăлĕсене çĕклерĕ.
Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем эрнипех тăсăлчĕç: ветерансемпе тĕлпулусем йĕркелерĕç, кĕçĕннисем парада тухрĕç, Хĕрлĕ тÿремре Аслă вăрçăпа çыхăннă конофильмсене пысăк экран çинче уçă тÿпе айĕнче кăтартрĕç, пултарулăх конкурсĕсем иртрĕç... Кашни хулапа район, ял-сала ветерансене саламласа, вăрçă хирĕнче пуç хунисемпе пиртен уйрăлнисене асăнса уяв программи хатĕрлерĕ. Тĕрĕссипе, Раççейре Çĕнтерÿ кунне паллă туман пĕр çемье те çук.
Республикăн тĕп хулинче те хăнăхнă йăлапа çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем ирех пуçланчĕç. Малтанах Шупашкарти «Çĕнтерÿ« мемориал комплексĕнче сÿнми ялкăшакан çулăм умне чечексем хучĕç. Ку йăлана пин-пин çын пăхăнать. Çавăнпах кунта ветерансем, çарăн тĕрлĕ ĕçне хутшăннисем, кадетсем, шкул ачисем, Шупашкарта пурăнакансемпе хăнасем, обществопа политика организацийĕн представителĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсемпе пĕрлех Çĕнтерÿ монуменчĕ умне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем, хула ертÿлĕхĕ тата ыттисем пухăнса хăйсене шеллемесĕр халăхшăн çапăçнă чăннипех паттăр салтаксене тав туса чечек хучĕç. Пуçне хунисене асăнса шăп тăнă хыççăн Çветтуй Иоанн часавайĕнче кĕлĕ вуларĕç.
Михаил Васильевич Афганистанран таврăнайман, хĕрÿ вырăнсенчи хирĕç-тăрăва вилнĕ ентешĕмĕрсене те асăнса «Çĕнтерÿ« мемориал комплексĕнче вĕсен ячĕпе лартнă палăксен умне те чечек хучĕ. Уяв меропритийĕсене унпа пĕрле мăшăрĕ Лариса Юрьевна, ачисем Иванпа Мария та хутшăнчĕç.
12 сехетре Хĕрлĕ тÿремре савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурне те Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнă ятпа саламларĕ, ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăç пурнăç парнелнĕшĕн тав турĕ.
— Пирĕн ентешсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр ыттисемпе пĕрле Брест крепоçне те хÿтĕленĕ, Мускавпа Севастополе те сыхланă, Сталинградпа Ленинград патĕнчи çапăçусене те паттăррăн хутшăннă. Совет халăхĕн чăтăмлăхĕ, хăюлăхĕпе çирĕплĕхĕ тĕнчене фишизмран çăлса хăварнă, — палăртрĕ вăл вăрçă пĕтме пĕлмен вăрăм кунсемпе çĕрсем тăсăлнине аса илтерсе.
Çĕнтерÿ фронтра çеç мар, тылра та туптаннă. Ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем ырми-канми тăрăшнă. Фронта мĕнпур кирлипе тивĕçтернĕ. Юлашки çăкăр татăкне те салтаксемпе, Чăваш Ене эвакуациленнисемпе пайланă вĕсем.
Тыл ĕçченĕ, салтак тăлăх арăмĕ Нина Китаева иртнĕ вăхăта кĕскен аса илсе хăйсем мĕн курни-тÿснине каласа кăтартрĕ.
— Халăхсем туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе, пĕр шухăшлă та çирĕп тĕллевлĕ пулнипе çĕнтернĕ эпир, — палăртрĕ хĕрарăм.
Çĕнтерÿ кунĕн тĕп шăнăрĕ — парад. Епле-ха унсăр? Чылайăшĕ çак кун кÿлмек хĕрне шăпах ăна курассишĕн килет. Салтаксене, çар техникине сăнама ватти те, вĕтти те хавас. Хĕрлĕ тÿреме килнисене парад яланхиллех тыткăнларĕ.
Вĕрсе каламалли оркестр кĕвви майĕпе Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртрĕç. Вăй ведомствин представителĕсем, Афганистан ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказри юнлă хирĕç-тăрăва хутшăннисем, кадет шкулĕн, ачасен полици академийĕн, çар-спорт клубĕсен воспитанникĕсем, параппанçăсем... пĕр-пĕрне черетлерĕç.
Вĕсем утса иртнĕ хыççăн уява тăсса яланхиллех вăрçă вăхăтĕнчи тата хальхи çар техникине курма май пулчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин легенди — Т-34 танк, вăл вăхăтри чи лайăх çар машини, ЗИС-5 автомобиль, «Катюша» пек паллă БМ-13 ракета комлексĕ, «Тигр» бронеавтомобиль, «Каçхи кашкăрсем» мотоклубăн Шупашкарти уйрăмĕ тата ыттисем те пулчĕç парадра. Вĕсем çĕр çийĕн иртнĕ май тÿпере парашютистсем ялавсем вĕлкĕштерчĕç.
Парада «Вилĕмсĕр полк» вĕçлерĕ. Фронтран таврăнайман, суранланса килнĕрен нумай пурăнайман, мирлĕ пурнăçра вилнисен, хыпарсăр çухалнă салтаксен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утакан тăванĕсен колоннин вĕçĕ-хĕрри те пулассăн туйăнмарĕ. Утрĕç те утрĕç вĕсем...
Фронтовиксен сăнÿкерчĕкĕсене çак кун Шупашкарта кăна 20 пин ытла çын йăтса утрĕ. Вĕсен йышĕнче — Михаил Игнатьевпа унăн ывăлĕпе хĕрĕ те. Ашшĕ тата амăшĕ енчи темиçе тăванĕ юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайманнине пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ.
— Эпĕ тытакан сăнÿкерчĕкре — манăн атте Василий Игнатьев. Вăл Балти флотĕнче хĕсметре пулнă. Ленинград блокадăра чухне Ладога кÿллин пăрлă çулĕпе çар хатĕрĕсемпе апат-çимĕç турттарнă. Европăна, Эстоние, Латвие ирĕке кăларма пуçласан вăл Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсĕне çар хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» наградăсене тивĕçнĕ. Кукаçи Николай Семенов стрелоксен дивизийĕн 46-мĕш гвардийĕн саперĕ пулнă. Калинин облаçĕнче /халĕ Псков/ пуç хунă, вил тăприйĕ те унтах. Эпĕ аттепе, кукаçипе мăнаçланатăп. Тăван çĕршыва, çĕре юратни, патриотизм йăхран куçмалла. Çавăн чухне эпир вăйлă та çирĕп, — палăртрĕ Михаил Васильевич.
Уява вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерĕве халалласа çырнă юрăсемпе сăвăсенчен хатĕрленĕ концерт пуянлатрĕ. Каçхи тÿпене вара Çĕнтерÿ салючĕ çутатрĕ. Тĕрлĕ тĕс вĕлкĕштерĕ вăл.
***
Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем районсемпе хуласенче те анлă уявларĕç.
Комсомольски районĕнчи Комсомольски ялĕнче парад, уяв концерчĕ ирттернĕ май тĕп библиотекăра ĕçлекенсем тата Мухтав монуменчĕ умĕнче «Вутра çуннă йĕркесем» поэзи микрофонĕ йĕркеленĕ. Унта кăмăл тăвакан кашни çын хутшăнма пултарнă. Аслă Çĕнтерĕве халалланă сăвă йĕркисем икĕ сехете яхăн янăранă. Микрофон умне пыракансен йышĕнче хăйсен сăввисемпе паллаштаракансем те пулнă.
Ачасемпе аслисем Ю.Друнин, К.Симонов, А.Твардовский, С.Михалков тата А.Алка, П.Хусанкай, Я.Ухсай сăввисене кăмăлласах итленĕ. Кунтах паян пурăнакан ветерансен сăнÿкерчĕкĕсемпе паллашма май пулнă. Ачасем асфальта тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа Çĕнтерĕве халалланă ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
Çĕрпÿ хулинчи уяв та митингран пуçланнă. Ăна парадпа концерт тăснă. Çăмăл атлетсем черетлĕ хутчен «Паттăрлăх çулĕ» чупăва тухнă. Вăл чукун çул станцийĕнчен пуçласа хулана çити тăсăлать. Шăпах çак çулпа таврăннă та çĕнтерÿçĕ-салтаксем. Чупу Çĕрпÿсем çуралнă тăрăха таврăнса тăванĕсем чăтăмсăррăн кĕтекен çурт умне çитейменнисене асра тытнине палăртать.
Çак кун районти ытти ял тăрăхĕсенче те хăнăхнă йăлапа «Астăвăм вахти», «Астăвăм стени», «Георгий хăйăвĕ» акцисем иртнĕ. Уйрăмах чуна тыткăнлаканнисем — «Вилĕмсĕр полк» тата «Пурне те ятран асăнар» акцисем.
Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине Етĕрне районĕнче те анлăн уявланă. Халăх йышлă пухăннипе тата анлăшĕпе, паллах, Етĕрне хулинче иртнĕ митинг палăрать. Асра юлмалли вара Пĕрçырлан ял тăрăхне кĕрекен Сарьялта та пулнă.
Ку ялти çынсемпе хăнасем те ыттисем пекех вăрçă хирĕнчен таврăнайман ентешĕсене халалласа лартнă палăк умне пухăннă. Сăмах май, ăна 2005 çулта лартнă. Вăл «Никольски — Етĕрне — Калинино» автоçул хĕрринче вырнаçнă. Митинг вăхăтĕнче кĕтмен çĕртен пĕр фура чарăннă. Унăн водителĕ пухăннисен йышĕнче вăрçă ветеранĕ пуррипе кăсăкланнă. Анчах ялта вăрçă хирĕнчен таврăннă пĕр салтак çеç пурăнать, вăл та тухса çÿреймест. Кун хыççăн водитель тыл ĕçченĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Вĕсем çав вăхăтра ялти культура çуртне шăпах чей ĕçме кĕнĕ. Çакна илтсен вăтам çулсенчи арçын уяв ячĕпе икĕ контейнер улма-çырла парса хăварнă. Ним тĕлĕнмелли те çук пек, анчах мĕн чухлĕ чун тасалăхĕпе ырăлăхĕ!
«Пирĕн асаттесемпе кукаçисем фашистла Германипе 4 çул çапăçнă. Эпир, мирлĕ пурнăçпа савăнакан мăнукĕсем, вĕсене манăçа кăлармасăр хисеплеме тивĕç», — теççĕ Муркаш районĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттерекен авточупăва хутшăнакансем. Кăçал вăл 3-мĕш хутчен иртнĕ. Çамрăксем паттăрла пуç хунă ентешĕсене сума суса «Муркаш - Çатракасси - Ятман - Анатри Панкли - Йÿçкасси - Исетерккĕ - Отарккă - Муркаш» маршрутпа çула тухнă, паттăрсен палăкĕсен умне гирляндăсем хунă. Йÿçкассинчи стадионта вĕсем автомашинăсемпе «71» число евĕр тăнă. Кашни автомашинах ялавпа, Георгий хăйăвĕпе, Аслă Çĕнтерĕве халалланă наклейкăпа илемлетнĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментировать