Архив - 5 Мая, 2016 - Хыпар

5 Мая, 2016

"Хресчен сасси" 17 /2604/ №. 5.05.2016

5 Мая, 2016

Унран телейлĕрех кун çук

Тăван ялне, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçне, таврăниччен тăшмана Берлина çитичченех çапса аркатнă салтак савăнăçне пытараймасăр амăшне хăйĕн çинчен маларахах пĕлтернĕ. Йĕпреçе çитсен ун патне телефонпа шăнкăравланă. Çавăнпа килте ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Аслă ывăлĕ Василий çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă хыççăн амăшĕ Ананийшĕн тата ытти ачишĕн фронтран ырă-сывă таврăнччăр тесе кунĕн-çĕрĕн кĕлĕ тунă. Юрать, виçĕ ывăлĕ каялла çаврăнса çитнĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне аса илсе 92 çула кайнă Ананий Егорович Киргизов: "Ун пек телей урăх çук.

5 Мая, 2016

Тайма пуç сана, атте!

Арăмна макăртса, ачуна хăварса
Тухса кайнă вăрçа эс, аттеçĕм.
Тăшмана аркатса, сывлăхна хавшатса
Киле килнĕ кайран эс, аттеçĕм...

Вăрçă!.. Мĕн тери хăрушă сăмах! Паянхи кун та ăна илтсен чун-чĕре чиксе ыратать. Мĕн чухлĕ çын пурнăçне вăхăтсăр татман-ши вăл? Асап кăтартнă, çемьесене аркатнă, ачасене тăлăха хăварнă.

5 Мая, 2016

Кĕрÿ çĕре юраттăр

"Хĕр çуралнишĕн савăнмалла. Вăл ашшĕпе амăшне пăхакан пулĕ", - тетчĕ пĕлĕшĕм. Патăрьел районĕнчи Тури Туçари Иван Бельдековăн пурнăçĕ ку енчен ăнăçнă темелле. Çемьере 4 хĕр ÿсет. Анчах тепĕр чух кил хуçи шухăша та путать. "Çакăн чухлĕ техника хам хыççăн кама юлать?" - тет.

5 Мая, 2016

Усăллă, тухăçлă, тупăшлă

Çĕрулми «иккĕмĕш çăкăр» пулнă май ун пирки сăмах хускатасшăн эпĕ. Çак культурăра белок, С,В,А,РР,К витаминсем, кальци, тимĕр, магни, кÿкĕрт, йод, минерал тăварĕ тата ытти те пур. Беларуçра çĕрулмирен 250 ытла апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Тĕнчере вара ăна 300-е яхăн çимĕçре усă курни паллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, ун хыççăнхи йывăр çулсенче çĕрулми нумай çынна выçлăхран хăтарнă.

5 Мая, 2016

"Сывлăх", 17 /884/ №, 5.05.2016

5 Мая, 2016

Кирек хăçан та пулăшма тăрăшать

Татьяна Максимова Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинче ĕçлет. Вăл — участок медицина сестри. Пациентсем те, ĕçтешĕсем те ăна яваплă пулнăшăн, кирек хăçан та пулăшма тăрăшнăшăн хисеплеççĕ. Татьяна Алексеевна — ĕç ветеранĕ, хастарлăхшăн чылай Хисеп грамотипе Тав хутне тивĕçнĕ.

Илья Клочков сăнÿкерчĕкĕ.

5 Мая, 2016

ÇУ УЙĂХĔН ИЛЕМĔ

Çу уйăхĕнче сирень чечекĕн илемĕпе, унăн шăршипе чун каниччен киленетпĕр. Çав вăхăтрах сирень — алă айĕнчи сиплевçĕ те. Халăх медицининче ăна хушса хатĕрленĕ препаратсемпе шыçнинне, температурăна чакарма, шăк хăвалама усă кураççĕ. Чечекĕ кăна мар, çулçи те усăллă.

Радикулит чухне. Сиренĕн пăтă пуличчен вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ чĕрĕ çулçипе чечекне çур литр шурă эрехе ямалла. 3 сехет лартмалла. Настойкăпа ыратакан çурăма çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Страницы