Туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр

14 Мая, 2016

Пирĕн пата, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Ельмел ялне, нумаях пулмасть Чăваш Ен хăнисем килсе кайрĕç. Эпир кÿршĕ республикăри Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнчи «Умарина» фольклор ансамблĕн пултарулăхне курса чунран савăнтăмăр. Районти пĕртен-пĕр ирçе халăх ансамблĕ вăл.

«Умарина» улмуççи тенине пĕлтерет. Унăн пултарулăх ертÿçи — Николай Стефейкин. Вăлах купăсçă та. Пĕлтĕр «халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ ушкăн 1975 çултах йĕркеленнĕ. Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем çÿреççĕ унта: вĕрентекенсем, тухтăрсем, ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, тивĕçлĕ канурисем...

Асăннă халăх ансамбльне Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Ахальтен мар вĕсем Мари республикинче, Чулхула, Эрĕнпур, Ульяновск облаçĕсенче тата ытти регионта хăйсен юрри-ташшипе куракан кăмăлне çĕклеççĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ.

Хальхинче вĕсем пире чăваш, вырăс, ирçе юрри-ташшипе, кулăш-шÿтпе хавхалантарчĕç.

Ансамбль ертÿçипе Николай Стефейкинпа хастарĕсене Альбина Кудряшовăна, Галина Тагановăна тата Галина Мыловăна Çĕнĕ Ельмел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наиль Шихранов тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Пире валли уяв йĕркелекенĕсем — пирĕн ентешпе Владимир Лянкинпа унăн мăшăрĕ Елена. Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинăра пурăнаççĕ вĕсем. Пире савăнăç кÿнĕскерсене те парнесĕр ямарăмăр.

Шăхачсем пире те хăнана чĕнчĕç. Çулла ял уявне пĕрле ирттерме йыхравларĕç. Çĕнĕ Ельмелпе Шăхач ялĕн культура ĕçченĕсен хушшинчи туслăх кĕперĕ малашне те çирĕпленессе шанас килет.

Геннадий КАРСАКОВ.

Тутарстан.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.