Ăста водитель
Пирĕн ялта çуралнă виçĕ çын ĕçре паттăрлăх кăтартнăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ордена тивĕçнĕ. Иккĕшне пĕлеттĕм эпĕ. Вĕсем пиччĕшĕпе йăмăкĕ: Николай Алексеев тата Елизавета Лемм. Николая /ялта ăна Нимĕç Кольки теççĕ/ — «Таутово» колхозра выльăх-чĕрлĕх фермисен çĕнĕ çурчĕсене çĕклнĕ чухне тăрăшса ĕçленĕшĕн, йăмăкне ачасене вĕрентес ĕçри çитĕнÿсемшĕн чысланă. Виççĕмĕшĕ çинчен кăçалхи нарăс уйăхĕччен пĕлмен те, илтмен те.
Пĕр каçхине телефон шăнкăравларĕ. Манпа калаçаканĕ Тавăт ял администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Николай Михайлов иккен. Мана, таврапĕлÿçе, ыйту парать: «Çав Николай Трофимовăн мĕнле орден пуррине пĕлетĕн-и?» Эпĕ нимĕн те хуравлаймарăм: унăн орден пуррине нихăçан та илтмен те...
Николай Трофимов патне ятарласа çула тухрăм. Çурчĕпе хирĕç вырнаçнă гаражăн пĕчĕк алăкĕнчен кĕретĕп. Груз турттармалли УАЗ кивĕ машина таврашĕнче арçын темĕн ĕçлет. Эпĕ тÿрех орден пирки ыйтатăп — пĕлес килет-çке. Вăл мана пÿрте чĕнчĕ. Хывăннă хыççăн тĕпеле кĕрсе кайрĕ, часах хĕрĕсем шкула çÿренĕ кивĕ сарă портфеле илсе тухрĕ. Пĕрле уçрăмăр ăна. Унта — çирĕп хуплашкаллă кĕнеке. Уçса вулатпăр. Николай Трофимовича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне 1986 çулта панă. Мĕншĕн-ши?
Вăрçă ачисен шутĕнче ÿснĕскер пурнăç тутине аванах пĕлет, çавна май час-часах иртнине аса илсе куçĕ умне кăларать.
— Пирĕн вăхăтрисен ачалăхĕ нушаллă килчĕ. Хырăм выççине, çи-пуç çуккине те куртăмăр. Епле пулсан та малаллах пăхнă, ыррине шаннă.
Мĕн тăвăн, пĕчĕк Кольăн нумаях вĕренме тÿр килмен. Ялти тăватă класлă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн юлташĕсемпе пĕрле Мăн Вылăна çÿренĕ арçын ача.
— Ун чухне хальхи пек такăр çулсем пулман. Юрать-ха кантăр тиенĕ лавсем Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводне çÿретчĕç. Çавсен йĕрĕпе шкула кайма çăмăлтарахчĕ пире. Çи-пуç япăхран шăнса кÿтеттĕмĕр, — аса илчĕ Николай Трофимович.
Йывăр-и, çăмăл-и — ÿссех пырать, аталанать çамрăк. 1954 çулхи чÿк уйăхĕнче салтака кайма ят тухнă унăн. Малтанах Ростов облаçĕнче, кайран Мускав тăрăхĕнче хĕсметре тăрать Шураç каччи. Вăл Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче виçĕ çул ирттерет. Çарта пиçĕхнĕ яш тăван килне таврăнсанах ĕçе кÿлĕнет. Шупашкарти стройкăна вырнаçать вăл. Тăрăшса вăй хунă вăхăтрах водитель профессине те алла илет.
Анчах пурнăç çулĕ тăван кĕтес еннеллех çаврăнать. Николай Трофимов Шураçа таврăнать. Район центрне ĕçлеме чĕнсен хирĕçлемен вăл.
— Вăрăм, кĕрнеклĕ арçын — «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иван Яхваров — ĕçе илчĕ мана, хăватлă автомашина шанса пачĕ. Час-часах инçе çула тухма тиветчĕ. Элĕкри инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕн стройки валли йывăç, чус-хăма турттарнине халĕ те манаймастăп, — тăсрĕ калаçăва арçын.
Элĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче ĕçлесе пуян опыт пухнăскере тăван «Таутово» колхоза чĕнсе илнĕ. Николай Трофимов кунта та шанăçа тÿрре кăларнă.
— Ял хуçалăхне аталантарас ĕçе эпĕ те тивĕçлĕ тÿпе хыврăм тесе шухăшлатăп. Ăçта хушнă — çавăнта васканă. ГАЗ-51 автомашинăна ахаль лартман, — терĕ пĕрремĕш класлă водитель.
Николай Трофимович «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. тивĕçлĕ канура пулин те ахаль ларма хăнăхман арçын. Мăшăрĕпе Зинаида Трофимовнăпа иккĕшĕ килĕнчи хушма хуçалăхран тупăш илессишĕн кулленех тимлеççĕ. Ятарласа илнĕ çĕр лаптăкĕнче выльăх апачĕ тухăçлă ÿстереççĕ. Пĕчĕк ферма тытаççĕ.
Мăшăр ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем Витя, Люся, Галя ашшĕ-амăшне шанăç кÿреççĕ. Виçĕ мăнукĕ вара вĕсемшĕн — чун йăпатмăшĕ.
Владимир ЕГОРОВ.
Элĕк районĕ.