Пичкере ÿсет хăяр...

Пичкере хăяр çитĕнтерекенсем çак меслет перекетлĕ тата тухăçлă пулнине çирĕплетеççĕ. Уйрăмах вăл çĕр лаптăкĕ пĕчĕк хуçалăхсемшĕн лайăх — дачăсем валли тейĕпĕр. Йăран чавса аппаланма та кирлĕ мар: çул хĕрне 3-4 пичке лартса тăпра тултаратăн та пĕр йăрантинчен те нумайрах хăяр туса илетĕн. Ĕçĕ те кăткăс мар. Йĕркипе çырар-ха, эппин.

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче 2-3 пичкене çиелтен хÿтĕ, çутă лайăх ÿкекен вырăна çирĕп тупан /ăна кирпĕчрен тума пулать/ çине лартатпăр. Пичке кивĕ пулсан тата лайăхрах. Тимĕртен, йывăçран е пластикран пулма пултарать вăл. Кивĕ пичкен тĕпне, аяларах аякĕсене ытлашши шыва юхса тухмашкăн шăтăксем тумалла. Пичке тăваткал е çавра — пĕлтерĕшлĕ мар. Анлăш пысăкраххи аван — нумайрах хăяр лартса çитĕнтерме пулать.

Пичкене пахчари тăпрана /çерем тăпри юрать/ лайăх çĕрнĕ тислĕкпе е компостпа çурмалла хутăштарса /1 стакан кĕл хушмалла/, хĕррине 5-7 см çитиччен тултармалла. Каярахпа тăпра тепĕртак пусăрăнать. Шăварнă чухне шыв хĕрринчен юхса анасран шăпах хĕрри хÿтĕлет.

Пичкесене шăварса шыв сахалрах пĕтет. 20-30 кăкшăн йăрана 4-5 витре каять пулсан пичкерисемшĕн пĕр витре шыв çителĕклĕ.

Йăранти тăпрари пулăхлăх пичкеринчен пахарах тейĕпĕр. Пичкери çĕр пулăхлăхĕ шăвармассерен пĕчĕккĕн шывпа юхса тухать. Çавăнпа хăяр лартнă хыççăн 1,5-2 уйăхран пичкери çĕр самаях чухăнланать. Çавна май хăяр çулçисем тĕссĕрленме пуçлаççĕ, тухăç чакать. Çĕртме уйăхĕн çурринчен пичкери хăяра 10 кунра пĕрре çĕре пулăхлатакан, шывра ирĕлекен комплекслă удобренипе е ĕне каяшĕн йÿçĕтнĕ шывĕпе, е вĕлтрен шывĕпе шăвармалла.

Ĕне каяшне 2-3 витре кĕрекен савăта чĕрĕкне яхăн хумалла, шыв ярса пĕр эрне тытмалла. Çак шĕвеке 3 пай шывпа хушса шăвармалла. Вĕлтрен шывне çапла тăваççĕ: савăта вĕлтрен татса тултармалла, унта шыв туличченех ямалла. Ăна 10 кун тытмалла та 1 пай вĕлтрен шывĕ, 3 пай шыв хушса шăвармалла.

Пичкене уçă вырăнтинчен маларах акма юрать. Мĕншĕн тесен ăна сивĕрен хÿтĕлеме те ансатрах. Çиелтен пленкăпа витсен пичке пĕчĕк панча /парник/ пулса тăрать. Вăрлăха пичке хĕрринчен 10 см хăварса пĕр-пĕринчен 20-25 см лартмалла. Варри пушă юлать — ăна çаплах хăвармалла.

Хăяра тĕревлемесĕр пичке хĕр­рипе усăнтарсан çеçкене пичке хĕрри касать. Çавăнпа çеçке валли шалчасем çапмалла е шпалер çакмалла. Çеçкене шалчасем тăрăх ямалла. Хăшĕ-пĕри усăнсан та юрать. Çеçкене алă тăсса çитмелли çÿллĕшнех яма юрать. Каçсерен çанталăк сивĕтме пуçласан — çурла, авăн уйăхĕсенче — шалчасем çийĕн лутрасилтан е ытти япаларан вит­кĕч хатĕрлемелле. Виткĕч лайăх пулсан пичке-теплицăра авăн уйăхĕн вĕçĕчченех хăяр пуçтарăр.

Пичкере çитĕнтерме хăярăн ытлашши туратланман гибричĕсем юрăхлă. Вĕсем Алфавит F1, Амур F1, Букет F1, Карусель F1.

«Партенокарпические» тени вĕлле хурчĕсемсĕрех шăр­каланаççĕ тенине пĕлтерет. Пичкере çитĕнтерме çакнашкал гибридсем аван: Кузнечик F1, Мастер F1, Муравей F1 т.ыт.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.