Пичкере ÿсет хăяр...
Пичкере хăяр çитĕнтерекенсем çак меслет перекетлĕ тата тухăçлă пулнине çирĕплетеççĕ. Уйрăмах вăл çĕр лаптăкĕ пĕчĕк хуçалăхсемшĕн лайăх — дачăсем валли тейĕпĕр. Йăран чавса аппаланма та кирлĕ мар: çул хĕрне 3-4 пичке лартса тăпра тултаратăн та пĕр йăрантинчен те нумайрах хăяр туса илетĕн. Ĕçĕ те кăткăс мар. Йĕркипе çырар-ха, эппин.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче 2-3 пичкене çиелтен хÿтĕ, çутă лайăх ÿкекен вырăна çирĕп тупан /ăна кирпĕчрен тума пулать/ çине лартатпăр. Пичке кивĕ пулсан тата лайăхрах. Тимĕртен, йывăçран е пластикран пулма пултарать вăл. Кивĕ пичкен тĕпне, аяларах аякĕсене ытлашши шыва юхса тухмашкăн шăтăксем тумалла. Пичке тăваткал е çавра — пĕлтерĕшлĕ мар. Анлăш пысăкраххи аван — нумайрах хăяр лартса çитĕнтерме пулать.
Пичкене пахчари тăпрана /çерем тăпри юрать/ лайăх çĕрнĕ тислĕкпе е компостпа çурмалла хутăштарса /1 стакан кĕл хушмалла/, хĕррине 5-7 см çитиччен тултармалла. Каярахпа тăпра тепĕртак пусăрăнать. Шăварнă чухне шыв хĕрринчен юхса анасран шăпах хĕрри хÿтĕлет.
Пичкесене шăварса шыв сахалрах пĕтет. 20-30 кăкшăн йăрана 4-5 витре каять пулсан пичкерисемшĕн пĕр витре шыв çителĕклĕ.
Йăранти тăпрари пулăхлăх пичкеринчен пахарах тейĕпĕр. Пичкери çĕр пулăхлăхĕ шăвармассерен пĕчĕккĕн шывпа юхса тухать. Çавăнпа хăяр лартнă хыççăн 1,5-2 уйăхран пичкери çĕр самаях чухăнланать. Çавна май хăяр çулçисем тĕссĕрленме пуçлаççĕ, тухăç чакать. Çĕртме уйăхĕн çурринчен пичкери хăяра 10 кунра пĕрре çĕре пулăхлатакан, шывра ирĕлекен комплекслă удобренипе е ĕне каяшĕн йÿçĕтнĕ шывĕпе, е вĕлтрен шывĕпе шăвармалла.
Ĕне каяшне 2-3 витре кĕрекен савăта чĕрĕкне яхăн хумалла, шыв ярса пĕр эрне тытмалла. Çак шĕвеке 3 пай шывпа хушса шăвармалла. Вĕлтрен шывне çапла тăваççĕ: савăта вĕлтрен татса тултармалла, унта шыв туличченех ямалла. Ăна 10 кун тытмалла та 1 пай вĕлтрен шывĕ, 3 пай шыв хушса шăвармалла.
Пичкене уçă вырăнтинчен маларах акма юрать. Мĕншĕн тесен ăна сивĕрен хÿтĕлеме те ансатрах. Çиелтен пленкăпа витсен пичке пĕчĕк панча /парник/ пулса тăрать. Вăрлăха пичке хĕрринчен 10 см хăварса пĕр-пĕринчен 20-25 см лартмалла. Варри пушă юлать — ăна çаплах хăвармалла.
Хăяра тĕревлемесĕр пичке хĕррипе усăнтарсан çеçкене пичке хĕрри касать. Çавăнпа çеçке валли шалчасем çапмалла е шпалер çакмалла. Çеçкене шалчасем тăрăх ямалла. Хăшĕ-пĕри усăнсан та юрать. Çеçкене алă тăсса çитмелли çÿллĕшнех яма юрать. Каçсерен çанталăк сивĕтме пуçласан — çурла, авăн уйăхĕсенче — шалчасем çийĕн лутрасилтан е ытти япаларан виткĕч хатĕрлемелле. Виткĕч лайăх пулсан пичке-теплицăра авăн уйăхĕн вĕçĕчченех хăяр пуçтарăр.
Пичкере çитĕнтерме хăярăн ытлашши туратланман гибричĕсем юрăхлă. Вĕсем Алфавит F1, Амур F1, Букет F1, Карусель F1.
«Партенокарпические» тени вĕлле хурчĕсемсĕрех шăркаланаççĕ тенине пĕлтерет. Пичкере çитĕнтерме çакнашкал гибридсем аван: Кузнечик F1, Мастер F1, Муравей F1 т.ыт.
Комментировать