Тунсăха ĕçре сиретĕп

19 Мая, 2016

- Гаражра е уй-хирте кăна ăна тĕл пулатăр, - асăрхаттарчĕç мана Етĕрне районĕнчи «Выльский» хуçалăхра. Чăн та, техника паркĕнче иккен. Механизатор-семпе пĕрле уй-хир бригадин бригадирĕ те тăрăшать.

Зоя Бычкова механизаторсемпе водительсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе тăрать иккен. Çирĕп кăмăллă хĕрарăма ваттисемпе çамрăккисем те хисеплеççĕ.

Зоя Васильевна ку районтанах, Хĕрлĕ Çыр ялĕнчен. Çивĕч хĕр Шупашкарта экономист-бухгалтер дипломне алла илнĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăннă. «Выльский» хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Хăмлаçăсен бригадине ертсе пыма та тÿр килнĕ ăна.

- Хуçалăхăн хăмла пахчи вăрман пек кашласа ларнă. Тупăш самай илнĕ. Шел, самана улшăннă май республикăра кăна мар, пирĕн хуçалăхра та хăмла лаптăкĕсем чакма тытăнчĕç. Ют çĕршывран йÿнĕ чĕртавар турттарнипе чăвашăн «симĕс ылтăнĕ» сутăнма пăрахрĕ. Лаптăксем пушанни чĕрене ыраттаратчĕ, анчах мĕн тăвăн? 56 гектартан 12 çеç юлнă. Юрать-ха, йăлтах тĕп тумарĕç. Республикăра хăмла туса илекен хуçалăхсем сахал паян, - каласа парать Зоя Васильевна. - Сортсене çĕнетнипе тухăç та ÿсрĕ. Пĕлтĕр унчченхи çултипе танлаштарсан икĕ хут ытларах пухса кĕртрĕмĕр. Кăçал мĕнле пулĕ, калама йывăр. Вăл каллех сутăнма тытăнни савăнтарать, шанăç парать. Иртнĕ çул уй-хиртен те пысăк тухăç илтĕмĕр, гектар пуçне 30 центнер ытла тухрĕ.

Çĕр ĕçченĕ хуçалăх çитĕнĕвĕсемшĕн чун-чĕререн савăннине пытармарĕ. Ара, çакăнта унăн тÿпи те пур. Хăмла е уй-хир пахчинче - пур çĕрте те вăл тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Çуракинчен пуçласа кĕркунне уй-хир пушаничченех ларса канма пĕлмест вăл. Килтен ир-ирех тухса каять те сĕм çĕрле таврăнать.

- Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене унччен ачасем, мăшăр тума пулăшатчĕç. Халĕ пĕчченех юлтăм. Çунат сарнă кайăксене тек йăвара тытаймăн. Тăваттăшĕ те вĕçсе тухса кайрĕç, ялта юлакан пулмарĕ. Мăшăрăм икĕ çул каялла çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Пĕччен пурнăç хăрăк турат пек, çил вăйлă вĕрсенех хуçăлса ÿкме, амантма пултарать. Кун-кунлама пĕччен йывăр, кичем. Кÿршĕ-аршă, тăвансем пур, анчах вĕсем патне вĕçĕм чупаймăн. Кашнин хăйĕн çемйи. Тунсăха ĕçре сиретĕп, халăхпа чуна уçатăп. Выльăх-чĕрлĕх усратăп. Ачасем те канмалли кунсенче килсех тăраççĕ, - чун-чĕрине уçать хĕрарăм.

Ĕçшĕн хыпса çунакан çын пăшăрханăвне пытармарĕ: «Çуркунне вăхăтра сухаласа акса хăварассишĕн, кĕркунне тухăçа пуçтарса кĕртессишĕн кулянатăп. Ял хуçалăхĕнче канлĕ пурăнаймăн çав».

- Бухгалтерта, ăшă пÿлĕмре вăй хунă хыççăн çĕр ĕçне тытăнма йывăр пулмарĕ-и?

- Йывăр, анчах чылай лайăхрах. Уй-хирте хама ирĕклĕ туятăп. Çуркунне симĕс калча шăтса тухсан кĕрес килмест, пăхса ытараймастăн. Тырă пиçсе çитсен те чун хĕпĕртет. Сарă «тинĕс» тăрăх ишекен карапсем кăмăла çĕклеççĕ. Çулла вара выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлемелле. Ăна та кая хăвараймăн. Кĕркунне лаптăксем пушансан кăна хама лăпкă туятăп. Тăрăшни харама кайманнишĕн савăнатăп.

- Ÿсен-тăран отраслĕ çапах сирĕншĕн çĕнĕ професси.

- Вĕрентсен упа та ташлать. Хуçалăх ертÿçи, специалистсем пулăшнипе агроном профессине та алла илтĕм. Халĕ те вĕсемпе час-часах канашлатăп, ыйтатăп. Пурнăç таппинчен юлмастăп. Унсăрăн ял хуçалăхĕнче йывăр, тухăç та илеймĕн.

Зоя Васильевна Бычкова - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Кунта манăн кăна мар, коллектив çитĕнĕвĕ те. Пĕр тĕллевпе ĕçлесе пыни пире çитĕнÿсем тума пулăшать», - терĕ сăпайлăн маттур хĕрарăм.

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.