Çурт лартма, дача тума...
Раççей Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртсе республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси малалла пырать. Нумай пулмасть çивĕч ыйтупа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков ертсе пынипе «çавра сĕтел» иртнĕ. Ларăва Социаллă политика, наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, ача прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов тата ыттисем хутшăннă.
Наталья Тимофеева каланă тăрăх - хальхи вăхăтра 8393 çемье çĕр илме черетре тăрать /пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне/. Ку шутра Шупашкар хулинче - 3207 çемье.
2011-2016 çулсенче Чăваш Енри 4246 нумай ачаллă çемьене çурт-йĕр лартма, дача валли, хушма хуçалăх тытса пыма çĕр тÿлевсĕр уйăрнă. Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче ыйтăва туллин татса панă. Канаш /99 процент/, Етĕрне /97/, Хĕрлĕ Чутай /92/, Куславкка /91/ районĕсенче те ку енĕпе аван ĕçлесе пыраççĕ.
Çĕнĕ Шупашкар /35 процент/, Канаш /31/, Çĕмĕрле /20/, Çĕрпÿ /31/ хулисен кăтартăвĕ самай пĕчĕк. Сăлтавĕ - хула çывăхĕнче ирĕклĕ çĕр пулманни. Ыйтăва татса пама патшалăх çĕрне муниципалитет харпăрлăхне тÿлевсĕр куçараççĕ, ăна ял чиккине кĕртеççĕ. Муниципалитет пĕрлĕхĕсем çĕрсене тĕрĕсленĕ хыççăн, пушă выртакан лаптăксене палăртнă. Вĕсене те нумай ачаллă çемьесене уйăрса параççĕ.
Хăш-пĕр çĕрте ирĕклĕ çĕр çук кăна мар, инженери инфраструктури те япăх аталаннă.
Хулара пурăнакан нумай ачаллă çемьесем валли Муркаш /Катикасси ял тăрăхĕ/, Шупашкар /Вăрман Çĕктĕр/ районĕсенче 186,7 гектар çĕр уйăрнă. Хальхи вăхăтра Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи патшалăх çĕрне /54,26 гектар/ муниципалитет харпăрлăхне куçарассипе ĕçлеççĕ.
2013-2015 çулсенче Муркаш районĕнчи /Катикасси ял тăрăхĕнче/ - 23,3, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи /Михайловка/ 23,8 гектар патшалăх çĕрĕ Муркаш, Çĕнĕ Шупашкар муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăхне куçнă.
Нумай ачаллă çемьесем валли ирĕклĕ лаптăксем çуккипе хула округĕсем çывăхри районсемпе килĕшÿсем тăваççĕ, çĕре тÿлевсĕр куçарттараççĕ. 2011-2015 çулсенче кун пеккисене Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Канаш районĕсемпе тунă. Саккун тăрăх уйрăм çурт-йĕр çавăрма ял çĕрĕсене кăна уйăрмалла. Хушма хуçалăх аталантарма тата дача тума ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр те юрать.
2015 çулта Патăрьел, Канаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче ял тăрăхĕсен генеральнăй планне улшăнусем кĕртнĕ. Çавна май ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ял чиккине кĕртсе хăварнă. Ку енĕпе Вăрнар, Шупашкар, Вăрмар, Тăвай районĕсенче те ĕçлеççĕ. Уйăракан лаптăксем çемье пурăнакан вырăнтан аякра пулни те чăрмав кăларса тăратать. Çак сăлтавпах сĕннĕ лаптăка илме килĕшменнисем те пур. Коммуникаци çукки, çĕр уйăрнă вырăна çитме кансĕрри те нумайăшне хăратать. Тепĕр йывăрлăх - укçа-тенкĕ çителĕксĕрри. Пур çемьен те çурт-йĕр е дача тума, хушма хуçалăх аталантарма вăй çитмĕ. Çавна май хăшĕ-пĕри тÿлевсĕр панă çĕре сутса тупăш илме ĕмĕтленет. Çапах вĕсен те кадастр учетне тăратнăшăн, участок планне тунăшăн укçа тÿлеме тивĕ.
ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Безруков пĕлтернĕ тăрăх - çемьесем уйрăм çурт-йĕр тума илнĕ лаптăксемпе те усă курма васкаманни сисĕнет. Пилĕк çулта çĕр участокĕн 300 кадастр планне панă, çурт-йĕр тума 234-ăн ирĕк илнĕ. Хальхи вăхăтра 138-шĕ çинче кăна пÿрт тума пуçланă. 20 çемьене çурта хута яма ирĕк панă.
Комментари хушас