Ытлашши ĕçтермесен усăллă
Качака путеккисене тăпăрчă шывĕ ?сыр хатĕрленĕ хыççăн юлаканскерне% ĕçтерме е унпа апат пĕçерсе пама юрать-ши? Сĕте перекетлес килет.
Вера Клементьева. Элĕк районĕ.
Тăпăрчă шывĕ белокпа пуян, вăл организмшăн усăллă. Унсăр пуçне кальципе витамин та чылай. Анчах шĕвеке ытла нумай ĕçтермелле мар, унсăрăн çамрăк выльăх варвиттипе аптăрама пултарать.
Çавах та тăпăрчă шывне путеке пĕр уйăх тултарсан пани аван. Лайăх çитĕнччĕр тесен малтан амăшĕн сĕтне ĕçтерме тăрăшмалла, вăл аталанма пулăшать. Каярах тăпăрчă шывне апата хушса пама та юрать.
Эпĕ путексене çапла ÿстеретĕп.
Юлия ФЕДОРОВА.
Çĕмĕрле районĕ.
Комментари хушас