Мускав парни - çăмăл машина

Аслă Елчĕк ялĕнче тирпейсĕр кил-çурт кураймастăн, пĕри тепринчен илемлĕрех. Чылайăшĕнче хăтлăх хулари пекех, сивĕ, вĕри шыв кранран юхать, çăвăнмалли пÿлĕмпе туалет та çурт ăш-чиккинчех. Ватăсем те çамрăксенчен юлмаççĕ. Авă, Валентина Ивановнăпа Владимир Емельянович Мешковсем 76 çултан иртнĕ, анчах кил-çуртне çĕнетсех тăраççĕ, хуралтисем те çирĕп.

Ача-пăчаллă пулма тÿр килмен вĕсене. "Ара, хуçалăхра ĕçленĕ чухне сывлăха уяман", - ăнлантарчĕ сăлтавне Валентина Ивановна. Хăй вăхăтĕнче вăл ялта кăна мар, республикипе, çĕршывĕпе палăрнă. Сысна пăхса чапа тухнăскер Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Аслă Октябрь Революцийĕн орденĕсене тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкинчен ылтăн медальпе таврăннисĕр пуçне хĕрарăма çăмăл машина парса хавхалантарнă.

Вăл темиçе хутчен район депутатне суйланнă. Пухусенче яланах президиумра ларнă.

Шкулта сакăр класс кăна пĕтернĕ ?çемьере ача йышлăран малалла вĕренеймен% хĕре санаторисемпе курортсене тăтăшах канма янă. Халĕ аса илнĕ тăрăх - пайтах тĕнче касса çÿренĕ, вăл вăхăтри Союзлă республикăсене кашнинех çитсе курнă.

Нимĕн те калаймăн - çынна ĕç çĕкленĕ. Патшалăх унашкаллисене хисепленĕ, чыс тунă.

Ĕлĕкхипе танлаштарсан паян фермăсенче урăхларах ĕçлеççĕ, шыва, апата выльăх патне кĕвентепе çĕклемеççĕ. Ун чухне чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Йывăр пулнă, анчах чуна парса тăрăшнă. Шкул хыççăнах фермăна вырнаçнă хĕрача каçхи дежурствăна юлнă. Çĕрле сысна çăвăрлама тытăннă. Ĕç майне вĕренсе çитейменрен-ши е шикленнĕрен хĕр çур çĕрте ашшĕ патне килне чупнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçĕ пин çура çăвăрлаттарман-ши? Пĕр амаран 16 илни те пулнă. Сысна хамăн сывлăхран хаклă пулнă тесе ытахальтен каламасть ĕнтĕ паян Валентина Ивановна.

Нумаях пулмасть ăна операци тунă. Пилĕк ыратни те канăç памасть. Упăшки мăшăрне ăнланать. Пĕр-пĕринпе вăрçса-хирĕçсе пурăнман. Владимир Емельянович арăмне упрама тăрăшать.

Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхра сахал мар ĕç паттăрĕ çитĕннĕ çав. Кашни урамрах тĕл пулатăн вĕсене. Валентина Авдиевна Илеменевăпа Валентина Петровна Петрушкинăн çурчĕсем пĕр-пĕрне хирĕçех лараççĕ. Пĕри - дояркăра, тепри сысна пăхаканра тăрăшнă. Валентина Авдиевна 12-14 пуç ĕнене кунне виçĕ хутчен алăпа сунине аса илет. Валентина Петровнăна вара хуçалăх ертÿçи 72 çула çитсен те фермăна ĕçлеме чĕннĕ. Хĕрарăм çирĕплĕхне, яваплăхне пĕлсе тăнăран мар-и? Малтисен ретĕнче пулнăскер Пĕтĕм Раççейри Халăх хуçалăхĕн выставкине те кайма тивĕçнĕ, вăл унтан ылтăн медальпе таврăннă.

Патвар кинемей паян та ватăлма пĕлмест, мăнукĕсене пăхса савăнать.

Ирина ПАВЛОВА.

Ирина ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.