КĂМĂЛ ТĂТĂШ ЯПĂХ ЧУХНЕ
18 Çу, 2016
- Депресси аптратсах çитерсен 1 литр шурă эрехе 10 грамм типĕ мелисса çулçи, 1 грамм вĕтетнĕ упа кĕпçи /дягиль лекарственный/ тымарĕ, 1 лимон хуппи, 1-2 техĕмлĕх гвоздика, 1-ер чĕптĕм тÿнĕ мускат мăйăрĕпе кориандр вăрри ямалла. Лайăх пăтратмалла. 2 эрне лартмалла та хулăн пусма витĕр сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕчĕк сыпкăмсемпе чейпе пĕрле ĕçмелле.
- Вăраха кайнă депрессие çĕнтерме хăяр курăкĕ /огуречная трава, бораго/ пулăшать. 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта чĕркесе ăшă вырăнта 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
- Депресси тăрук пуçлансан женьшень шĕвекĕ ырă витĕм кÿрет. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ женьшень тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Чей вырăнне ĕçмелле. Женьшенĕн аптека настойкине кунне 3 хут 25-шер тумлам ĕçме юрать.
Комментари хушас