ЛĔКĔРЕН ХĂТĂЛМА ПУЛАТЬ
Пуç лĕкĕленнин сăлтавĕ чылай. Тен, уçă сывлăшра сахал пулатăр е çÿçе япăх пăхатăр, ытлашши ывăнатăр, тĕрĕс мар апатланатăр... Вăхăтра сипленме пуçласан лару-тăрăва килти мелсемпех лайăхлатма май пур.
- Пуçа ыраш çăкăрĕпе çунинчен пуçлăр. 200 грамм типĕ çăкăра тин вĕренĕ çур литр шыва ярса ислетмелле. Унтан сивĕннĕ çак пăтăпа пуçа çумалла та таса шывпа чÿхемелле. Час-часах ку та çителĕклĕ пулать.
- Супăньпе шампунь вырăнне пуçа çăмартапа, турăхпа, тăпăрчă шывĕпе çуни усăллă.
- Çÿç тымарĕсене кашни каç 1 литр шыв, 2 апат кашăкĕ нашатырь спирчĕн, 1 апат кашăкĕ бура порошокĕн хутăшĕнче йĕпетнĕ мамăкпа сăтăрсан аван. Урăхла шĕвек те хатĕрлеме юрать. 1 пай панулми уксусне 3 пай шывпа хутăштармалла та унпа пуç ÿтне эрнере 2-3 хут сăтăрмалла.
- Пуç ÿтне массаж туни питĕ усăллă. Пÿрнесене куршанак çăвĕнче /репейное масло/ йĕпетмелле те пуç ÿтне массаж хусканăвĕсемпе тăршшĕпех сăтăрса тухмалла.
- Çÿç тăкăнсан тата лĕкĕ питĕ нумай пулсан шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçин тата вĕлтрен çулçин шĕвекĕпе çуни лайăх пулăшать. Пĕр виçепе илнĕ курăксене шыва ярса вĕретмелле.
- Çуллă çÿçе хĕрлĕ кăшман шывĕпе йĕпетмелле. Ăна çапла хатĕрлемелле: 3 литр банкине 1,5 литр шыв ямалла, унта тасатнă кăшман касăкĕсене шывĕ савăт анине çити çĕкленичченех тултармалла. Пÿлĕм температуринче 5-6 кун лартмалла та марля витĕр сăрăхтармалла.