ПӲРЕНЕ ТАСАТМА
Япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан пӳресенче чулсем, хăйăр, лăймака пухăнаççĕ. Çак “пылчăкран” тасалмалли меслет чылай, анчах ку ĕçе тытăниччен пӳресене ультрасасăпа тĕрĕслеттермелле, тухтăрпа канашламалла.
Пӳрере чулсем пулсан ăна тасатма юрамасть, мĕншĕн тесен тухнă чухне чул шăк çулне хупласа хума пултарать. Çавăн пекех асăннă процедурăна пиелонефрит, гломерулонефрит вĕрĕлсен, пӳре çитменлĕхĕ /острая почечная недостаточность/, гипертони, чĕрен çивĕч чирĕсем аптратсан ирттермелле мар.
Тасату вăхăтĕнче кунне 5 хут сахалшарăн çимелле. Какай тата çăкăр-булка изделийĕсене рационра май кирлĕ таран сахаллатмалла. Кашни сехетре çур-пĕр стакан шыв ĕçмелле. Çĕрле шăнă хыççăн та 1 стакан шыв ĕçмелле. Ку шăка шĕветме кирлĕ.
Темиçе рецептпа паллаштаратпăр.
- 1 апат кашăкĕ ылтăн хулла /золотая розга, золотарник/ е чăрăш тăррине /хвощ полевой/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче çакăн пек хатĕрленĕ шĕвеке 1 литр ĕçмелле. Курс — 7-10 кун.
- Арпусăн типĕтнĕ симĕс хуппинчен хатĕрленĕ 1 чей кашăкĕ порошока тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, сивĕнсен лайăх сăрăхтармалла. Вакланă типĕ арпус хуппине тӳпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ илсе термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатсен хушшинче 3-4-шар апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — икĕ рецептĕнче те 10-12-шер кун.
Шута илме: çак шĕвек пӳрене кăна мар, сыпăсене те тăвартан тасатать. Асăннă процедура вăхăтĕнче курага çимелле.
- 1 чей кашăкĕ йĕтĕн вăррине 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кашни икĕ сехетре çуршар стакан ĕçмелле. Тутă кĕме лимон сĕткенĕ хушма юрать. Курс — 2 эрне.
о Шăлан тымарĕнчен хатĕрленĕ 2 апат кашăкĕ порошока тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 15 минута лартмалла. Сивĕнсен лайăх сăрăхтармалла. Ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсемччен 15 минут маларах тата каçхине çывăрма выртас умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 7-14 кун.
Çак рецептпа усă курнă чухне шăк мĕнлине сăнамалла. Кĕленче савăта шăмалла та пĕр сехетрен тĕпне мĕн те пулин ларнипе ларманнине пăхмалла. Пур-тăк тасату йĕркеллĕ пырать. Тĕпне нимĕн те ларман пулсан — пӳресем таса, сире ку процедура кирлĕ мар.
- Сезонра кашни кун 1-ер стакан чĕрĕ кĕтмел /брусника/ е шур çырли çимелле. Кăмăл пулсан кăштах сахăр хушма юрать. 15 кунлăх курс валли 3 килограмм çырла кирлĕ.
- Петрушкăн 1 чей кашăкĕ вăррине е тымарне термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Кунне 3 хут апатсен хушшинче çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 2 эрне.
Çапла сипленнĕ вăхăтрах типĕ иçĕм шĕвекĕ ĕçмелле, çырлине çимелле. Пĕр ывăç кирек мĕнле иçĕме малтан — сивĕ, унтан вĕри шывпа çумалла, тин вĕренĕ 1,5-2 стакан шыва ярса сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла. Курс — 2 эрне.
- Кишĕрĕн 2 апат кашăкĕ типĕтнĕ çеçкине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатсен хушшинче стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ăшăлла ĕçмелле. Курс — çур çул.
Комментари хушас