Химиксен династийĕсене чысларĕç

31 Çу, 2016

Çĕнĕ Шупашкарсем Химиксен кунне яланхиллех анлăн уявларĕç. Савăнăçлă мероприяти «Химик» культура керменĕнче иртрĕ. «Химпромра» ĕçлекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Михаил Васильевич заводра вăй хуракансене тухăçлă ĕç-хĕлшĕн, хастарлăхшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. «Сирĕн çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртетĕп. Аталанма, производствăна çĕнетме республика ертÿлĕхĕ малашне те лайăх условисем туса пама тăрăшĕ», — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл ветерансене, асăннă предприятире нумай çул ĕçленĕ çынсене, уйрăммăн тав турĕ. «Эсир Химпромпа пĕрлех хула та çĕкленĕ. Хăвăр ĕçĕре малалла тăсма çамрăк ăрăва лайăх воспитани парса ÿстернĕ. Паян вĕсем хими промышленноçне аталантараççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Химпром продукцине Раççей тулашĕнче те туянаççĕ», — терĕ Михаил Васильевич.

Республика промышленноçне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Группа Оргсинтез» акционерсен обществин генеральнăй директорне Ярослав Кузнецова Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ. Хими промышленноçĕнче нумай çул яваплăха туйса ĕçле­нĕшĕн ытти çын та хисеплĕ ятсене тивĕçрĕ.

Химиксене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ăшшăн саламларĕ. Уявра «Химпром» акционерсен обществинче вăй хуракан ĕç династийĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Хăйнеевĕр ăмăртура Селивановсемпе Лебедевсен династийĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 398 çулпа танлашать. Шивырталовсемпе Исаковсен династийĕ вара — иккĕмĕш вырăнта. Вĕсем пĕрле 390 çул ĕçлеççĕ. Семеновсен-Лебедевсен ĕç династийĕ — виççĕмĕш вырăнта. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 255 çул. Асăннă династисен членĕсем «Химпром» акционерсен обществин Тав çырăвĕпе Хисеп хутне пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ — ĕç ветеранĕ. Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ. Каçхи тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ фейерверк çути илемлетрĕ.

А.ГРОМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.