Чăваш медикĕсен ĕçĕ курăмлă

31 Çу, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Перинаталь медицинин тата халăхăн репродуктивлă сывлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе Шупашкарта ирттернĕ регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцине уçма хутшăннă.

Мероприяти умĕн Михаил Игнатьев В.И.Кулаков ячĕллĕ акушерство, гинекологи тата перинатологи ăслăлăх центрĕн директорĕн заместителĕпе, Раççей Сывлăх сыхлавĕн акушерство-гинекологин штатра тăман тĕп специалисчĕпе, Раççейри акушер-гинекологсен обществин вице-президенчĕпе, РАН академикĕпе Лейла Адамянпа, медицина ăслăлăхĕн докторĕпе, Пĕтĕм тĕнчери Аслă шкулăн наука академийĕн академикĕпе, РФ наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Виктор Радзинскипе, медицина ăслăлăхĕн докторĕпе, РАМН академикĕпе, Раççейри перинаталь медицинин специалисчĕсен ассоциацийĕн президенчĕпе Николай Володин профессорпа, акушерствăпа гинекологин федерацин Атăлçи округĕнчи штатра тăман тĕп специалисчĕпе Ильдар Фаткуллинпа, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Алла Самойловăпа тĕл пулнă.

Лейла Адамян палăртнă тăрăх — Чăваш Республики перинаталь медицинине аталантарас енĕпе ытти регионшăн тĕслĕх пулса тăрать. «Сирĕн хутлăх хампа пĕрле ассистентсене, реаниматологсене илсе килмен регионсенчен пĕри шутланать. Президент перинаталь центрĕн уйрăмĕсем пĕр-пĕрин ĕçне малалла тăсса пыни чăннипех савăнтарать», — палăртнă вăл. Николай Володин шухăшĕпе — Чăваш Енре пĕчĕк виçепе çуралнă пепкесен реабилитацине уçăмлă йĕркеленĕ. Кунти медиксен опычĕпе Раççей регионĕсенче усă курмалла.

Михаил Игнатьев амăшлăхпа ачалăха упрасси Чăваш Республикин патшалăх политикинче приоритетлă тĕллев пулнине асăннă. Пĕчĕк ачасен вилĕмĕн кăтартăвĕ — чи сахалли, тăваттăмĕш çул ĕнтĕ пирĕн хутлăхра демографи тĕлĕшĕнчен халăх йышĕ ÿссе, вăрăм ĕмĕрлисем нумайланса пыраççĕ. Палăртма кăмăллă: кăçал 15 çул тултаракан перинаталь центрĕ «Раççей Федерацийĕнчи ача çуратмалли çуртсенчен чи лайăххи — 2015», «Ачана ырă сунакан больница», «Шанчăклă репутаци» сертификатсене тивĕçнĕ.

Лейла Адамян профессор конференцие хутшăнакансене Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова ячĕпе саламланă. «РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Чăваш Енĕн медицина тытăмĕнчи ĕçне пысăка хурса хаклать. Эпĕ те ку тăрăха хаваспа килсе çÿретĕп. Чăваш Ен — репродукци енĕпе пулăшмалли технологисем туса хатĕрлес тĕлĕшпе çĕршывра чи кăтартулли. Перинаталь центрĕнче паян та пултăмăр. Вăл компактлă, тĕплĕн шухăшласа тунăскер тата пĕр кăлтăксăрскер», — тенĕ профессор.

Конференци çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче малалла ĕçленĕ, унта хутшăннисем валли акушерствăпа гинекологи ыйтăвĕсемпе мастер-классем ирттернĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.