Александр Усковпа тĕл пулнă
«Август» фирма АХОн тата Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн производство тĕп базин аталану малашлăхĕн ыйтăвĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Август» фирма АХО генеральнăй директорĕ Александр Усков çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче сÿтсе явнă.
Унта çавăн пекех ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова тата «Август» фирма АХОн филиалĕн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн» директорĕ Владимир Свешников хутшăннă. Михаил Игнатьев Раççейри ÿсентăрана хÿтĕлемелли хими хутăшĕсене хатĕрлесе сутакан пысăк компанин ертÿлĕхне Чăваш Ене професси уявĕ — Химиксен кунĕ — умĕн килнĕшĕн тав тунă. «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн аталанăвĕпе çыхăннă пĕтĕм план ăнăçлăн пурнăçланать. Сирĕн пахалăхлă продукцие ял хуçалăх таварне туса илекенсем питĕ ыйтаççĕ», — палăртнă республика Пуçлăхĕ.
Александр Усков компани препаратсен пысăк технологиллĕ формисене хатĕрленине пĕлтернĕ. Санкцисем шалти рынокра çирĕп позицисем çĕнсе илме пулăшнине палăртнă. 2016 çулта холдинг продукцийĕн кирлĕлĕхĕ Раççей рынокĕнче 30-32% ÿснине, 2017 çулта ку кăтартусем 50% çитессе кĕтнине каланă. Потребительсем таваршăн малтанах тÿлесе хума тăрăшни, çапла майпа ял хуçалăх производителĕсем продукцие çирĕплетнĕ хакпа туянма ăнтăлни çинче чарăнса тăнă. Шăпах çавăнпа «Август» фирма АХО производство базине анлăлатма йышăннă. Холдинг тĕпрен илсен пысăк производительсемпе ĕçлет-тĕк, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ — килти хушма хуçалăхсемпе.
«Пирĕн тĕллев — республикăра промышленноç аталанăвĕ валли лайăх лару-тăру йĕркелесси», — пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.
И.НИКОЛАЕВА