Пĕчĕккисем ÿкеççĕ, путаççĕ...

Республикăра юлашки кунсенче пĕчĕк ачасемпе çыхăннă инкексем çине-çинех пулни чăннипех пăшăрхантарать. Шкулсенче каникул пуçланнă май паян ачасем тĕлĕшпе сыхлăха пушшех çирĕплетмелли куçкĕрет.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ĕнер журналистсемпе ятарласа курнăçнă май пĕчĕк ачасем чÿречерен ÿкнĕ тĕслĕхсем пирки пăшăрханса каласа пачĕ. Канашра 10 уйăхри ача чÿречерен ÿкнĕ — вилмеллех суранланнă. Тепĕр тĕслĕх Йĕпреç районĕнче пулнă — икĕ çул çурăри ача чÿречерен ÿкнĕ. Ăна, вăйлах аманнăскере, çăлса хăварма май килнĕ.

— Иккĕшĕ те — йĕркеллĕ çемьесем, — терĕ Алла Владимировна. — Ачасем çине алă сулнă теме çук. Инкек пулнă чух аслисем те килтех пулнă. Шел те, асăрхаса çитереймен.

Çанталăк ăшă тăнă май чÿречесене уçатпăр. Пĕчĕкскерсем вара йăлтах курасшăн, пĕлесшĕн... Ÿпре-шăнаран хÿтĕлекен сеткăсем пушшех хăрушлăх кÿреççĕ. Тĕрев пек курăннăран ача ун çине таянать те — пĕрле тухса ÿкет. Министр палăртнă тăрăх — пĕчĕккисем чÿречерен ÿкнĕ тĕслĕхсем виçĕмçул уйрăмах нумай пулнă. Пĕлтĕр — икĕ тĕслĕх. Кăçал вара çулла пуçланчĕ кăна-ха — икĕ инкек пулма та ĕлкĕрчĕ.

Шел, ачасем шывра путса вилнин хурлăхлă статистики те уçăлчĕ. Çĕмĕрле районĕнче пĕр çемьери икĕ ача путса вилнĕ. Тĕплĕнрех ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн заместителĕ Олег Павлов пĕлтерчĕ:

— Çав çемьере — пилĕк ача. Пĕри тин салтакран таврăннă, тепри — шăпах çара каять. Тата виçĕ ачи — 2009, 2011, 2015 çулсенче çуралнăскерсем. Шăпах вĕсенчен иккĕшĕ, 7 тата 5 çултискерсем, путса вилнĕ. Ялти çав кÿлĕ пысăк та мар — урлăш-тăршшĕ 10 метр кăна. Тарăнăшĕ те — 1 метр çеç, анчах, шел те, пĕчĕкскерсене путмашкăн çителĕклĕ пулнă...

Н.КОНОВАЛОВ.

 

Н.КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.