Ача ачаш чунлă, ăна тимлĕх кирлĕ

31 Çу, 2016

Ял çынни нихăçан та ахаль ларма хăнăхман. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Европăри пенсионерсем пек çулçÿревсене каймаççĕ. Ара, ялта ĕç тупăнсах тăрать, килти хуçалăх пулсан пушшех те. Тăрăшуллисем çĕнĕ ĕç пуçарма та ÿркенмеççĕ. Акă Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче пурăнакан Ираида Григорьева юратнă ĕçĕнчен кайсан усламçăна пуçăннă.

2015 çулта сумлă юбилейне паллă тунă Ираида Арсентьевна хăйĕн пурнăçне ку ĕçпе çыхăнтарасса пачах та шухăшламан. «Воспитательте 33 çул ĕçленĕ хыççăн предприниматель пулса тăрасси çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен. Çапах пурнăç çапла çаврăнса тухнăшăн кулянмастăп эпĕ. Çак тапхăрта вун-вун ачана вĕрентсе кăлартăм, пурте ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăчĕç. Ку ĕçе те хăнăхрăм. Паллах, малтанлăха çăмăлах марччĕ. Чи кирли ĕçе юратса тумалла. Кăмăла кайман ĕçре çитĕнÿ те пулмасть», — терĕ И.Григорьева.

Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕскер хăйĕн чи çывăх çыннисене — ашшĕпе амăшне Мария Прокопьевнăпа Арсентий Алексеевич Алексеевсене — яланах ырăпа аса илет. Вĕсем икĕ хĕрне кашни ĕçе чуна пама хăнăхтарнă-çке. Сăмах май, унăн йăмăкĕ Галина республикăри ача-пăча больницинче тăрăшать, мăшăрĕпе икĕ ача пăхса ÿстернĕ.

Воспитатель пулма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ хĕр 8-мĕш класс хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. Унтан 1979 çулта ăнăçлă вĕренсе тухсан шăпа ăна Пысăк Енккассине илсе çитернĕ. «Ун чухне садике 37 ача çÿретчĕ. Тепĕр икĕ çултан ача йышĕ ÿсрĕ те /45 ачаччĕ/ — икĕ ушкăна пайларĕç. 1987 çулта вĕсен шучĕ татах пысăкланчĕ, тепĕр ушкăн уçăлчĕ. Çитмĕл шăпăрланччĕ садикре. Анчах 90-мĕш çулсенче самана йывăрлансан вĕсен йышĕ çулсерен чакма пуçларĕ. 2012 çулта вăхăтлăх çÿремелли ушкăн туса хучĕç те садикпе сывпуллашма тиврĕ», — иртнине пăлханса та кăмăллăн аса илчĕ Ираида Арсентьевна. 33 çул кунсерен ачасем патне васканă хĕрарăм. Вĕсемпе асамлă çĕршывсене «çитсе курнă», халăх кĕвви-çеммин тĕнчинче юрласа-ташласа савăннă, тĕрлĕ вăйă лапамĕнче выляса аталаннă. «Ача ачаш чунлă. Ăна тимлĕх кирлĕ, куç шăрçи пек упрамалла. Юратупа ÿстернĕ ача кăна лайăх çын пулса çитĕнет. Кашнин чунне туйма пĕлмелле, пурте вĕсем — уйрăм çынсем», — чунне уçрĕ вăл.

Пултаруллă та ăста воспитателе районта та асăрханă. 1987 çулта шкул çулне çитмен учрежденисенче ĕçлекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулма шаннă. Ку тивĕçе вăл пĕр улшăнмасăр 25 çул туса пынă. Çак тапхăрта вăл Вăрмар тăрăхĕнчи кашни садике çитсе курнă, чылай воспитательпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене пулăшса пынă. Республикăри паллă та чи лайăх ĕçлекен вĕренÿ учрежденийĕсенче те пĕрре мар пулма тивнĕ унăн. Маттур ертÿçе вĕренÿ пайĕн, район администрацийĕн тата ЧР Вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Садикре ĕçлекен пикене ялти шухă каччă Петр Григорьев тÿрех асăрханă. Каярахпа икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Григорьевсем икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Паянхи кун пăхаттирсен хăйсен çемйисем. Асли Алексей медицина çулĕпе кайнă. Кĕçĕнни Андрей ЖКХ тытăмĕнче вăй хурать. Григорьевсен чи пысăк пуянлăхĕ — 5 мăнук. Вĕсем яла килессе асламăшĕпе аслашшĕ кунсерен кĕтеççĕ.

Пултаруллă çын ĕçпе кăна çыр­­лахса лармасть. Ираида Арсентьевна та, юрлама юратаканскер, 10 çул ытла каялла йĕркеленнĕ «Еник» фольклор ушкăнне /купăсçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Гаврилов/ çÿрет. Пысăк Енккасси артисчĕсем районта кăна мар, республикăра та ят-сумлă. Республика кунĕсемпе Акатуйсенче халăха юрă-ташăпа чылай савăнтарнă. Мускаври, Ульяновскри юрă уявĕсенче те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

И.Григорьевăн ларса тăма та вăхăт çукрах: ĕçрен репетицие, репетицирен киле васкамалла. Килти пысăк хуçалăх А.МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.