«Хаклă» çумкурăк

31 Çу, 2016

Нумаях пулмасть ЧР Аслă сучĕ çĕрпе усă курассипе çыхăннă çак ĕç тĕлĕшпе пăнчă лартрĕ. 2015 çулта Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ Муркаш районĕнчи Катькас ял тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăма 20 пин тенкĕлĕх административлă майпа штрафланă: агротехника, çавăн пекех çĕре лайăхлатас, ăна эрозирен хÿтĕлес енĕпе мерăсем йышăнманшăн.

Килĕшмест кунашкал йышăнупа çĕр хуçи — унăн çăхавне район судĕнче пăхса тухаççĕ. Кунти йышăну та çырлахтармасть ăна. Аслă суд вара управлени йышăнăвнех вăйра хăварать. Лаптăкĕнче çумкурăк ÿссе кайнăшăн кăна камăн 20 пин тенкĕ таран штраф тÿлес килтĕр? Ытларах та пулма пултарнă: 2015 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ахаль çынсене 20-50 пин тенкĕ таран штрафлама пултарасси пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Ахăртнех, Муркаш хĕрарăмĕн предписание вăхăтра пурнăçламаншăн та явап тытма тивет.

Ку лару-тăрура ытларах чухне штрафлаççĕ. Çапах та пĕлтĕр çĕрпе тимсĕр пулнăшăн судсем хуçалăх ĕç-хĕлне чарса лартма та йышăннă — Раççейĕпе 30 тĕслĕх. Тен, пурте пĕлмеççĕ-тĕр: 2015 çулта РФ КоАПĕн 19.5 статйине /саккунлă предписание, йышăнăва вăхăтра пурнăçламанни/ 25 тата 26-мĕш пайсем хушнă. Вĕсем шăпах çĕр саккунĕсене пăснăшăн административлă яваплăха вăйлатассипе çыхăннă.

Чăваш Енре пĕлтĕр çакнашкал тĕслĕх те пулнăччĕ. Штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн миравай судья Элĕк районĕнчи пĕр хуçалăх пуçлăхне 20 сехет ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме йышăну кăларнă. Ку, паллах, урăх статья. Çапах та штраф сăлтавĕ çĕр саккунĕсене уяманнипех çыхăннă.

Тĕрĕссипе, патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова пĕлтернĕ тăрăх, тĕрĕслевсем республикăри кашни районта тенĕ пекех çумкурăклă лаптăксене тупса палăртнă. Ытларах — Канаш, Етĕрне, Тăвай, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕрпÿ, Красноармейски, Элĕк, Муркаш, Вăрнар, Вăрмар районĕсенче.

Акă инспекторсем Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ял тăрăхĕнче пурăнакан 4 çыннăн пай çĕрĕсене тĕрĕслеме кайнă пулнă. Кур та «савăн» — 82 гектар хытхура айĕнче. Çав çынсен çĕрĕсем кăна мар, ыттисен те суха таврашне тахçанах курман. Улатăр районĕнчи Ахматово ял тăрăхĕн территорийĕнче вара 1 гектар ахаль выртнă. Çĕр хуçине административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Элĕк районĕнче 26 лаптăкпа тĕллевлĕн усă курманнине уçăмлатнă. Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕнче вырнаçнăскерсем пĕр обществăн харпăрлăхĕ шутланаççĕ. Уйрăм харпăрлăха куçарнă та — вĕсем çинчен маннă теме пулать. Унта çумкурăк кăна мар, тĕмсем те вăй илнĕ.

Шупашкар районĕнчи тĕслĕх вара чăннипех те шухăша ярать. 2014 çулта Россельхознадзор инспекторĕн 27 представлени çырма тивнĕ: пĕтĕмпе 69,4 гектар çум айнех путнă-ха та. 2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче предписание пурнăçламалли вăхăт вĕçленнĕ. Чăнах та, агротехника мероприятийĕсем ирттернĕ — сухаланă, нумай çул ÿсекен курăксем акнă, курăка çулнă. Анчах та — вырăн-вырăнпа кăна.

Предписание туллин пур­нăçламан, анчах та пайçăсене явап тыттарма та май çук. Росреестрăн республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, йышăнура кăтартнă лаптăксене 2015 çулхи ака уйăхĕнчех учетран кăларнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вара пайçăсем çĕнĕ свидетельствăсем кăтартнă. Документсем тăрăх — кашни лаптăка икке пайланă-мĕн.

Чăннипе, кунашкал йĕркесĕрлĕхсем пирки татах та татах çырма пулать. Вĕçĕ пулĕ-ши? Кăçал та çĕрсем сухаланмасăр юлĕç-ши?

Н.ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.