Комментировать

31 Мая, 2016

Ял пурнăçне лайăхлатсах пырасшăн

Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ çумĕнчи чи малтан пурнăçа кĕртмелли наци проекчĕсен канашĕн ларăвне ирттерчĕ.

Унта ялсене аталантарассипе, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов доклад турĕ. Уйрăммăн илсен яллă вырăнсен социаллă никĕсне çирĕплетнине, патшалăх аграрисене пысăк пулăшу панине палăртрĕ. Медицинăпа культура учрежденийĕсен алăкĕсем вĕсемшĕн яланах уçă, ачисем вĕренсе ăс пухаççĕ. Демографи лайăхланать. Ача ытларах çуратаççĕ. Иртнĕ çулсенче çул, шкул, ФАП, коммуналлă хуçалăх тата спорт объекчĕсем тума республика хыснинчен 2,6 млрд тенкĕ уйăрнă. Ял хуçалăх производствине 2010-2015 çулсенче — 37,8, ĕç тухăçлăхне пĕлтĕр 20,5% ÿстернĕ.

— Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — аграрисен ĕç укçи кăçалхи I кварталра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 11,5% пысăкрах, — терĕ министр. — Вĕсен шалу ÿсĕмĕ республика экономикинче ĕçлекенсен кăтартăвĕнчен лайăхрах. Ырă улшăнусемпе пĕрлех йывăрлăх та чылай. Сăмахран, ял хуçалăх организацийĕсенче вакантлă вырăн нумай. Ертÿçĕсем ĕçе илме кадрсем тупаймаççĕ. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Диплом илсен пысăкрах пайĕ пурнăçа ялпа çыхăнтармасть. «Мĕншĕн тесен хуçалăхсенче ĕç укçи пĕчĕк», — хурав панă соцыйтăм ирттернисене. Хуçалăх ертÿçисен докуменчĕсенче студентсем практикăра пулмасăрах «пулнă» тесе çирĕплетеççĕ.

Çак сăмахсем республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева тĕлĕнтернĕрен министртан çапла ыйтрĕ:

— Камсем алă пусаççĕ? Мĕншĕн суяççĕ? Ку ĕçе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн çĕнĕ ректорĕн çирĕп тĕрĕслесе тăмалла.

Докладçă кадрсем хатĕрлес ĕçе çĕнетессине, кашни районтах профориентацие вăйлатассине пĕлтерчĕ. Çывăх вăхăтра шкулсенче аграрин никĕс класĕсене йĕркелеме тĕллев лартнă. Çамрăксене ялта юлма хавхалантараканнисенчен пĕри — патшалăх çурт тума пулăшни. 2003 çултан пуçласа 17,1 пин çемье хыснаран кÿнĕ çăмăллăхпа усă курнă.

— Пурăнмалли вырăна лайăхлатнисен йышĕнче аграрисем мĕншĕн 25% таран çеç? — ыйтрĕ М.Игнатьев. — Çурт хăпартма пулăшмалли программăна хресченсем, вĕрентекенсем, врачсем, культурăпа спорт ĕçченĕсем валли йышăннă. Çăмăллăха республика экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма пач хутшăнман çемьесем йышлăн илеççĕ. Чылайăшĕ тулашра е хамăр патрах ĕçлесе пысăк тупăш тăвать, хăйсен укçипех çурт çĕклеме пултарать. Пирĕн вĕсемшĕн мар, сахал тупăш илекен специалистсемшĕн ытларах тăрăшмалла.

С.Артамонов укçа нумайрах ĕçлесе илекен çавнашкал çемьесем администрацисем ирттерекен аукционра çĕнтерсе çĕр лаптăкĕ маларах илнине палăртрĕ. Çавăнпа хуласен çывăхĕнчи ял тăрăхĕсенче патшалăх пулăшакан специалистсене çурт валли лаптăк илме çăмăл мар.

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Сергей Димитриев çапла каларĕ:

— Патшалăх ялсенче пурăнакан 140 пин ытла çынна пулăшать. Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче 5 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çапах та 6056 ваканси пур.

Строительство министрĕн заместителĕ Сергей Безруков ялсенче инженери инфратытăмĕ хывасси çинче чарăнса тăчĕ. Шыв пăрăхĕ 2,2 пин çухрăма тăсăлать, хура шыва çуртран юхтарса кăлармалли 47 объект тата канализацин кашни талăкра 21,6 пин кубла метр хăвалакан насус станцийĕ 46 шутланать терĕ. Ял çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн ĕçе кĕртнĕ объектсене аса илчĕ.

— Çанталăк шăрăх тăрать, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Ял çыннисене ĕçмелли шывпа куллен тивĕçтерессишĕн министерство мĕн тăвать? Ялсенче шыв уçлакан насус чăхăмлама, пăрăх шăтма пултарать. Шăрăх кунсенче шывсăр пĕр кун ларма та йывăр. Шывпа тивĕçтерекен объектсен списокне тăвăр, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрăр.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ыйтăвĕ М.Игнатьев сăмахĕ çумне чухах пулчĕ:

— Вăрнар поселокĕнче пурăнакансем пĕлтĕр управран уçласа тасату хатĕрĕ витĕр хваттерсене çитерекен ĕçмелли шыв пахалăхĕ пирки ыйту пĕрре çеç мар тăратрĕç. Çынсем тарăхса каланă сăмахсене кăçалхи шăрăх кунсенче те илтме тивĕ-ши?

С.Безруков иртнĕ çул темиçе эрне Вăрнара парса тăнă шыва технологипе килĕшÿллĕн тасатса çитерейменнине тунмарĕ. Кăçал ун пек тĕслĕх пулмĕ, шыва тасатмалли ятарлă хутăшсем çителĕклĕ хатĕрленĕ терĕ.

Транспорт тата çул-йĕр ху­çалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов яллă вырăнсенче кăçал çул тăвас ĕçе еплерех йĕркелесси çинчен каласа пачĕ. Автомобиль çулĕ пурĕ 62 çухрăм хута ямалла. Хальхи вăхăтра объектсенче ĕç пырать. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кушник ялĕн таврашĕнче 4 çухрăм ĕçе кĕртме палăртнă. Проект-смета докуменчĕ тăвакансем объект валли 100 миллион тенкĕ кирлĕ теççĕ.

— Мĕнле проектантсем шутланă çавăн чухлĕ? — кăсăкланчĕ М.Игнатьев. — Тăватă çухрăмшăн Европăри пуян çĕршывсенче те 100 миллион ыйтмаççĕ. Тăкаксене çĕнĕрен шутлăр.

Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ял çыннисене çыхăну мелĕсемпе тивĕçтерес ĕçе мĕнлерех йĕркеленипе паллаштарчĕ. Федерацин «Цифра майĕн танмарлăхне пĕтересси» проектне пурнăçа кĕртсе пĕлтĕр Муркашпа Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи 250-500 çын пурăнакан 18 вырăна Интернета кĕмелли объектсем ĕçе янă. «Ростелеком» ПАО кăçал Патăрьел районĕнчи çынсем сахалрах пурăнакан 18 вырăнта вĕсемпе çыхăнтарнине пĕлтерчĕ. 2018 çулччен 250-500 çын пурăнакан 328 пункт Интернет пулăшăвĕпе усă курма тытăнĕ. Федерацин «Раççей Федерацийĕнче 2009-2018 çулсенче телерадиовещание аталантарасси» программипе килĕшÿллĕн республикăра цифра телерадиовещанийĕн патшалăх сетьне хываççĕ. Унăн 42 объектне ĕçе кĕртмелле. Çак тĕллеве пурнăçласан Чăваш Енре пурăнакансен 99,45% цифра телевиденийĕпе усă курĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтерĕвĕнче социаллă сферăри улшăнусене палăртрĕ. Юлашки çулсенче çынсен вилеслĕх шайĕ пĕчĕкленнĕ, вĕсен сывлăхĕ лайăхланнине, пурнăç пахалăхĕ аванланнине çирĕплетекен кăтартусем куç умĕнчех.

— Пурнăç тăршшĕ пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 8 уйăха яхăн вăрăмланнă, — терĕ министр. — 2010 çулхинчен вăл вăтамран 2,81 çул хушăннă. Республикăра пурăнакансен шучĕ тăваттăмĕш çул ÿсет. Вилеслĕх шайĕ чакрĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче — малта пыракан 3 субъект хушшинче.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Петрова вĕренÿ заведенийĕсенче паха пĕлÿ парассишĕн пурнăçлакан ĕçсене тишкерчĕ. Паян шкулсен 333 автобус, вĕренÿ процесĕнче вĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ларура сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ органсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартрĕ.

Михаил СЕРЕГИН

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.