Вĕсем те - пирĕн çынсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркелĕхĕн ыйтăвĕсемпе координаци канашлăвĕ ирттернĕ.

Чи малтанах Михаил Васильевич патшалăх влаç органĕсен тата право хуралĕн тытăмĕсен ертÿçисене республикăра рецидив преступленийĕсен шутне чакарас тĕлĕшпе курăмлă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Сыхланса йышăннă мерăсем юсанмалли учрежденисенчен таврăнакан граждансене ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев. Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче ĕçлев центрĕсене «йĕплĕ карта» леш енчен тухнисем тата условнăй майпа айăпланнисем 125 çын пынă, 45-шне ĕç вырăнĕ тупса панă. Михаил Васильевич ку ушкăнри граждансене ресоциализацилес ĕç-хĕле мĕнпур шайри влаç органĕсен, ĕç паракансен тата общество организацийĕсен тачă çыхăнса туса пымаллине палăртнă.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин общество йĕркелĕхне сыхлакан полици пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Жуковец пĕлтернĕ тăрăх — юсанмалли учрежденисенчен таврăннисен 34,3 проценчĕ ирĕке тухнăранпа çулталăк çитиччен тепĕр хут преступлени тунă. Чылайăшĕн çав вăхăтра яланхи тупăш çăлкуçĕ пулман. Пĕрремĕш кварталта вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн органĕсене айăпланнисене ĕçе вырнаçтарма ыйтса 400 запрос янă. Анчах чылайăшĕ хуравсăр юлнă.

«Тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăнин сăлтавĕ — ĕçсĕрлĕх. Социаллă адаптаци центрĕ айăпланнисене обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшĕччĕ», — палăртнă Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Александр Работа. Канашлура Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче граждансен социаллă адаптаци центрĕсене йĕркелеме йышăннă. Михаил Васильевич çавăн пекех килсĕр-çуртсăр çынсене те шута илме, пулăшма сĕннĕ. «Вĕсем пирĕн çынсем. Çак ушкăнри граждансене ресоциализацилесси пирĕншĕн те, хăйсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — кăрлач-ака уйăхĕсенче мĕнпур шайри бюджета 3 млрд та 106,1 млн тенкĕ налук куçарнă. Михаил Васильевич налук саккунне тивĕçлĕ пурнăçланăшăн организацисен яваплă ертÿçисене тав тунă. Çав вăхăтрах Раççей Федерацийĕн бюджечĕ умĕнчи парăм 1 млрд тенкĕрен те иртнĕ. Республика ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх — налук служби парăмлă кашни предприятипе уйрăммăн ĕçлет, вĕсене панкрута кăларасран сыхланса парăма пайăн-пайăн татма ирĕк парать.

И.СЕРГЕЕВА

И.СЕРГЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.