Хаваслă çу кунĕсенче инкек ан хурлантартăр

31 Çу, 2016

Çу уйăхĕн вĕçĕнче шкул ÿсĕмĕнчи ача пÿрне хутлатса тата миçе кун вĕренмеллине шутлани — чылай çемьешĕн хăнăхнă ÿкерчĕк. Ара, чи вăрăм каникула кĕтмесĕр! Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче, çанталăк урамалла кăчăк туртнă вăхăтра кĕнеке-тетрадь тытса пуç çĕклемесĕр ларма тивет-çке. Чĕрĕк вĕçĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсем, тепĕр класа куçма ирĕк паракан аттестаци, тăваттăмĕш классен — Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсем... Кун пек чухне лăштах сывласа ярасса ачапа пĕрле ашшĕ-амăшĕ те тем пек кĕтет. Çу пуçлансанах лăпкă та ирĕклĕ тапхăр çитет тейĕн.

Анчах ача-пăча çитĕнтерекеншĕн каникул çуккине манар мар. Аслисем ĕçре чухне ача вăхăта мĕнле ирттересси çинчен чылай çемьере малтанах шухăшлама тытăнаççĕ. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ ырă-сывă пулсан — пăшăрханмаллиех çук: каникулта юратнă мăнукне хăйсен хÿттине илме хаваспах килĕшĕç вĕсем. Ачана тимлĕхрен вĕçертмессе пĕлнĕрен ашшĕ-амăшĕ те лăпкăлăха çухатмĕ. Хăшĕ-пĕри тĕпренчĕкне ача-пăча кану лагерьне вырнаçтарать — ку тĕслĕхре те çул çитменнисене сăнаса тăрассишĕн яваплисем пур.

Виçĕ уйăх — самаях вăрăм тапхăр. Çавăнпа вăхăт-вăхăт чылайăшĕн шкул ÿсĕмĕнчи ачи килте хăй тĕллĕн юлĕ. Çавăн пек самантсенче, шел, ача-пăча инкеке лекесси те инçе мар. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине манмасăр хăрушсăрлăхăн тĕп правилисене асрах тытни, вĕсене пăхăнни тĕрлĕ пăтăрмахран хÿтĕлĕ.

Çул çитменнисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаканни — Интернет. Тĕрĕсрех, ачашăн унăн уçлăхĕнчи кирек хăш сайта кĕрессипе нимĕнле чару та çукки. Раççейри ачасен 80 ытла проценчĕ Интернета ашшĕ-амăшĕ сăнаман вăхăтра хăй тĕллĕн кĕрет. Апла пулсан кирлĕ-кирлĕ мар сайтсене уçса хăйĕн çирĕпленмен психикишĕн сиенлĕ темĕн тĕрлĕ информаципе те паллашма пултарать. «Ирĕклĕ ишев» мĕн патне илсе çитерме пултарнине вара пурте пĕлетпĕр: наркотикпа е çынна минретекен урăх наркăмăшпа, субкультура ушкăнĕсемпе çыхланасси, суицид тата ытти инкек.

Сиенлĕ информаци серепине лекесрен мĕнле сыхланмалла? Çул-йĕр тĕрлĕрен. Хăшпĕр ачашăн аслисем хăйĕнпе ку темăпа тĕплĕн калаçниех витĕмлĕ. Çапах карас çыхăнăва йĕркелекен операторсемпе провайдерсем çул çитменнисемшĕн сиенлĕ сайтсенчен сыхланма сĕнекен ятарлă сервиссем шанчăклăрах пек. Ача Интернетра усăллă страницăсене кăна кĕрейтĕр тесен хăвăра тивĕçтерекен списока провайдерпа пĕрле янтăлама май пур.

Интернет тенĕрен, паян этемлĕх унпа ытла та «чирлесе» кайни шухăшлаттарать. Пытармăпăр: ачасем унăн анлăшĕнче вăрах ларма хăнăхнинче ашшĕ-амăшĕн те айăпĕ пур: вĕсене хаклă телефон, айфон, планшет, ноутбук ют кукка туянса памасть вĕт. Тепĕр тесен ача вăхăта компьютерсăрах кăсăклă ирттертĕр тесе аслисенчен чылайăшĕ хăй енчен пуçару тумасть: пĕрле тĕрлĕ вăйă вылясси, кĕнеке чылай вуланăшăн е хуçалăхри пĕр-пĕр ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн хавхалантарасси пуçа та кĕмест. Пушă вăхăта компьютер умĕнче, социаллă сетьсен тыткăнĕнче ирттерме те хамăрах вĕрентетпĕр мар-и?

Çу ачасене çут çанталăк илемне курма хăнăхтармашкăн чи меллĕ вăхăт пек туйăнать. Шыва кĕме каятăн-и, вăрмана çул тытатăн-и — ачан тавракурăмне анлăлатма темĕн тĕрлĕ калаçу та пуçарма пулать. Аслисем сăмах тапратсанах кĕçĕннисем хавхаланса каяççĕ те тавралăха тата вичкĕнрех куçпа сăнама тытăнаççĕ. Çапла пĕчĕк çулçÿревех ача сывлăхĕшĕн те, ăс-тăнĕшĕн те усăллă иртĕ. Аслисем юнашар ан пулччăр-ха — темĕн курасси пур...

2015 çулта, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр çинчи инкек-синкекре 20 ача пурнăçĕ татăлнă. Çул çинчи инкек-синкек çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те сиксе тухма пултарать. Апла пулин те çуллахи вăхăтра синкерлĕ çакнашкал пулăмсен шучĕ чылай ÿсет. Çулталăкăн чи ăшă вăхăтĕнче велосипедпа, скутерпа, мопедпа ярăнма кăмăллакан çул çитмен ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕх нумайланать. Ашшĕ-амăшне ачисене тимлĕх çинчен тăтăшах асăрхаттарма чĕнсе калас килет. Аслисем çул çинче яланах сисĕмлĕ те тимлĕ пулсан тĕпренчĕкĕ те сисчĕвленме хăнăхса ÿсĕ.

Салху статистикăна — иртнĕ çул ача-пăча тулаш сăлтавсене пула вилнĕ тĕслĕхсем вĕсен пĕтĕмĕшле вилеслĕхĕн çуррине яхăнах пулнине — ырă енне улăштарма мĕнле май тупмалла-ха? Паллах, хамăрăн, аслисен тимлĕхне ÿстернипе кăна. Анчах йĕркесĕр çемьесен кил хуçисене мĕнле «тăна кĕртмелле»? Ун пек кил-йышра, мĕн пытармалли, аслисем ăçта, кампа пыра йĕпетесси, мухмăр чĕртесси çинчен шухăшлани кăна. Ача амăшĕ ĕçкĕçе çаврăннă çемьесенче — лару-тăру тата йывăртарах.

Цивилизаци çулĕпе пыракан обществăра çакăн пек ÿкерчĕке лăпкăн сăнама юрамастех. Пурнăçăн ырă енĕсене курма пулăшмалли мелсем шырасан, тен, тупăнĕç. Патăрьел районĕнче акă килпетсĕр çемьесен тĕлĕшпе ял старостисем тимлĕрех пулма тĕллев лартнă.

Ачасене пуласлăх калчисемпе танлаштарма хăнăхнă эпир. Пурнăç илемĕ вĕсенче тетпĕр — тĕрĕсех. Çав илеме упрассишĕн эпир, аслисем, яваплă.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.