Пайçăсене хваттер вăхăтра туса памалла

31 Çу, 2016

Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче строительство организацийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Унччен Шупашкарти Калинин урамĕнчи «Воскресенская горка» пурăнмалли комплексри 83-мĕш позицие çитсе курнă. «Победа» компани кунта нумай хваттерлĕ çурт тăвать. Кăçалхи III квартал вĕçĕнче хута яма палăртнă. М.Игнатьев строительствăра хальхи вăхăтра хатĕрлекен материалсемпе усă курма, подрядçă тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа тата паха пурнăçлама сĕннĕ, çурта килĕшÿре пăхнă вăхăтра туса пĕтерме ыйтнă. «Тĕп хулан центрĕнче çÿллĕ çуртсем хăпартма чарăнăр, — тенĕ администраци пуçлăхне А.Ладыкова. — Вĕсем Шупашкар архитектурине, центр илемне, хулан истори пайне, çынсен хăтлăхне пăсаççĕ. Аслăрах ăру хитре хула туса хăварнă, унта пирĕн те ырă йĕр хăвармалла. Паллах, бизнеса нумай хутлă çуртсем тупăш нумайрах параççĕ. Вĕсене хăпартма республикăра лаптăк çителĕклĕ: комплекслă строительствăн 56 проектне 2 пин гектар лаптăкра пурнăçа кĕртеççĕ, пурăнмалли вырăн 7 миллион тăваткал метр тăвасшăн».

ЧР Пуçлăхĕ 83-мĕш позиципе юнашар юхăнчăк пÿртпе кăсăкланнă. Унта никам та пурăнмасть, хулана сăнсăрлатать çеç. Шупашкар администрацийĕ хуçинчен çĕр лаптăкне туянас ыйту тăратнă. Анчах харпăрлăхçи пасар хакĕнчен ытларах тÿлеме ыйтнă. Регион ертÿçи унпа килĕшсе татăлма сĕннĕ.

Канашлура М.Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче строительство комплексне аталантарассипе ирттернĕ Патшалăх Канашĕн ларăвĕн пĕтĕмлетĕвне хак панă. Уйрăммăн илсен: «Федерацире строительство пуçламашкăн ирĕк илме вăтамран 150 кунран — 14, Чăваш Енре 81 талăкран 9 процедура витĕр тухаççĕ, — тенĕ. — Ку — пирĕн пĕрлехи лайăх кăтарту. Пурăнмалли çурт проекчĕсене патшалăх экспертизинче хакламалли тапхăра та кĕскетнĕ. Нормативпа килĕшÿллĕн вăл 45 кун тăсăлать, çак ĕçе пĕлтĕр 21 кунранах вĕçленĕ. Нормативра ытти объект экспертизине 60 кунран пĕтермелле, пирĕн 26 кунран вĕçлеççĕ».

М.Игнатьев РФ строительство министрĕ Михаил Мень республика влаçĕн строительство комплексĕнчи, хула тăвас ĕçри тÿпине лайăх хак панине пĕлтернĕ. «Бюджетăн инвестици тăкакĕсемпе, граждансене пурăнмалли вырăна лайăхлатма май паракан социаллă тÿлевсемпе пĕрле строительство отрасльне пулăшма кăçал 12 миллиард тенкĕрен кая мар куçаратпăр. Çав шутра 4,1 миллиард пурăнмалли вырăн тума кайĕ», — палăртнă вăл.

Малашне çемьесем ипотека облигацийĕпе усă курма тытăнĕç. Ăна «Пурăнмалли çурта кредитлакан агентство» АО тата Раççей Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин фончĕ туса хуракан пĕрлехи институт гарантийĕпе тĕревлĕç. Ытти чылай патшалăхра вăл хăйне лайăх енчен кăтартать, ипотекăн процент ставкине пĕчĕклетессе шанаççĕ.

Çуртсем тăвасси еплерех пыни çинчен строительство министрĕ Олег Марков вице-премьер каласа панă. Хальхи вăхăтра пурăнмалли 172 çурт тăваççĕ. Строительсен çулталăкра 900 пин тăваткал метр хута ямалăх хăватсем пур. «Анчах çемьесем хваттер туянасси маларахринчен 25-35% чакнă. Пĕлтĕр Шупашкарта 400 пин тăваткал метр ĕçе кĕртнĕ, кăçал 300 пин тăваткал метртан сахал тумастпăр», — тенĕ администраци пуçлăхĕ А.Ладыков.

ЧР Пуçлăхĕ сÿтсе явнă ыйтусене пĕтĕмлетнĕ. Пая кĕрсе хваттер тутарас тĕллевпе Мускаври компани счетне 2,5 миллиард тенкĕ куçарнă çемьесем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ пек ан пултăр тенĕ, ертÿçĕсенчен вĕсен умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçлама ыйтнă.

В.НИКОЛАЕВ

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.