Пирус тата ăнăçулăх пĕр тĕвĕре мар…

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ — табак туртассипе кĕрешмелли кун. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе 1987 çултанпа паллă тăваççĕ. Табак туртни этемлĕхшĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Ахальтен мар ăна эпидемипе танлаштараççĕ. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх — сиенлĕ йăлана пула тĕнчере кашни 6 çеккунтра пĕр çын вилет, çуллен — 5 миллион, Раççейре — 500 пине яхăн. Йытă çименскерĕн сиенĕ çинчен паянхи кăларăмра Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена Егорова каласа парать.

— Елена Михайловна, табак туртнипе 30 çул каяллах кĕрешме тытăннине асăнтăр. Ыйтăвĕ вара паян та çивĕччисен шутĕнче.

— Юлашки çулсенче ку енĕпе ырă улшăнусем пулса иртни куç умĕнчех: çĕршывра та, пирĕн хутлăхра та пирус мăкăрлантаракансен йышĕ чакса пырать. Ыйтăва татса пама май килменни вара çыннăн кăмăл çирĕплĕхĕпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, табак сиенĕ пирки пурте, çул çитменнисенчен пуçласа аслă ăрурисем таранах, аван пĕлеççĕ. Чылайăшĕ унăн серепине хăй çакланмасса шанать. «Пĕрре-иккĕ туртатăп та чарăнатăп», — тесе шухăшлать. Никотин — хăватлă наркотик, ăна хăнăхса çитнине çын туйса та ĕлкĕреймест. Туртма пăрахсан никотин лекменнипе организм канăçсăрланма тытăнать, ыйхине çухатать, хăйне тем çитмен пек туять. Пирус тĕтĕмĕ кăна лăплантарма пултарать. Ăна хăнăхса çитнĕ организм пысăкран та пысăкрах доза ыйтать. Кунне пĕр пирус туртнинчен тытăннисене пĕр пачка та çитми пулать. Унашкаллисем хăрушă серепене хăйсен ирĕкĕпе çакланаççĕ.

— Çакă, паллах, сывлăха сиен кÿрет.

— Табак тĕтĕмĕн тытăмĕнче — 4000 ытла хими япали. Мăкăрланакан пируса хими завочĕпе танлаштарма май килет. Уйрăмах сиенлисем — никотин, бензопирен, сĕрĕм газĕ, канцероген сăмали /онкологи чирĕсене пуçарса яраканни/, радиоактивлă изотопсем, азот пĕрлешĕвĕсем, йывăр металсем /чĕркĕмĕл, кадми, никель, кобальт тата ытти/. Хими реакцине кĕрсе хăйсен сиенлĕхне татах вăйлатаççĕ, сывлăха хавшатаççĕ.

Çакă паллă: табак 25 ытла чире — миокард инфарктне, инсульта, усал шыççа, сывлав органĕсен амакне, урари юн тымарĕсен чирне, ар хăвачĕн вăйсăрлăхне — пуçарать, халăх вилнин 75 проценчĕ çак сăлтавпа çыхăннă.

— Тен, сиенсĕр сигарет пур? Фильтрли, сăмаласемпе никотин виçи сахалли сăмахран.

— Сиенсĕр сигарет пулаймасть. Пирусра никотин виçи сахал чухне унăн дозине пысăклатмашкăн пирус шутне ÿстерме тивет. Чылайăшĕн шухăшĕпе — фильтр сиенлĕ япаласене тытса юлать. Апла мар: ун витĕр те наркăмăш организма сăрхăнать.

— Электронлă сигарет пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Электронлă сигаретра усă куракан шĕвекре никотин пур, вăл туртас килнине вăйлатать тата организма хавшатать. Никотинсăр электронлă сигарет та пур паян. Анчах унăн шĕвекĕнче сывлăха витĕм кÿрекен тата сисчĕвлентерекен япала нумай. Пăсланнă май табак тĕтĕмĕн шăршине — ванилин, цитрус е ментол хушнине — аса илтерет. Техĕм кĕртекен япаласем аллерги пуçарас хăрушлăх кун пек чухне ÿсет паллах.

Чылай çĕршывра, тĕслĕхрен, Японире, Англире, Корейăра, электронлă сигаретăн сиенне тупса палăртнă. Электронлă сигаретпа усă куракансем сывлăха хавшатнипе пĕрлех вăхăта та, укçа-тенке те çухатаççĕ. Çавăнпа вĕсене пачах туртма пăрахмашкăн сĕнетпĕр.

— Сиенлине пĕлетăркачах туртакансем табака мĕншĕн сив­лемеççĕ?

— Статистика тăрăх, туртакансен 100 процентĕнчен 80-шĕ сиенлĕ йăларан хăтăлас тĕллевлĕ. Анчах çапла тумашкăн хал çитереймеççĕ. Пĕрисем никотин серепинчен тухаймаççĕ, тухас та темеççĕ, теприсем мăкăрлантарма пăрахмашкăн шутламаççĕ те, мĕншĕн тесен унăн сиенĕ ыттисене пырса тивсен те хăйсем хăтăлса юласса шанаççĕ.

— Çын хăй тĕллĕн туртма пăрахаять-и е ăна пулăшмалла-и?

— Пирусран хăтăлас тĕллевлĕ тата хăй тĕллĕн туртма пăрахма пултарайман çынсене медицинăн квалификациллĕ пулăшăвĕпе кирек хăçан та тивĕçтереççĕ. Хальхи саманара спортпа туслашни, сывлăха упрас енĕпе пурнăçра пуçаруллă пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çамрăклăх, илĕртÿлĕх палăрăмĕсем — яка та таса ÿт, кăпăшка çÿç, шап-шурă шăллă хаваслă кулă — табак туртнипе килĕшсе тăма пултараймаççĕ. Пирус мăкăрлантаракана йĕркеллĕ ĕç тупмашкăн, службăра çÿлелле çĕкленмешкĕн кансĕр — çакна çамрăксен яланах асра тытмалла.

— Пĕтĕм тĕнчери табак туртнипе кĕрешмелли кун пирĕн республикăра тĕрлĕрен мероприяти ирттернине асăнтăр.

— ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе «Чăваш Ен» фонд вĕренÿ заведенийĕсенчи волонтерсемпе пĕрле Шупашкар хулинчи МТВ, «Шупашкар» суту-илÿ центрĕсен умĕнче, Афанасьев урамĕнчи чарăнура 13-15 сехетсенче сывлăхăн мобильлĕ центрĕсене йĕркелеççĕ: медицина ĕçченĕсем табак туртакансен сывлав органĕсен ĕçне, юн пусăмне тĕрĕслеççĕ, консультаци параççĕ. Хулари чарăнусенче волонтерсем ыйтăм ирттереççĕ, буклетсемпе листовкăсем валеçеççĕ, конкурссем йĕркелеççĕ.

Пĕтĕм тĕнчере табак туртмасăр ирттерекен кун çынсем, уйрăмах çамрăксем, никотинсăр пурнăçăн пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн шухăшласса, туртакансем пирус тĕтĕмĕпе яланлăх сывпуллашмашкăн ăнтăласса шанас килет.

Валентина СМИРНОВА

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.